Каччă чунĕ, чăнах, пархатарлă:
Те пĕлес килнĕрен умрине,
Хĕрхенсе, тен, эп юмăç пăхтартăм
Виç ачаллă чикан майрине.
Те чунтан вăл каларĕ — пĕлместĕп,
Суеçтерчĕ-и, тен, — пурпĕрех:
«Аллăра паллă çын пулăн эсĕ,
Унччен пулĕ кăштах хĕнтерех».
Ĕненместĕп пачах тĕшмĕше эп.
Леккелетĕп хутран хĕнлĕхе.
Парăнмастăп ăна, кĕрешетĕп.
Çывхаратăп çапла хĕрĕхе.
Хĕрӳрех кунсерен чун кăварĕ,
Араскал тилхепи аллăмра.
Леш майра тĕрĕсех, тен, каларĕ. —
Паллă пулĕ йăлтах аллăра.