Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм уйăхран,
«Юрату вăл йăлкăш кулă», — терĕ уйăх.
Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм улăхран,
«Юрату чечек вăл», — терĕ аслă улăх.
Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм шăпчăкран,
«Юрату вăл хитре юрă», — терĕ шăпчăк.
Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм шăрчăкран,
«Юрату каçпа чĕриклетни вăл», — терĕ шăрчăк.
Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм çĕмĕртрен,
«Эпĕ çеçкене ларни вăл», — терĕ çĕмĕрт.
Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм сар хĕртен,
«Сан çине савса пăхни вăл», — терĕ сар хĕр.