Антун илчĕ Йăнтăрчран,
Эпир илес пулсассăн,
Хамăр ялтан тухас çук.
Пирĕн арăм пуласси, —
Тĕпĕ-йĕрĕпе каласан, —
Тăвăрлăкри1 урамра.
Унта пырас тесессĕн,
Кай енчен пырсассăн,
Шурă пӳрчĕ Урамра.
Ытах тĕлне пĕлмесен, —
Мал енчи урамра.
Шурă пӳртĕн пуçĕнче
Вĕтлĕх улма пахчи пур.
Шурă пӳрчĕ — çăкалăх,
Çавăнпа шурă курăнать.
Унăн хĕрĕ — хăналах
Ашшĕ-амăшĕ умĕнче,
Çавăнпа çынна курăнать.
Хĕрне курма пырсассăн,
Çăка пӳртĕн ăшĕнче
Ярăнса кăна çӳрейрет, —
Пирĕн арăм пулас пек,
Ун çинчен асăнсан —
Йăлтăр кăна кулас пек.
Ун çине пăхсассăн —
Тумланнă иккен пĕлнĕ пек,
Малалла каласа çырнă пек:
Пирĕн арăм пулассин
Çутă мăйçыххи — мăйĕнче,
Пурçăн тутри — пуçĕнче,
Кĕмĕл çĕрри — пӳрнинче,
Ылтăн сулли — аллинче,
Мерчен шăрçи — умĕнче,
Ахах алка — хăлхинче,
Сăран пушмак — уринче,
Тĕрлĕ тĕслĕ ярапа —
Çивĕт туни вĕçĕнче,
Çутă пиçихи — пилĕкре,
Пурçăн кĕпи — айĕнче,
Пустав халат — çийĕнче.
Вăл хăй сап-сар —
Улăх хĕринчи хăва пек.
Унăн пĕвĕ яштай —
Станран тухнă çурта пек,
Унăн куçĕ йăлтăрка —
Пĕлĕт çинчи çăлтăр пек.
Илĕртет-çке майĕпе.
Татса çиес çырла пек.