Кĕлĕтре, çекĕл çинче
Çакăнса тăрать çурла.
Тек-текех пăхать Илче
Мĕннине пĕлес шутпа.
Пĕринче, пĕччен, юлсан,
Килтисем ĕçе кайсан
Чупса кĕчĕ кĕлете:
— Выляма лайăх тетте!
Сăмахларĕ савăнса.
Вĕçсе тухрĕ урама.
— Тетте мар вăл, юрамасть
Вылямашкăн çурлапа, —
Тет кукамăш Илчене.
— Кĕç, тăватăн ак апап.
Хăвах йĕрĕн ун чухне.
Аннӳ килсен, ятласан,
Аçу патак çитерсен…
Ачам, мана итлесем,
Çурла ача тетти мар,
Вырăннех кайса хурар.
— Мĕн ку? — терĕ пĕчĕкскер,
Çурлана сăнанă май.
— Мăйрака пек, кукăрскер.
Эс пĕлетним, кукамай.
Шăлĕсем те кăррипе
Речĕпе пĕр хĕррипе.
Эпĕ пăчăкă тесе
Тытрăм пит хĕпĕртесе, —
Сăмахлать айван ача,
Вăлтасси те çук пачах.
…Унпа вырнă тыр-пула,
Ячĕ ун, пĕлсем, çурла.
Илче, пăх-ха пӳрнене
Тимлесе качаккине.
Кур, суран, çурла палли,
Иртнине асилмелли.
— Ах, чăнах та, — тет Илче,
Хăйрăм çурлана илме.
Калле хурăп кĕлете,
Тупăп урăхла тетте.