«Эрех турри пирĕн, —
Тет грек, — Дионис.
Чăваш калать: — «Çавă
Пирĕншĕн Денис».
Денис хаçатра
Вуланă иккен
Паян ирхине
Хăй ячĕ çинчен.
Çавскер юлташне
Чĕнет савăнса:
— Эй, кил-ха. Вĕçсем
Часрах, Ваççа.
— Мĕскер кăшкăран?
Чарать Нил ăна. —
Пушар тухнă пек
Çуран таврана.
— Эп тупрăм! — Денис
Çаплах çухăрать.
— Мĕн тупрăн? — унран
Нил лăпкăн ыйтать.
— Денис тени вăл
Эрех турри тет.
Уншăн-мĕн ман тек
Ĕçессĕм килет, —
Каларĕ Денис
Хыт тăпăртатса.
Кăштах сыпнăскер —
Ярать юрласа.
Кăшт-кашт сыпнăшăн
Тек ан ятлăрах.
Ята, — тет, — тӳрре
Ман кăлармăллах.