Çĕр чăмăрĕ çинче мĕн авалтанпах лаша тĕп фигура шутланнă. Ялсенче çеç мар, пысăк хуласенче те унăн вăйĕпе анлăн усă курнă. Ун чухне, чăнах та, техника мелĕсемпе ĕçлеме те, çӳреме те май килмен, мĕншĕн тесен вăл пулман та. Çавăнпа та пĕтĕм йывăр ĕçсене лашасемпе пурнăçланă, инçе çула та вĕсемпех тухнă. Хуласенче хальхи пек автобус-троллейбус, такси е ытти автотранспорт чупман: пассажирсем (пуян купса-помещиксем е пысăк влаçри çынсем) тачанкăпа тăрантас е урапа-çуна çинче ларса çӳренĕ. Вĕсене ятарлă ямщик-извозчиксем турттарнă.
Ялсенче вара, колхозсем йĕркеличчен, хресченсем лашасем те усранă, паллах, пурте мар ĕнтĕ. Вĕсемпе хăйсен тата кӳршĕсемпе çывăх тăванĕсен çĕр лаптăкĕсене сухаласа панă, вăрмантан вутă-шанкă турттарнă, Шупашкарпа Кăрмăш е Çĕмĕрлепе Етĕрне тата юнашарти Выла пасарĕсенче час-часах пулкаланă. Сăмах май, пирĕн Пётр Савельевич (1886-1921) ассатен те килкартинче, ытти выльăхсемсĕр пуçне, лаша тата урапа-çуна пулни паллă. Хĕллехи пĕр ăшăрах кун манăн асаттепе (Александр Петрович Савельев (1920-1983) — учитель-фронтовик, ВЛКСМ Советски райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, культура пайĕн инспекторĕ тата колхозпа ял Совет председателĕ) кил хушшинчи юр купи çинчен çунашкапа ярăннă. Ăнсăртран вуннăри Сашăн çунашки лашан хыçалти урисем çине пырса çапăннă. Утă-улăм çисе тăракан урхамах тапса янă та ача йăванса кайнă, куç харшин аялти пайĕ çурăлнипе юн юхнă. Юрать-ха амăшĕ (Марфа Павловна (1882-1979) ăна çав лашапах çывăхри Упакасси больницине илсе çитернĕ те Фёдор Тайков (1882-1948) врач-окулист шкул ачине пулăшу панă...
Колхозсем йĕркеленнĕ тапхăрта (вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕ) хресченсем лашисене колхозăн лаша витисене кайса панă. Колхоза кĕме килĕшменнисем (секторсем) те пулнă-ха, çав шутра манăн кукамипе (Прасковья Васильевна (1880-1956) Анна (1907-1986), Мария (1920-1993) тата Матрёна (1922) хĕрĕсем. Çапах та вĕсем лашипе ут хатĕрĕсене колхоза панă та хăйсем каярахпа тепĕр лаша туяннă. Германи Рейхканцлерĕ Адольф Гитлер (1889-1945) хĕтĕртнипе унăн хĕçпăшаллă çарĕ СССР çине варçăпа кĕрсе кайсан, колхоз лашисене (çав шутра секторсенне те) фронта пуçтарса кайнă. Мĕншĕн тесен, лашасем кавалеристсен полкĕсемпе партизансен отрячĕсене тата çар чаçĕсене уйрăмах кирлĕ пулнă. Çĕнтерӳре, паллах, вĕсен тӳпи те пур.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче те колхозсемпе совхозсенче лашасен вăйĕпех усă курчĕç. Эпир те, вăрçă хыççăн çуралнă шкул ачисем, çуллахи каникул кунĕсенче, лашасем тытса кӳлме, вĕсемпе колхоз уй-хирĕсенчи тĕрлĕ ĕçсене тума хăнăхса çитрĕмĕр. Лашасем çине утланса сиккипе вĕçтерсе пыни те асрах. Кĕскен каласан, лаша-тихана юратасси ачаранах пуçланнă, вĕсем йывăр ĕçсенче тарласа йĕпенсе манăн çамрăк чун-чĕрере хĕрхенӳ туйăмĕсене вăйлатнă. Аллăмĕш çулсен вĕçĕнче, пĕр çумарлă каç, çиçĕм лекнипе «Заря» колхозăн Мăн Ямашри ял варринче вырнаçнă лаша витисем çунса пĕтрĕç. Юрать-ха ун чухне лашасене каçсерен çитерме илсе тухатчĕç те, урхамахсем сывах юлчĕç. Çавăншăн Иван Кузьмич Пидуганов (1903-1977) председатель кăмăллă пулчĕ, конюхсене тав турĕ...
Юлашки çулсенче, перестройка пуçлансан, СССРăн КПСС Центральнăй Комитечĕн Генеральнăй секретарĕ М.С. Горбачёвпа Б.Н. Ельцин ял хуçалăхĕ çине тимлĕх уйăрма пăрахрĕç, ун вырăнне политика вăййи пуçланса кайрĕ. Çавна пулах Çĕр чăмăрĕ çинче 70 çула яхăн тытăнса тăнă мухтавлă та хăватлă çĕршыв саланчĕ. Колхозсемпе совхозсем те пысăк йывăрлăха кĕрсе ӳкрĕç, пĕрин хыççăн тепри хăйсен статусĕсене улăштаркаларĕç, хăшĕ-пĕрисем арканчĕç, упранса юлнисем аран-аран тапаçланаççĕ-ха.
Совет влаçĕн çулĕсенче пирĕн «Заря» колхозăн выльăх-чĕрлĕх фермисенче мăйракаллă шултра ĕне-вăкăрсен хисепĕ 300-400 пуçа çитнĕ, икĕ ялти конюшнисенче вара 30-40 лаша тăнă. Ку, чăнах та, япăх мар кăтарту. Анчах та Мăн Ямашпа Яккушкăнь ялĕсене 1929-мĕш çултанпа пĕрлештерсе тăнă колхоз 2005-мĕш çулхи октябрь уйăхĕнче саланса кайсан, пирĕн нимĕн те юлмарĕ, халăх ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Социализмла строя хурлакансем те кунпа килĕшмеççĕ вĕт-ха, тарăхаççĕ çеç. Влаçра ларакансем пире ăçталла ертсе каяççĕ-ха? Капитализм çулĕпе пулсассăн, пирĕн ялсенчи хресченсен, ĕлĕкхи пекех, килсенче лашасем те пулмалла пек. Шел, халĕ лаша усракансем çук çав. Камăн-ха унпа чăрманас килтĕр ĕнтĕ. Техника туянма укçи-тенки те сахал мар кирлĕ, тата унпа пĕлсе ĕçлеме ятарлă пĕлӳ-пултарулăх та пулмалла. Хресчен умĕнче — чăрмав хыççăн чăрмав. Ял çынни вара пурăнасшăн, пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпех тума тăрăшать. Тепĕр чухне, акă, Ман Ямашри Анатолий Лаврентьев хăйĕн лашине кӳлет те икĕ ял халăхне тĕрлĕ йывăр ĕçсене туса парать. Таврара урăх лаша çук. Хăçан та пулин пирĕн çĕршывра ырă улшăну пулĕ-ши?