Çĕн çул каç лашасем пĕр-пĕринпе калаçаççĕ тет. Мĕн пур шухăшĕсене пĕр-пĕрне каласа параççĕ тет. Лаша калаçнине илтнĕ çын питĕ сăваплă имĕш.
(Асанне каласа панинчен)
Çĕн çул каçпа, çурçĕрпе
Тухрăм эпĕ витене.
Итлеме лашасене,
Вĕсем мĕн калаçнине.
Шăппăн пытăм йăпшăнса,
Тăп тăратăп тăнласа.
Амăш калать тихине
Хăйĕн çепĕç сассипе:
— Пĕчĕкскерĕм, пĕчĕкскер,
Ӳссен пулăн пысăкскер.
Ик çул çитсен, çитĕнсен
Эсĕ кăштах вăй илсен,
Урапана кӳлĕнсе
Эс чуптарăн вирхĕнсе.
Хуçуна эс пулăшса,
Юртăн эс çуна туртса
Ача-пăча савăнса
Пырĕç ун çинче ларса.
Сӳрипеле сухине
Шуçăмпала ирхине
Эсĕ тухăн кӳлĕнсе
Тар кăларăн ĕçлесе.
Çуллахи ăш кунсенче
Эсĕ Сурăм хĕрринчен
Типнĕ курăк турттарса
Капан тăвăн тăрăшса.
Каçхине, хĕвел ансан,
Эс ĕçлесе ывăнсан
Çĕрĕпеле выртмара
Утă çийĕн улăхра.
Ĕçлемешкĕн вăй кĕртме
Тутлă сарă сĕллине
Ярса парĕ хăв умна
Хуçу юман кункрана.
Çапла хăйĕн сăмахне,
Амăш калать ачине.
Тихи тимлĕ итлесе,
Выртать утă кавлесе.