Ача çуратмалли çуртра ача кăшкăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ. «Тепĕр пĕчек çын çуралчĕ, анчах унăн пурнăçĕ телейлĕ е телейсĕр пулĕ», — терĕ акушерка Вера Ильинична ачана çуса тасатнă хыççăн. «Амăшĕ ăна пурнăç парса хăй вилчĕ», — сăмах хушрĕ тин çеç кунта ĕçлеме килнĕ Литюк. Çак ачана тухтăрсем чăваш ятне пачĕç. Акă арçын ача Эскетен ятлă та пулса тăчĕ.
Йывăр çынна çурçĕр иртни икĕ сехетре пульница илсе килчĕç. Шартлама сивĕ паян. Çулсем пăрлак пулнипе Эскетен амăшне ача çуратмалли çурта кирлĕ вăхăтра илсе çитереймерĕç тухтăрсем. Вара Эскетен амăшĕ нумай юн çухатнипе вилчĕ.
Анчах калама та маннă. Кӳршĕ ялта Кăйкăр ятлă лаша тиха хăмланă. Тиха имшер те вăйсăр пулать. Кăйкăр хăйĕн тăван чунĕ вăйсăр пулнине курать. Тин çеç çуралнă мĕскĕн ура çине тăрайманнине курсан амăшĕн чунĕ кӳтсе килет, анчах чăтаймасть вăл, куççĕнчен шыв пек тăрă куççуль юхтарать, чунĕ, çын чунĕ евĕр, хурланма пуçлать.
Эскетен часах упаленме те пуçларĕ. Ача çуратмалли çуртран тухтăрсем ăна сывалса çитсен кукамăшĕ патне кайса ячĕç. Кĕçех ăна кукамăшĕ (Полина аппа) пăхма пуçларĕ. Тăван хĕрне юратнă пек юратса йăпатса лăпкаса ӳстерчĕ вăл.
Хăш-пĕр чухне (ытларах Эскетен çывăрнă чухне) чунĕ хурланнипе вăл кил картине тухса йĕретчĕ. Мĕнле-ха макăрмăн?
Полина аппа хăй те тăлăх пулнă. Амăшĕн, ултă ывăл çуралнă хыççăн, хĕрача çуратас килнĕ. Çиччемĕш ачине çуратсан ăна Полина ят панă. Упăшки хĕрне юратман.
Пĕррехинче Полинăн ашшĕ хĕренкĕ киле таврăнать. Вăл пӳрте кĕрсессĕнех арăмĕпе ятлаçма пуçланă. Ятлаçакан ашшĕ патне Полина пырсанах вăл урса каять. «Эсĕ те пур-и? Йытă çури?!», — тесе ашшĕ тăван хĕрне хĕнеме пуçланă. Амăше юратнă хĕрне хӳтĕлеме тăрăшрĕ, анчах кăлăхах. Çапах та «урса кайнă» ашшĕ чарăнма пĕлмерĕ. Сĕтел çинче выртакан çĕççе илчĕ те арăмне çурăмĕнчен чикрĕ. Шăп çак вăхăтра киле аслă ывăлĕсем çитрĕç. Федя часах кӳршĕсем патне васкавлă пулăшу чĕнме тухса чупрĕ. Миша ашшĕне чăлана хупса лартрĕ. Тен, вăл Мишшана та вĕлерес тейĕ.
Ашшĕне 15 çуллăха тĕрмене лартрĕç. Пиччĕшĕсем 18 çул тултарман пирки Полинăна тăлăх ачасен çуртне милиции ĕçченĕсем кайса ячĕç.
Малтанхи кунсенче вăл çĕрле, ыттисенчен вăрттăн, йĕретчĕ. Час-час йĕнипе унăн куçĕсем шыçăнса каятчĕç. Пиччĕшĕсем ăна курма килсен унăн чĕри савăнăçпа тулатчĕ. Федя килмессерен Полина ытти пиччĕшĕсем пирки ыйтса пĕлетчĕ.
Федя 18 çул тултарсан тин, Полина тăван кил ăшшине курчĕ. Питĕ тунсăхларĕ вăл çак икĕ çул хушши. Кĕçех Полина шкул та пĕтерчĕ. Хĕр училищĕре повара вĕреннĕ чухне хăйĕн мăшăрне те тупрĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн качча тухрĕ. Анчах тухтăрсем ăна эсĕ ача çуратаймастăн тесен унăн телейлĕ хĕрарăм пулас ĕмĕчĕ сӳнчĕ. Упăшки ăна лăплантарчĕ те, вара вĕсем тепĕр куннех тăлăх ачасен çуртне çул тытрĕç. Ача çуртĕнче вĕсем кăвак куçлă хĕрачана суйласа илчĕç. Хĕрача Марина ятлă иккен. Маринăна вĕсем тăван хĕрне пăхнă пек ӳстерчĕç, шкултан вĕрентсе кăларчĕç. Анчах Полина упăшкийĕ мăнукĕсене кураймарĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.
Маринăн пурнăçĕ те телейсĕр пулчĕ. Институтра вĕреннĕ чухне унпа пĕр инкек сиксе тухрĕ. Марина каçпа общежитие таврăнатчĕ. Общежитие çитме парк витĕр тухмалла. Марина парк вĕçне çитрĕ çеç ăна 5-6 çамрăк арçын хупăрласа илчĕç те хĕнеме пуçларĕç. Маринăн пĕтĕм кĕлетки сурчĕ, çĕр çинчен тăма вăйĕ юлманнине кура çамрăксем иртĕхме пуçларĕç. Маринăна мăшкăларĕç.
Çавăн хыççăн Марина хăй йывăр çын пулассине пĕлет. Вара çакăн çинчен чи çывăх çынна амăшне каласа парать. Амăшĕпе хĕрĕ чылайччен калаçрĕç. Марина хырăм пăрахмарĕ, ачана шеллерĕ. Тепĕр тăхăр уйăхран вăл эпир пĕлекен Эскетене çуратрĕ. Çавăнтанпа Эскетен кукамăшĕпе пурăнать.
Пӳртрен: «Кукамай! Кукамай!» — тесе кăшкăрни илтĕнчĕ. Эскетен вăраннă иккен. Полина аппа куççульне сапун аркипе шăлчĕ те пӳрте васкавлăн кĕчĕ. Эскетен кукамăшне юратать. Яланах пулăшма тăрăшать. Шăкăл-шăкăл пурăнчĕç вĕсем. Инкекне те хуйхине те тӳсрĕç.
Акă Эскетенĕн шкула кайма та вăхăт çитрĕ. Вăл шкула хаваспах çӳрерĕ. Учительсем кашни пухурах ăна мухтарĕç. «4», «5» çеç вĕренчĕ Эскетен. Кукамăшĕ мăнукĕ вĕренме талпăннине курсан чунĕ савăнатчĕ. Хăй ăшĕнче вăл Эскетенпе мухтанатчĕ. Яштак пӳсиллĕ те кăвак куçлă илемлĕ каччă. Класри хĕрачасем питĕ килĕштеретчĕç ăна. Эскетене килĕшес тесе вĕсем темĕн те туса пăхрĕç вĕсем, анчах каччă вĕсем çине пăхмарĕ те. Унăн чĕрине урăх хĕр упраç йышшăннă.
Ĕшенчĕк тихана хуçисем Уран ятлă турĕç. Хуçисем тиха вăйлă пулассине пĕлмен-ха хальлĕхе, анчах амăшĕн чунĕ тиха тĕреклĕ те çивеч пуласса шаннă. Кăйкăр Уран ăмăрлă та тĕреклĕ лаша пуласса кураймарĕ, чирлесе вилчĕ. Питĕ хытă юрататчĕ Уран хăйĕн амăшне. Унăн амăшĕ пек пиçĕ лаша пулас килчĕ. Уран вара хăйĕн ĕмĕчĕ патне талпăнчĕ. Хуçисем айван тихаран тĕреклĕ лаша пулнине курсан савăнчĕç. Урана кашни кунах сĕлĕ, симĕс курăк, хĕлле утă çитерчĕç. Питĕ çивĕч те теветкел лаша пулчĕ вăл.
Эскетен класĕнче кӳршĕ ялта пурăнакан Натали пурччĕ. Вăл класри хĕрачасенчен уйрăлса тăратчĕ. Натали ырă кăмăллă, пысăк хăмăр куçлă, илемлĕ хĕрача. Вăл та Эскетене вăрртăн юрататчĕ. Эскетен Наталие вара 9-мĕш класран юратма пуçларĕ.
Наталие малтан Юрик Семёнов куç хыврĕ. Пĕрмай ун патне çыпăçатчĕ. Учительтен те Наталипе пĕрле лартма ыйтрĕ. Анна Сергеевна хирĕçлемерĕ. Çак Эскетен чĕринче кĕвĕçӳ туйăмĕ çуратрĕ.
Акă 11-мĕш класс пĕтерме те вăхăт çитрĕ Эскетенĕн. Ачасем малтан экзамен тытма хатĕрленчĕç. Экзамене тытса пĕтерсен ачасем шкулпа сывпуллашмалли каçа хатĕрленчĕç. Натали те пычĕ. Малтан учительсем ачасене шкул пĕтернĕ ятпа саламларĕç, унтан ачасем тав сăмахĕсем каларĕç. Кайран ташă каçĕ пуçланчĕ.
Эскетен хăюлланса çитрĕ те Наталие ташлама чĕнчĕ. Натали пичĕ кăвар пек пĕçерме пуçларĕ, анчах вăл килĕшрĕ. Нумайăшĕ вĕсем çине çаврăнса пăхрĕç, анчах нимĕн те калаймарĕç.
Ташă каçĕ пĕтсен класри ачасем Çавал хĕррине чупрĕç, вĕсем çутă хĕвеле кĕтсе илесшĕн пулчĕç. Наталипе Эскетен вара шкул пахчине васкарĕç. Вĕсен пĕр-пĕрне каламалли нумай.
Вунă çул иртрĕ унтанпа. Эскетен авиации шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти аэропортра ĕçлеме тытăнчĕ. Натали те çавăнтах кассир пулса ĕçлет. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ.
Полина аппа вĕсемшĕн питĕ савăнчĕ, анчах вăл çакăн хыççăн вилме шутламарĕ-ха, унăн мăнукĕсене алăра тытса курас килчĕ.
Уран теветкел лаша пулнишĕн хуçисем чунтан савăнчĕç. Çавăнпа та ĕнтĕ ваттисем çапла каланă: «Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă», — тесе.