Пурнăçсăр çук вилĕм,
Вилĕмсĕр çук Пурнăç —
Çыхăннă мĕнпурĕ çакă Тĕнчере.
Шурăм пуçĕ килĕ,
Кайран килĕ анăç,
Кĕтсе илĕ каçĕ яланах ире.
Эп кайсан та савĕ Тĕнчене хĕвелĕ,
Эп кайсан та шăвĕç вĕçсĕр пĕлĕтсем.
Ăшă çумăр çăвĕ,
Вĕрĕ сивĕ çилĕ,
Шевле сапĕç пурпĕр йăлтăр çалтăрсем.
Пурăнăç — самантлăх,
Çут тĕнче — хăналăх,
Пуртан çук пулатпăр — пурăнар паян.
Кайнисем килмеççĕ,
Кайсан — çук пуласлăх,
Саманта хаклар-и çавăнпа ялан...