Пурăннă тет пĕр ялта хытă чунлă хресчен. Унăн лаша пулнă. Хăй лашине ним çук çĕрте хĕненĕ, йывăр ĕç тутарнă. Лаши хуçинчен йăлăхса çитет те тухса тарма шутлать. Çапла вара вăл пĕр тĕттĕм, çумăрлă каç тухса каять. Вăйлă çумăр çунă, аслати авăтнă, çиçĕм çиçнĕ, лаша пыракан çулĕ çеç типĕ пулнă.
Часах лаша вăрмана çитет. Кунта питĕ тĕттĕм, пĕр çутă та курăнман. Çӳресен-çӳесен вăл темле пӳрт патне пырса çитет. Чӳречерен çеç шаккарĕ çеç — алăкран тухрĕç те. Лаша алăк çывăхне пычĕ, ун умĕнче ĕне тăра парать. Малтан пĕр-пĕрне сывлăх сунчĕç, кайран лаша хăй кунта мĕн пиркие лекнине каласа пачĕ. Ĕне ăна пӳрте илсе кĕчĕ. Кунта веçех тирпейлĕ, ăшă, кăмăллă. Сĕтел хушшине ларсан ĕне хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн та пурнăçĕ çăмăл пулман иккен.
Пĕчĕк чухне ăна улăхран ялти усал çынсем вăрласа кайнă. Малтан ăна ачашланă, юратнă. Кайран вара, ӳссе çитсен, йывăр пахча ĕçĕсене тутарнă. Ĕнен сĕчĕ анма пăрахнипе ăна час-часах чăпăркка та лекнĕ. Вара вăл кун пек пурнăçа чăтаймасăр вăрмана тарса килнĕ. Кунта ăна пӳрт тума вăрманти чĕрчунсем пулăшнă. Халĕ ĕнепе лаша пĕр-пĕрин çинчен пĕтĕмпех пĕлеççĕ ĕнтĕ.
Пурăнаççĕ иккĕшĕ пĕр-пĕрне пулăшса. Пĕррехинче ĕне ухутана кайма шутлать. Вăл пăшалне илет те тухса утать. Лаша вара, хăйне сывмар туйнипе, килĕнче пĕчченех тăрса юлать.
Ĕне ухутара çӳрет. Ак темĕнле йынăшнă сас илтĕнсе каять. Вара вăл тӳрех çав сас еннелле уттарать. Курах каять: юман йывăççи айĕнче пĕчĕк ача макăрса выртать. Ĕне нумай шутласа тăмасть, ачана илет те килнелле каять. Килне çитсен лаша тĕлĕнет: хура куçлă арçын ача вĕсем çине кулса пăхса выртать. Лашапа ĕне ачана юман йывăççи умĕнче тупнă пирки Юман ят параççĕ.
Ачана тупнăранпа пилĕк çул иртет. Юмана вĕсем питĕ лайăх пăхнă, кашни каç лаша ачана çăлтăрсемпе выляма илсе улăхнă. Акă вăл пĕр çăлтăрне илет те аялалла пăрахать. Çăлтăрĕ ӳкнĕ вăхăтра çапла каларĕ: «Хамăн юлташсене нихçан та çухатас марччĕ».
Унтанпа тата чылай çул иртрĕ. Лаша, ĕне тата Юман вăрмантах пурăнаççĕ-ха.
Пĕррехинче вĕсем виççĕшĕ те кӳлĕ хĕррине каясшăнччĕ. Анчах та кӳлĕ хĕррине ял витĕр тухса каймалла, унсăрăн урăх çул çук. Акă вĕсем çула тухрĕç. Лаши малтан, ĕни хыçалтан, Юман вара лаша çине улăхса ларнă. Тепĕр темиçе минутран кӳлĕ хĕррине çитреç те. Кунта пĕтĕм ял тенĕ пекех шыва кĕрет. Пĕр ача трамплинран сикрĕ те çиеле тухмарĕ, ку япала лашана тӳрех кăмăлсăрлантарчĕ. Ун хыççăн вăл çавăнталла васкарĕ. Шыва чăмрĕ çеç, кăнтăрлахи пек çап-çутă пулса кайрĕ. Трамплинран сикнĕ ача çиеле тухма тапаçланать, анчах та унăн урисене шăнăр туртса хунă. Лаша вара кăна ăнланса илсен ача патне сиктерет. Вăл ача айне ишсе кĕрет, ачана хăй çине хурать те çыран хĕрринелле васкать. Ачана типĕ çĕр çине илсе тухсан çынсем ăна пулăшу параççĕ.
Унтанпа нумай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Пурăнаççĕ виççĕшĕ: лаша, ĕне тата Юман. Çапла пĕрре лаша килĕнче татах пĕчченех тăрса юлнă. Вара вăл хăй тахçан пурăннă ялĕ çинчен асаиле каять. Çав вăхăтра тӳпене пăхса илет те вăрман еннелле хура тĕтĕм килнине курать. Лашан чĕри сиксе илет, чунĕнче темĕнле йывăр пулса каять. Акă вăл улшăнма тытăнчĕ: хăмăр тĕслĕ лаша шурă тĕслĕ пулса каять. Кайран вара таçтан çуначĕсем тупăнчĕç. Вăл пĕлĕте вĕçсе хăпарчĕ те, çумăр пĕлĕчĕсене ял çинелле хуса килчĕ.
Витререн тăкнă пек çăвакан çумăр пушара часах сӳнтерчĕ. Ял çыннисем чĕркуçленсе ларса çӳлти Турра тав тăваççĕ. Çилленмерĕ вĕсене лаша, ерипен çĕр çинелле анчĕ. Пурте курчĕç çумăра мĕн çутарнине. Лаша хуçи те хăйĕн йăнăшне ăнланса илчĕ, ăна килне таврăнма ӳкĕтлерĕ. Килĕшрĕ урхамах, анчах хăйпе пĕрле вăрманти тусĕсене те йышăнма ыйтрĕ.
Пурăнаççĕ пĕр килте Лаша, Ĕне тата Юман. Вĕсене хуçисем питĕ хисеплеççĕ, лайăх пăхаççĕ. Виçĕ тус хуçалăха тытса пыма пулăшаççĕ. Çавăнпа паянхи кун та хресчен хуçалăхĕнче лаша, ĕне тĕп выльăх шутланаççĕ, Юман — ывăл хуçа пулса тăрать.