Чупрăм антăм çырмана
Кĕпер хывнă пуль тесе...
Халăх юрри майлă
Кайрăм аслă вăрмана
Çырла вăхăчĕ тесе.
Уçланкăра çук çырли —
Симĕсси те хĕп-хĕрли.
Тухрăм аслă урама
Сар каччăпа паллашма.
Вăй саланчĕ тахçанах,
Тухни пулчĕ кăлăхах.
Ăйăр кӳлсе мăшăрпа
Каясшăнччĕ хăнана.
Пĕр лаша та хăварман,
Çунине те юсаман.
Çăка çулçи çаврака,
Мĕн каласа çырнă-ши?
Пĕччен çамрăк пуçăма
Шăпи çапла хушнă-ши?..