Хура халăх, чăвашăм, чăваш,
Несĕлӳ сан пулманччĕ йăваш.
Хурахла тапăнсан та тăшман
Вăл ăна виличчен парăнман.
Чĕлхе пур, пур Çĕр-шыв чăвашсен,
Пур Патшалăх ялавĕ вĕсен.
Çак мула упраса хăварар,
Çултан-çул йышланса вăйланар.
Ĕçчен халăх чăвашăм, тăван,
Мĕн кăна, мĕн кăна-ши курман?
Пур пĕрех йăх тымарĕ хăрман,
Пур пĕрех çĕр çинчен çухалман.
Мухтава тивĕç эсĕ, чăваш,
Аслă Атăл сана хурăнташ.
Асаил несĕлсен хăватне,
Ан çухат эс чăвашăн ятне.