Атăл хĕрринче вырнаçнă пысăк та илемлĕ хулара çуралса ӳснĕ Сенттипе Илемпи пĕр тăвансем. Чăн-чăн шăпăрлансемех пулнă хĕрачапа арçын ача, пĕр самант та ахаль ларма пултарайман.
Вĕсем тĕрлĕрен кĕнеке вуланă, темĕн çинчен те пĕлме тăрăшнă: авалхи пурнăç та, тĕрлĕрен çĕр-шывсем те кăсăклантарнă вĕсене, таврари ӳсентăрансемпе чĕрчунсен пурнăçĕ те тыткăна илнĕ. Килсĕр-çуртсăр çӳрекен кушаксемшĕн те питĕ куляннă вĕсем. Чĕрчунсем пирки вара ачасем темĕн те пĕлнĕ. Ара, шăпăрлансен ашшĕпе амăшĕ выльăх тухтăрĕ пулнă-çке. Хулари зоопаркра ĕçленĕ. Сенттипе Илемпин юратнă чĕрчунĕ вара вăл — лаша. Арçын ачана лаша мĕнле ан килĕштĕр-ха вăл? Епле хăвăрт чупать, темĕн те тума пултарать. Илемпине вара лаша хăйĕн ытарлă илемĕпе килĕшет: урисем яштака та тăн-тăн чупса пыраççĕ, йĕрет кĕлетки вара — пăхса ытараймăн… Хĕр пĕрчи çилхемес çӳрен лашасене ытларах кăмăллать. Кукашшĕсен килĕнче лаша тытаççĕ. Чĕлхесĕр янаварĕ ачасене курсанах (яла кукашшĕсем патне кайсан) пуçне ухса, тулхăрса савăнса кĕтсе илет. Чĕвен тăрса саламлать. Ара ачасем унпа аçта кăна çитмеççĕ-çке. Чылайранпа картара тăрса та йăлăхать-тăр. Кашни çулах ачасем кукашшĕсем патне яла кайсан лашапа ярăнаççĕ. Кунне-çĕрне ирттерме хатĕр вĕсем унпа.
Тата Сенттипе Илемпи питĕ çул çӳреме юратнă, тĕрлĕ çул çӳревçĕсемпе кăсăкланнă. Çавăнпах пулĕ, ашшĕпе амăшĕ Çĕпĕре тăванĕсем патне хăнана кайма тĕв тытсан, Сенттипе Илемпи çав тери хавхаланса çула пуçтарăна пуçларĕç.
Акă ĕнтĕ палăртнă кун çитрĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Сенттипе Илемпи чугун çул вокзалне çул тытрĕç. Аслисем билет илме кайнă хушăра ачасем вокзала тимлесе сăнама пикенчĕç. Сентти вара, пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменскер, йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Çуренĕ май вăл урайĕнче, ури çумĕнчех илемлĕ ручка выртнине асăрхарĕ. Сентти пĕшкĕнсе ручкăна алла илчĕ те çавăркаласа пăхрĕ. Ручка çинче пĕр пĕчĕк пускăч асăрхарĕ, ăна пусса пăхрĕ. Ара мĕн ку? Ручка Сентти алли çине темĕскер çырса хучĕ. Тĕлĕнсех кайрĕ ача. «Ку ручка асамлă мар-ши?» — тесе Сентти васкасах Илемпи патне кайрĕ. Ку вăхăта ашшĕ-амăшĕ те билет илсе килнĕ иккен. Часах вĕсен поезчĕ тапранса каймалла. Туслă çемье хаваслăн купене кĕрсе вырнаçрĕ. Поезд хускалса кайрĕ. Ашшĕпе амăшĕ тĕттĕмленсе çитнĕ май канма выртрĕç. Сенттин канма-и? Унăн пуçĕнче ручка шухăш кăна явăнать: «Мĕн тума пултарать-ши çак ручка? Унăн асамлăхĕ мĕнре-ши?» Илемпи те Сентти аллинчи ручкăна асăрхарĕ.
— Сентти, мĕнле ручка вăл санăн? Мана çĕнĕ ручкуна кăтарт-ха, ăçтан илтĕн эсĕ ăна? Унпа мана мĕн те пулсан ӳкерсе пар-ха, — йăлăнать йăмăкĕ.
— Ну, юрать, ӳкерес. Мĕн ӳкерсе парас-ха?
— Тинĕс ӳкер, тинĕс варринче утрав пултăр, утрав çинче вара пальма ӳстĕр, — терĕ Илемпи.
Сентти ӳкерме пуçларĕ. Ӳкерсе пынăçемĕн Сентти тĕлĕнмеллипех тĕленчĕ: ара, чăн-чăн ăста художник пекех ӳкерет-çке вăл. Илемпи те ӳкерчĕк çине тĕлĕнсе те ăмсанса пăхрĕ.
— Пар-ха мана ручкуна, эпĕ те ӳкерсе пăхам, — йăлăнчĕ хĕр пĕрчи пиччĕшне.
— Çук, памастăп, — темле хаклă япалана çухатасран хăранă пек шикленсе ӳкрĕ Мишша, вара ручкипе сулласа илчĕ. Куç хупса та ĕлкĕреймерĕç — ачасем иккĕшĕ те утрав çинче, пальма айĕнче лара параççĕ.
— Ара, ку ӳкерчĕкри утрав-çке! Йĕри-тавра тинĕс. Утрав çинче пĕртен пĕр пальма ларать, урăх нимĕн те çук.
— Чăнах та, асамлă ручка иккен ку: мĕн ӳкеретĕн — çавăнта кайма пулать.
— Сентти! Тинĕс çине пăх-ха! Унта хура хăмачлă карап ишет, кунталла килет пулмалла! — хăранипе кăшкăрса ячĕ Илемпи.
— Пиратсен карапĕ ку!
— Эпĕ хăратăп, Сентти! Часрах каяр кунтан. Аттепе анне патне каялла таврăнар, — йĕме пуçларĕ хĕрача.
Пиратсен карапĕ çывхарса та çывхарса пычĕ, часах утрав çине анма пуçлаççĕ, кăшкăрашни илтĕнет. Сенттипе Илемпи ручкине сулса ячĕç те, иккĕшĕ те поезд çине çитсе те тăчĕç.
Кăштах ларнă хыççăн, Илемпи каллех Сенттине йăлăнма пуçларĕ:
— Пичче, манăн çĕр çинчи чи вăйлă та чи хитре çилçунатпа ярăнса курас килет.
Сентти савăнсах килĕшрĕ. Вăл хăй те ун пек лашапа туслашма хирĕç мар. Алла ручка илчĕ те хăйĕн ĕçне турĕ. Акă часах тĕлĕнмелле тĕнчене лекрĕç ачасем. Унта вĕсем пĕрре те курман япаласем курчĕç, мĕнле интереслĕ-çке! Урхамахĕ вара! Кун пек лашана вĕсем картинка çинче те курман пулĕ: шап-шурă, çунаттисем пысăк та сарлака, çилхи хулăн, ялтăртатса вĕлкĕшсе тăрать. Хăйĕн вăрăм та сакăл урисемпе çĕре кукалесе, часрах çула тухма хатĕррине палăртса тăпăртатса тăрать. Çилçунат ачасене асăрхарĕ те вĕсем патне вĕçтерсе пычĕ, пĕшкĕнсе вĕсене хăй çине ларма сĕнчĕ. Сенттипе Илемпи хаваслансах, пĕр шикленмесĕрех ут çине хăпарса ларчĕç. Ара, хăнăху пур-çке. Лаши те çакна кăна кĕтнĕ тейĕн: çĕр çийĕн çăмăллăн чупса пĕлĕтелле çĕкленчĕ. Ачасем тавралăха сăнаса киленчĕç. Часах лашапа туслашрĕç, пĕрне пĕри тахçанах пĕлеççĕ тейĕн. Ăçта кăна илсе çитермерĕ вĕсене çĕнĕ тусĕ, мĕн кăна кăтартмарĕ пуль! Анчах нумай тăма юрамасть, каялла таврăнма вăхăт çитрĕ. Илемпи йĕре-йĕре лашапа сывпулашрĕ. Лешĕ та пуçне уха-уха ăсатрĕ хăйĕн çамрăк тусне.
Поезд çинче те канăç тупаймарĕç ачасем. Ашшĕпе амăшне тем пек каласа парас килет пулсан та шарламарĕç. Вагон чӳречинчен пăхса пычĕç, тавралăха сăнарĕç.
Каллех Илемпи нăйăлтатпа пуçларĕ, ăна каллех асамлăх илĕртрĕ.
— Атя-ха, Сентти, авалхи Элладăна каяр. Ун çинчен питĕ интереслĕ кĕнеке вуланăччĕ эпĕ.
— Илемпи, эпĕ хаваспах килĕшетĕп. Чăнах та кайса килер-ха Крит утравĕ çине…
Акă часах вĕсем ручка пулăшнипе Крит утравĕ çине çитсе тăчĕç. Унта тĕлĕнмелли питĕ нумай иккен! Акă Дедал мастер ăсталанă лабиринт. Унтан аякрах та мар, Дедалпа Икар тĕксем пуçтарса çунатсем тăваççĕ.
— Сентти! Кусем Дедалпа Икар вĕт. Вĕсем кунтан вĕçсе кайма хатĕрленеççĕ. Манăн Икара çăлас килет, питĕ шел-çке ăна. Атя-ха, вертолетпа хăйсен тăван хулине леçер вĕсене.
Сенттипе Илемпи Дедалпа Икар патне пычĕç, сывлăх сунчĕç, çывăхрах паллашрĕç. Дедал вĕсене хăйсем хатĕрленĕ çуначĕсемпе вĕçсе пăхма ирĕк пачĕ. Савăнсах вĕçрĕç Сенттипе Илемпи. Ачасем Дедалпа Икара вертолет çине ларма сĕнчĕç. Вертолет тӳпене çĕкленчĕ. Часах вĕсем Афина хулине вĕçсе çитрĕç. Мĕн тери хитре хула вăл! Акă Агора, Акрополь. Афина турă статуйи вара хăйĕн илемĕпе, мăнаçлăхĕпе тыткăнларĕ ачасене. Вертолет хула айккине анса ларчĕ. Дедалпа Икар ачасемпе сывпуллашрĕç. Сенттипе Илемпи савăнса часрах вагонри купене васкарĕç. Çапла вара сисĕнмесĕрех пĕр кун иртрсе каçрĕ.
Тепĕр кун та ачасем ир-ирех тăчĕç. Çакăн пек асамлă ручка пур чухне камăн çывăрас килтĕр?
— Сентти, пирĕн тата миçе кун каймалла поездпа? — ыйтрĕ Илемпи.
— Виççĕ.
— Сентти, Сентти! Çĕпĕрти куккасен çуртне ӳкер-ха, манăн вăсем патне хăвăртрах çитес килет.
— Çук, манăн поездпа каяс килет, чӳречерен пăхса пыма питĕ интереслĕ-çке!
— Апла иккен, пар ручкуна! Эпĕ хамах ӳкерĕп! — терĕ те Илемпи ручкăна Сентти аллинчен тăпăлтарма тытăнчĕ. Вĕсем çапăçсах кайрĕç. Асамлă ручка, тĕркешнĕ май, алăран çухалчĕ. Нумай шырарĕç ăна ачасем — анчах тупаймарăç. Туслăхсăр асамлăх та пулмасть çав!
Питĕ пусарăнчăк кăмăлпа анса юлчĕç вĕсем станцине. Ашшĕпе амăшĕ хыççăн пуçне чиксе аран-аран утрĕç. Куккăшĕн сасине илтсен çеç пуçне çĕклерĕç — унта вара… Вĕсен умĕнче шап-шурă урхамах тăпăртатса тăрать! Ачасем хаваслăн ăмăртмалла ун патне ыткăнчĕç.