Пĕлместĕп, ăçта эс, кампа,
Тус-тантăшсемпе е пĕччен?
Тен, уйăхлă каç такампа
Çӳретĕн ирччен.
Çу каçĕ ытла та кĕске,
Тирекĕн шур мамăк вĕçет.
Шупка кĕрен-хĕрлĕ тĕспе
Çуталчĕ инçет.
Шартлатрĕ виç çаврăм автан,
Юрлать Çавалта шапа.
Утатăр пуль иксĕр пĕр тан...
Тавралăх — шăпах.