Мана асра ан тытăр, тусăмсем,
Эп сирĕн шавлă ушкăна
Хаваслăх кӳреймерĕм.
Пĕрре салхун кулса кăтартрĕ те Илем,
Текех эп тунсăхсăр
Пĕрре те çӳремерĕм.
Шалти çутта сăнанăскер, тен, эп
Куна каçран, каçран куна
Уйăраймарăм.
Паян кунччен килессине кĕтеп.
Анчах çырнине-çке
Тупаймарăм.
Çавах мана ан манăр, тусăмсем,
Манас пулсассăн та
Пĕрре те кӳренместĕп.
Пĕрресалхун кулса кăтартрĕ те Илем,
Текех эп тунсăхсăр
Пĕрре те çӳрейместĕп.