Малти каса шупкалатсан каç сĕмĕ,
Юхсан çăралнă ĕнтрĕк ял çине
Ыйха сирсе хускалчĕ шĕшкĕ тĕмĕ,
Ян-ян саспа хупланчĕ пĕрене.
Ача-пăча каçхи халап итлесшĕн,
Чăй-чай çуйхашрĕç кайăк чĕппилле.
Епле айван, йăлтах-йăлтах пĕлесшĕн,
Янрать урам, чараймăн ниепле.
Çапах кĕçех лăпланчĕ вĕтĕ халăх,
Кĕтмен çĕртен шăпланчĕ шавлă ял.
Килет иккен тинех пурне те паллă
Иван мучи — хисеплĕ шурсухал.
Халап яма ăста Иван-юмахçă,
Çăвар карса итлет ача-пăча:
Хура лаша, ухмах Иван, асамçă,
Вăрманпала кусать ав йăвача.
Ача-пăча йăлтах илтсе юласшăн,
Купаланать халапçă çывăхне.
Иван мучи лĕх-лĕх кулса йăвашшăн
Сӳтме пуçлать асамлă çăмхине:
Çапла вара, атьсем, ун чух çуллаччĕ,
Ачаччĕ эп, сикеттĕм сăпкара.
Çĕрле çут Уйăх маншăн çутататчĕ,
Ирпе Хĕвел кусатчĕ ман тавра.
Анчах темле пĕрре Хĕвел килмерĕ,
Тухмарĕ çутатса тĕнче питне,
Ял тăрăх сас-хура вĕçсе çӳрерĕ:
Ăна иккен вăрланă каçхине.
Усал турри — Эсрел — çĕрле айкашнă,
Çаклатнă ыйхăланă Хĕвеле,
Миххе чиксе леш тĕнчене чавтарнă.
Епле-ха халь ăна çĕнтермелле?
Салху Хĕвел халь тамăкра çунать-мĕн
Шуйттансене тетте вырăнĕнче,
Эсрел ăна кăкарчăкра усрать тет,
Ялан тытать тет хăйĕн çумĕнче.
Çакна илтсен шуйханчĕ пĕчĕк чунăм:
Ман тус, Хĕвел, епле-ха, тамăкра…
Сăпка çинчен маттуррăн вăшт çеç турăм,
Хĕвелшĕн сикме хатĕр авăра.
Ак витере сас пачĕ Урхамахăм,
Кукалесе, чĕвен тăрса чĕнет.
Йĕнерлесе çав самантрах утлантăм:
Чалак лаша каймаллине пĕлет.
Вунсакăр шитлĕ хĕç алра çутатрĕ,
Хапха умне васкарĕ асанне,
Хăй сăхманне мана вăл тăхăнтартрĕ,
Унтан темскер чăмтарчĕ кĕсьене.
Хушка Лаша хăех çула пĕлет-мĕн,
Кал-кал чупать, васкать пĕр чарăнми.
Вăрманпала çĕмрен пек вирхĕнетпĕр.
…Анчах таçтан çакланчĕ Арçури.
Куршанкă пек хыçа пырса вырнаçрĕ,
Янрарĕ ихĕрсе, ахăлтатса,
Ăсра йăлтах пăтранчĕ те арпашрĕ,
Чуна илетчĕ чут кăтăкласа.
Юрать Лашам маттур та питĕ ăслă,
Пĕррех лектерчĕ вăрăм хӳрипе.
Йăванчĕ Арçури, шаплатрĕ вăйлă,
Йĕре-йĕре юнарĕ чышкипе.
Татах малтан-мала çил пек вĕçетпĕр,
Сасартăк кӳлĕ тухрĕ куç умне.
Урхамахпа шыва утса кĕретпĕр,
Лаша ишет лери çыран енне.
Анчах ку мĕн? Такам алли çаклатрĕ
Юлташăма якатнă çилхинчен,
Шыв тĕпнелле майпен-майпен туртать-мĕн —
Шыври, лăплан, вĕçерĕн пирĕнтен.
Шыври усал пире илсе анасшăн
Таçти мурти сип-симĕс керменне.
Ăна каланине ним ăнланманшăн
Лектерчĕ ут таканлă урипе.
Ахлатрĕ симĕс чун: ыратрĕ пулĕ,
Вĕçертрĕ тин ман тусăн çилхине,
Аллипеле хупларĕ çилленӳллĕн
Çамки çинчи йĕкел пек мăкăльне.
Çапла татах малтан-мала васкатпăр,
Туять чĕре: çитетпĕр пуль часах,
Çĕр хăвăлĕ патне юртса пыратпăр,
Унта, сисетĕп, манăн анмаллах.
Хăюлăхран ун чух эп катăк марччĕ,
Куçа хупмасăр чăмрăм шăтăка,
Вĕçне-хĕрне тупма эп шутламанччĕ,
Çунатсăрах вĕçетĕп тамăка.
Вĕçетĕп эп çапла тăватă талăк,
Куратăп çутă шăтăк тĕпĕнче.
Унта, чăнах та пур пĕчĕк алăк,
Хĕвел çиçет çав алăк хыçĕнче.
Мĕскер тăвас? Епле çăлас-ха манăн?
Юлташăма услап шуйттансенчен,
Пуçра таçтан капланчĕ пайăн-пайăн
Пĕр шухăш асанне каланинчен.
Ман ал хăех кĕсьесене ухтарчĕ,
Ак тупрăм ватă çыннăн парнине,
Сăн-пит тӳрех йăл-кулăпа çуталчĕ
Сăмса туйсассăн ыйхă курăкне.
Пĕр шиксĕрех, суймастăп, хăрамасăр
Уçса пăрахрăм тамăк алăкне.
Шуйттанĕсем мана асăрхамасăр
Пĕрле çакаççĕ пăтă хуранне.
Хуллен-хуллен çывхартăм эпĕ акă,
Вĕсем мана курмаççĕ те иккен.
Тинех, тинех ăнлантăм мĕншĕн çакă:
Сăхман сыхлать мĕнпур шуйттансенчен.
Асамлă курăка часрах чăмтартăм
Хуран ăшне. (Халь тутлă пуль пăтти.)
Пурне те тарăн ыйăха путартăм,
Çыврах, çыврах, ватти-и е вĕтти.
Кăкарчăкран вĕçерĕннĕ хĕвелĕм
Йăл-йăл кулса çĕкленчĕ тӳпене.
Васкавлăн эп те сиккипе вĕçтертĕм
Çуралнă ялăм, савнă кил енне.
Çавра хĕвел паян та çутатать-ха,
Текех лекмен вăл тамăк тыткăнне.
Эсрел вара хальччен те ăнланман тет
Епле хĕвел тарма пултарнине.