Хĕл илемĕ çурхи кунсенче
Анлăрах, савăкрах пур енче.
Тӳпе те кăвакрах тӳпере
Хĕвел те ăшăрах сивĕре.
Çуркунне... Çурхи сивĕ кунра
Арăмпа эпĕ пултăм çулра.
Çирккаси ялĕнчен Явăша
Утса тухрăмăр пит тăрмăша.
Çуна çулĕ пĕтмен Чăвашра.
Çуна çулĕн хисеп — лашара.
Çирккасcи ялĕнче вăл чунсем
Çул хываççĕ çитсен хĕл кунсем.
Ак халь те çуна çулĕ пире
Илсе тухрĕ ялтан çут хире.
Юрлă тинĕс иленчĕ куçа...
Шухăшсем пырса кĕчĕç пуçа:
— Юрлă тинĕс выртать çĕр çинче,
Ялтăрать вăл Хĕвел айĕнче.
Пин хут пин ахах юр пĕрчисем
Хĕм сапаççĕ куçа пăхнăçем, —
Терĕм эпĕ уçса çăвара.
Арăм илтрĕ...
Сивлер. «Сăвăра
Çыр-ха эс ман çинчен виç сăмах
Вуласа киленме пĕрмаях».
Хирĕç чĕнтĕм:
— Итле, сан çинчен
Ман чĕре сăвăлать кунсерен.
Сăмахсем ялтăраççĕ куçпа,
Туйăмсем палăраççĕ каçпа.
Пйрĕн пурнăç, вăл сăвă юххи:
Эс те эп — ирĕк пурнăç çыххи,
Ачасем — пурнăçри çут тĕллев
Иксĕлми юрату — ыр телей.
Çак сукмак, çак Тĕнче, çак самант
Санпала, манпала калаçать.
Ак утатпăр эпир уйпала
Çаврăнса пăхнă май каялла.
Хыçала ура йĕрĕ юлать,
Асăмра çак самант çеç пулать:
Юрлă тинĕс выртни Çĕр çинче
Ялтăрса çут Хĕвел айĕнче.
Пин хут пин ахах юр пĕрчисем
Хĕм сапса куçсенчен пăхнисем.
Çирккасси — Явăш — Етĕрне
12.03.1999.