Ах, Çăлтăрпи! Сан çап-çутă яту!
Ачаш-ачаш салхулăхра çунатăп...
Ăспа чĕреçĕм пулнăччĕ тату —
Çак килĕшӳлĕхе халь çухататăп.
Таçтан шалтан вăраннă ырату,
Мана хуçса ан хăварсам, ыйтатăп:
Чĕрем хусканăвне эс юрă ту —
Сана савса эп, Çăлтăрпи, юрлатăп.
...Эс манăн юрă — юрă-юрату,
Эс манăн ырă-ырă ырату.