Тавлашу хĕрсе çитнĕ вăхăтра пырса кĕнĕ вăл. Тавлăшакансем икке уйрăлнă.
— Çĕр выртма кĕртетĕр-и? — ыйтнă вăл.
Лешсем ăна асăрхаман, тавлашма чарăнман.
— Çичçĕр аллă! — тесе кăшкăрнă пĕрисем.
— Çичçĕр вăтăр пиллĕк! — тенĕ теприсем.
— Эсир пĕлместĕр, — тенĕ теприсем.
— Хăвăр пĕлместĕр, — хирĕçнĕ теприсем.
— Çĕр выртма кĕртетĕр-и? — ыйтнă тепĕр хут хайхи çын.
— Кĕрĕрех... Выртса кайăр. Кунтарах иртĕр. Акă пукан. Килсе лар, — тенĕ кил хуçи, унтан килнĕ çынна вăл аллинчен ярса тытнă та каланă: — Акă çĕнĕ çын. Унтан ыйтăр. Вăл татса парĕ. Вара кам тĕрĕсне курăр.
— Ма мана «çĕнĕ çын» тетĕн? «Çĕнĕ çын» тесе качча тухнă çынна калаççĕ пирĕн. Эпĕ качча тухман. Арçын эпĕ, — шӳтлесе хирĕçнĕ хваттер ыйтаканни.
— Шӳтпе мар кунта. Эпир хумсем пирки тавлашат-пăр. Кала-ха: çичçĕр вăтăр пиллĕк-ши, çичçĕр аллă-ши?
— Çичçер аллă та, çичçĕр вăтăр пиллĕк те мар, — тейĕ килнĕ çын канлĕн. — Каспи тинĕс çинче те, Хура тинĕс çинче те хумсем ун çӳллĕш пулмаççĕ.
Пӳртрисем сывлăша кисрентерсех кулса янă.
— Тинĕс хумĕ мар, радио хумĕ çинчен калаçатпăр. Коминтерн станци хумĕ пирки...
— Унăн çӳллĕшне пĕлместĕп вара, манран ан ыйтăр, — тенĕ лешĕ.
— Мĕнле пĕлместĕн вара? Килте радио çук-им сирĕн?
— Çук çав, — тенĕ пуçне çиллесе хайхи çын. — Пирĕн Торинкасси ялĕнче радио никамăн та çук.
Тавлашакансем пĕр-пĕрин куçĕнчен чăр пăхса илнĕ. Кил хуçи арăмĕ пукан çине кутăн кайса ларнă. Ыттисем хайхи çын çине пăха-пăха илсе пăшăлтатса калаçнă.
— Кала-ха, — тенĕ хайхи çынна хĕрхеннĕ сасăпа пĕр ватăрах хĕрарăм. — Пуçу ыратмасть-и? Темĕскерпе лĕпкӳнтен тирнĕн туйăнмасть-и?
— Ăс-тăн чирĕсене пĕлекен тухтăра пăхтарма шухăшу çук-и?
— Тăванусемпе хурăнташусем хушшинче ăсран тайлăккисем пулман-и?
Ыйту çине ыйту пама тытăннă тавлашакансем ăна.
Хăйне ăсран тухнă çын шутне хунине сисмесĕр хайхи çын кусем çине тĕлĕнсе пăхнă, ним те чĕнмен.
— Мĕскĕн! Хăй ватах мар тата, — тесе пăшăлтатса илнĕ пĕр хĕрарăм хăйĕн юлташĕпе.
— Пире чăмлăма тытăнсан...
— Çук, урайман халь. Сипленмесен уратех пулĕ.
— Тухтăра чĕнсе килер мар-ши? — тенĕ пĕри шăппăнтарах.
Çакна илтсен, хайхи çын пӳртрен хăвăртрах тухса шăвăннă, лешсем шанках хытса юлнă.
Пӳртрисем чӳрече витĕр пăхса ăсатнине асăрхасан, хайхи çын çапла шухăшласа илнĕ:
«Кусем мана чăнласах ăсран тайлăк çын вырăнне хураççĕ. Радио итлемесĕр пурăнакан çын хальхи вăхăтра çук, теççĕ пулмалла. Ытти ялсемпе колхозсенче çук пулĕ-и, тен, пирĕн Торинкассинче пурах-ха», — тенĕ вăл.