Те эсĕ,
те юр пĕрчи,
те чӳрече сенкерлĕхĕ,
те каç?
Тунсăх
ярса илет те —
йăлт сахăр пек,
йăлт ирĕлсе каять,
йăлт
музыка пулса тăрать.
Эсĕ
е юр пĕрчи,
е чӳрече сенкерлĕхĕ,
е каç.
Вĕри-вĕри пăшăлтату пек
асилӳсем
ирте-ирте каяççĕ.
Ăспа ăнланайми,
куçа та курăнми
асилӳсем...
Те эсĕ куç хĕсетĕн,
те чӳрече сенкерленет,
те каç пулать,
те юр пĕрчи вылять.