Лăпланчĕç шуйхашу, уяв шăв-шавĕ.
Кун урапи вырнаçрĕ кулленхи йĕрне.
Аллу ĕçчен пулнишĕн çĕн кун савĕ
Çитĕнӳсем тума чĕнет каллех эрне.
Уяр ман пуç, таса та тăрă шухăш,
Тăрса ĕçе йĕркелеме вăй-халăм пур.
Кас-кассăн вĕрекен сив çилĕ шухă,
Хĕл ларнăран йĕри-тавра шал-шур.
Ак симĕс чăрăш. Вăл — уяв чечекĕ,
Уяв иртсессĕн урăх кирлĕ мар.
Ăна тата епле хисеп-чыс лекĕ?
Йĕппи тăкăниччен часрах тула кăлар!
Эх, пурăнăç! Сан шавлă çак уявунта
Эп симĕс чăрăшпа пĕрех пуль, тупата.