Аннене
Виççĕн ларнă та лараççĕ
Пĕрене çинче —
Виçе карчăк, виçĕ тантăш,
Виççĕш — виç тĕнче.
Чи малтан сӳтсе яваççĕ
Çĕн хыпарсене,
Мĕтрисен çухалнă хурĕ
Иртнĕ каçхине.
Вĕçелис мăнуклă пулнă.
Мĕн тери телей!
Çĕн мунча туса пĕтернĕ
Тимĕрç Ĕлĕкçей.
Çăвĕпе çумарĕ çумăр.
Йывăр çул кăçал.
Мĕн тăвас тен — çӳл тӳпешĕн
Турă çеç — хуçа.
Çĕршывра та йĕрке çук ав.
Тем лапăртăтаç...
Тиливисăрпа кăтартрĕç,
Ай-тур-тур, çĕркаç!..
Халь камсем пурнаççĕ лайăх?
Вăрă-хурахсем.
Çĕршыва та сутса ярĕç,
Чармасан вĕсем.
Ав, паян та параймарĕç
Пенси укçине.
Мĕн çисе пурăнмалла тет
Пирĕн малашне?
Хулара мĕнле пурнаç-ши?
Хуть эпир кунта
Юр-вартан та татăлмастпăр,
Аш та пур кăштах.
Ахальтен куçмаççĕ пулĕ
Хуларан яла.
Пирĕн ял та хула пулĕ
Ерипен капла!
Чи пахи — ан тухтăр вăрçă.
Вăрçă тухмасан
Халăх çавăрĕ-ха сывлăш —
Хăй çине тăрсан.
Мĕн, эпир нуша курман-и?!
Курнă, курман мар!..
Тав Турра — татах та пур-ха
Кăмăл пурăнма!..
...Виççĕн ларнă та лараççĕ
Пĕрене çинче —
Виçĕ тантăш, виçĕ карчăк.
Виççĕш — пĕр тĕнче.