Пурăннă пĕр хулара
Ытарми чипер пике.
Пулнă, теççĕ хăй вара
Йăлтăркка хĕвел пекех.
Çулсем иртнĕ шавласа
Сисĕнмесĕр, ерипен.
Пĕринче хĕр кулянса:
«Иртрĕм-çке, тет, çирĕмрен».
Вăйăра хăй киленет,
Пурпĕрех тупать савни.
Ăна питĕ килĕшет
Çамрăк та хитре пулни.
«Ик-виç çул кайрантарах
Эп пултарнă çуралма», —
Шут тытать хайхи часрах
Çул шутне кăшт чакарма.
Куккăш пулăшнипеле
Докуменчĕ майланать.
Чăннипех юмахрилле
Ватă хĕр çамрăкланать.
Ĕнтĕ унăн тахçанах
Пенсие те тухмалла.
Пĕтĕм тантăшĕ йăлтах
Канура халь уткалать.
Кунăн çулĕ-çке çитмест,
Карчăк тарăхать: ма-ши?
Пенсиччен халь ун тивет
Ĕçлемешкĕн ытлашши.