Чĕкеç вĕçет, вĕçет, тĕкне тăкать,
Тăван йăви юлать тăлăха.
Тухса каять ача тăван килтен, —
Ашшĕ-амăшĕ юлать тăлăха.
Тур ут юртать, юртать, йĕрĕ юлать,
Йĕрĕ тулли çут шыв пĕр тĕлте.
Кирек ăçта кайсан та — пĕр хĕвел,
Тăван кĕтес кăна çав пĕр тĕлте.