Çĕр çинче çук нимĕн те яланлăх,
Мĕн пурри килет вăхăтлăха:
Пурнăç çулĕ курăнсан та анлă
Хăвăртах çитетпĕр ватлăха.
Ĕнер çеç хитре çеçке çуратчĕ
Çамрăклăх турачĕ чĕрĕлсе.
Çепĕç, ырă ĕмĕтсем умраччĕ —
Çук паян чĕнсессĕн те йĕрсе.
Çын телейĕ те çĕтет хыпарсăр:
Ун çути те, шел, вăхăтлăха.
Пурăнатпăр нимĕн хакламасăр,
Çухатсан шыратпăр кăлăхах.
Çĕр çинче çук нимĕн те яланлăх,
Мĕн пурри килет вăхăтлăха.
Умăнта мĕн пур — йăлтах пуянлăх,
Пурăнма пĕлни нимрен паха!