Вĕрентекенĕме
Иосиф Дмитриева.
Атăл урлă каçмасан чăваша ăс кĕмест.
Ваттисем ăнланса илнинчен.
Атăл урлă каçрăмăр.
Ăсланмарăмăр.
Çичĕ ют кулли пулма пăрахмарăмăр.
Атте-анне пехилне асран ямарăмăр.
Пĕрне-пĕри савма, пулăшма манмарăмăр.
Анчах
Пĕр хăват, пĕр йыш пулма хăнăхмарăмăр.
«Çыхман çапă — шăпăр мар» текелерĕмĕр.
Хамăр
«Çыхман çапă» пулнипех
Ĕмĕрсем ĕмĕрлерĕмĕр.
Ĕнтĕ тӳсрĕмĕр, ĕнтĕ чăтрăмăр.
Усалпа усал пулас темерĕмĕр.
Ухмахпа ухмах пулас темерĕмĕр.
Ыррине пула йăваш пултăмăр.
Вăхăтне кура «йăваш» ятăмăр
Тӳрре тухрĕ-тĕр, тĕрĕс пулчĕ-тĕр.
Урăхла каласан, çичĕ ют пире
Пĕр чăваш юлми пĕтеретчĕ-тĕр.
Шăпине кура ухмаха пени
Тĕрĕс пулчĕ-тĕр, тӳрре тухрĕ-тĕр.
Урăхла каласан, çичĕ ют пиртен
Сивĕ кĕл кăна хăваратчĕ-тĕр.
Самани паян самай улшăнчĕ.
Урăхла çилсем вĕрме тытăнчĕç.
Халăхсен Тĕрми пушанать мар-и?
Халăхсен Тĕрми ишĕлет мар-и?
Анчах эпир çеç тĕлĕретпĕр-ха!
Анчах эпир çеç вăранмастпăр-ха!
Халь «йăваш» тени «мĕскĕн» тениех.
Халь «йăваш» тени «катăк» тениех.
Çук, усал пулма йыхăрмастăп эп.
Çук, тискер пулма йыхăрмастăп эп.
Вут чĕртекенсем вутра çуннă тет.
Пуç касакансем пуçсăр юлнă тет.
Анчах мĕскĕн те пулас марччĕ тек!
Çичĕ ют кулли пулас марччĕ тек!
Тыткăнран йӳççи тата мĕн пур-ши?
Ирĕкрен тутли тата мĕн пур-ши?
Никамран нимпе катăк мар эпир.
Никамран нимпе чухăн мар эпир.
Пур сăмахăмăр. Пур Эрешĕмĕр.
Улăпсем те пур. Кăйкăрсем те пур.
Пур Кун-çулăмăр, авалхи Кун-çул.
Пур ыр ятăмăр, таса чунăмăр.
Пĕрлĕх çеç сахал! Ирĕк çеç сахал!
Тĕп хуламăр пур... Çук Çĕршывăмăр.
Усси пулĕ-и, усси пулмĕ-и —
Сăмаха калам, юррăма юрлам.
Яшсемпе хĕрсем илтĕç, тен, мана,
Чун ыратнине илĕç, тен, туйса.
Мĕнпур шанчăкăм, шăллăмсем, сирте!
Пур йăпанчăкăм, йăмăксем, сирте!
Ухмаха персе йăлăхмарăр-и?
Чурасем пулса тăранмарăр-и?
Е Атиллăна астумастăр-и?
Е хунсен халне тек туймастăр-и?
Е çич ют йьшше тарас тетĕр-и?!
Аттесен çĕрне сутас тетĕр-и?!
...Ах, апла пулсан, пурăнам та мар.
Чун ыратнине тек туям та мар.
Хăрнă хурама пулайса тăрам,
Тăлăх Çĕрĕмпе хурланса юрлăм:
Атăл урлă каçрăмăр.
Ăсланмарăмăр.
Çичĕ ют кулли пулма пăрахмарăмăр.
Атте-анне пехилне асран ямарăмăр.
Пĕрне-пĕри пулăшма, савма манмарăмăр.
Анчах
Пĕр хăват, пĕр йыш пулма хăнăхмарăмăр.
«Çыхман çапă — шăпăр мар» текелерĕмер.
Хамăр
«Çыхман çапă» пулнипех
Ĕмĕрсем ĕмĕрлерĕмĕр.