Сивĕ хĕл иртсе каять,
Ăшă çуркунне çитет.
Пĕтĕм вăрман чĕрĕлет,
Йывăç-курăк ешерет.
Ăшă енчен васкаса
Кураксем таврăнаççĕ.
Часрах йăва çавăрса
Чĕп кăларма васкаççĕ.
Çĕнĕ вĕллесем туса
Йăмра çине çакатăп.
Хамăн юрăç-туссене
Чăтăмсăррăн кĕтетĕп.
Кунран кунах ăшăтать,
Юр та ирĕлсе пĕтет.
Çеçпĕл чечекĕ тухать,
Чунăма савăнтарать.
Çут çанталăк илемпе
Эп киленсе утатăп.
Симĕс тумлă улăха
Акă тухса тăратăп.
Улăх тăрăх илемлĕ
Урхамах чупса килет.
Мана утлантарать те
Çӳле-çӳле вĕçтерет.
Çак урхамах асамлă,
Вĕçмешкĕн те пултарать.
Çĕр çине ансассăнах
Ун çуначĕ çухалать.
Лаша пĕрре тапсассăн
Ылтăн-кĕмĕл сирпĕнет.
Унăн пĕккийĕ çинче
Йĕс шăнкăрав янăрать.
Эпĕ çак урхамахпа
Питĕ çывăх туслашрăм.
Вăл ман пата килессе
Чăтăмсăррăн кĕтеттĕм.
Акă вĕçсе килет те
Пуç тайса сывлăх сунать.
Пĕр пĕчĕк хитре кавир
Мана чунтан пурнелет.
Çав кавире сарсассăн
Виç сăмах каламалла.
Тутлă апат-çимĕçĕ
Тухса ларать шакăрах.
Пĕррехинче урхамах
Темшĕн кунта килмерĕ.
Кĕте-кĕте ывăнтăм,
Манăн кăмăл пăсăлчĕ.
Пуçа усса утатăп
Чечеклĕ улăх тăрăх.
Ас илетĕп утăма,
Хамăн çывăх тусăма.
Часах лаша кĕçенни
Хăлхана пырса кĕрет.
Пуçăма çĕклетĕп те
Юлташăм тăра парать.
Эпĕ пит савăннипе
Ăна хирĕç чупатăп.
Çилхинчен ачашласа
Çупăрласа илетĕп.
Анне эпĕ лашапа
Туслине часах пĕлет.
Яланах пĕрле пулма
Мана вĕрентсе калать.
Çак утпала ĕмĕрех
Çывăх туссем пуласчĕ.
Питĕ йывăр вăхăтра
Пĕр-пĕрне пулăшасчĕ.