Акатуй! Акатуй!
Çĕрпе вăрлăхшăн туй —
Вăрлăхпа çĕр-ани
Вăхăтра пĕрлешни.
Хĕл каçа акаччен
Ĕçлĕ-хĕллĕ хресчен
Çураки вăхăтне
Парать чун хавалне.
Тырă-пулă акма,
Пурпала пурăнма
Вăл шутлать кунсерен
Çураки çитнĕрен.
Ешерсен тыр пĕрчи —
Акатуйăн калчи.
Хĕпĕртет çав хресчен
Чунĕпе чĕререн.
Çĕрпе вăрлăх калчи —
Акатуйăн ачи
Çĕкленет пĕвĕпе
Хумханса пучахпе.
Пуç таять хресчене
Акатуй хуçине.
Манманран çĕр ĕçне
Тата çăкăр хакне.
Савăн эсĕ, хресчен!
Юрла эсĕ, хресчен!
Акатуй сан, уяв...
Санăн чыс та мухтав.