Пĕр класра вĕренекен Нинапа Нюран паспорт илме çул çитрĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕсенчен ирĕк ыйтса пуйăспа район центрне фотографине сăн ӳкерттерме кайрĕç.
Район центрĕнче кирлĕ ĕçсене туса пĕтерсен тантăшсем лаввкасем тăрăх çӳрерĕç, унтан чукун çул вокзалне кайрĕç.
Вокзалта çын нумаях мар. Кетесре виçĕ каччă кулкаласа лараççĕ, вĕсене хирĕç карчăк ларать. Нюрапа Нина тепĕр кĕтессе пырса тăчĕç. Çав вăхăтра вокзала вăтам çулсенчи хĕрарăм алăри ачапа кĕчĕ. Ачине утиялпа чĕркенĕ. Лешĕ сасă кăлармасть, çывăрать пулмалла.
Унччен те пулмарĕ, хĕрарăм хĕрсем çумне пырса тенкел çине ларчĕ. Кăшт вăхăт иртсен: «Ачана тытса тăрăр-ха, эпĕ лавккана кайса килем, манăн çăкăр илмелле», — терĕ те ачине Нюрана тыттарса хăварчĕ. Пепке мăш-мăш сывлать, тутлăн çывăрать. Вăхăт самаях иртрĕ пулин те, ача амăшĕ таврăнмарĕ. Хĕр тантăшсем ларса каймали пуйăс та çитмелле ĕнтĕ. Ача та вăранчĕ, йăшăлтатма, макăрма пуçларĕ. Нюра утияла сирчĕ. Хĕрачан айĕ йĕпе иккен. Кипкине тепĕр май çавăрса хунă хыççăн пĕчĕк хĕр тепĕр хут çывăрса кайрĕ. Хĕрарăм çавах çук-ха.
Нюра тантăшне, çăкăр лавккине кайса, ача амăшне шыраса килме хушрĕ. Нина чупса кайса килчĕ, анчах кăлăхах пулчĕ. Халăх шавлать, ача тепĕр хут вăранса кайрĕ, йĕме пуçларĕ. Кĕтесре ларакан çамрăксем Нюра çине пăха-пăха кулаççĕ. Кулччăрах! Анчах пуйăс килсе çитсен ачана ăçта хумалла-ха? Вокзал та ăшах мар. Нина, ачана аллине илсе, вокзал тăрăх уткаласа çӳрерĕ — пепке çаплах йĕме чарăнмасть.
Акă пуйăс та çитрĕ, хĕр-тăнтăшсен каймалла. Ача амăшĕ килмерĕ. Нюра касса патне пырса ачана илсе юлма ыйтрĕ. Хĕрарăм-кассир хытă кулса ячĕ, тутарла: «Мĕскер?» — терĕ. Халăх пуйăс çине ларма тытăнчĕ. Нюран мĕн тумалла? Килне ача йăтса кайсан амăшĕ вăрçать. Вăл йĕрсе ячĕ. Пуйăс хускалса кайрĕ.
Вокзалта пушă. Нюра ачине йăтса урама тухрĕ, «Милиция» тесе çырса хунине асăрхарĕ. Шикленсе алăк умне пырса тăчĕ. Пĕр çамрăк милиционер иртсе кайрĕ, анчах Нюра ăна нимех те калаймарĕ — хумханнипе çăварĕ те уçăлмасть. Кăшт тăрсан вăтам çулсенчи милици формине тăхăннă çын тухрĕ, пирус туртса ячĕ. Ăна та нимех те калаймарĕ. Тепĕр милиционер тухрĕ те: «Сире кам кирлĕ, мĕн йĕрсе çӳретĕр?» — тесе ыйтрĕ. Нюра ăна хирĕç вырăслах: «Не знаю...» — терĕ. Лешĕ хĕре: «Пĕлместĕр пулсан кайăр кунтан», — тесе хăваларĕ. Нюра хăюлăх çитерсе шала кĕрсе кайрĕ, паçăрхи çамрăк милиционера курчĕ. Лешĕ: «Мĕн пулчĕ», — тесе ыйтрĕ. Нюра куççуль витĕр мĕн пулнине веçех каласа пачĕ. Çамрăк милиционер: «Часах начальник килет, кĕтсе тăрăр», — терĕ. Вăл çавăнтах сĕтел ăшĕнчен печени туртса кăларчĕ. Нюра кĕсйинчи таса сăмса тутрипе печение чĕркесе пачĕ, ача çăварне хыптарчĕ. Лешĕ тин йĕме чарăнчĕ. Пĕчĕк ачана печени чăмласа памаллине вăл амăшĕнчен курнă. Хăйĕнчен кĕçĕннисене пăхма пулăшнă. Ача хуллен ыйха путрĕ.
Милици начальникĕ те килчĕ. Ачаллă хĕр пирки ыйтса пĕлчĕ. Унтан кулса ячĕ. «Хăвăн ачу маррине мĕнпе çирĕплетме пултаран?» — тесе ыйтрĕ. Нюра: «Эпĕ шкулта вĕренетĕп, манăн мĕншĕн халех ача çуратмалла-ха?» — тесе ӳкĕтлеме пăхрĕ. Лешĕ каллех: «Халь вăхăчĕ çапла, сиртен темĕн те кĕтме пулать», — тесе хуравларĕ. Унтан çапла каларĕ: «Ачу хăвăн пулмасан вăл сана шел мар — вĕлер эппин!» — хушрĕ лешĕ. Нюран алли-ури чĕтреме пуçларĕ. «Ачана мĕнле вĕлермелле-ха?» Килне илсе кайсан амăшĕ кĕртмест. Нюра ачана утиял ăшĕнчен кăларчĕ. Милиционер: «Атя, пăв», — терĕ. Нюра аллисене ача мăйĕ çине хурса хуллен пăвма пуçларĕ. Пепке хытă кăшкăрса ячĕ. Хĕрача макăра-макăра тата хытă пăврĕ.
Çав вăхăтра Нюра вăранса кайрĕ. Вăл аллисемпе хăйĕн ури хырăмне пусса выртать иккен. Лаш! сывласа ячĕ те: «Турăçăм, тĕлĕк кăна иккен ку», — терĕ.