Лаша ампарĕ. Пачах тĕттĕм, каç. Суллахай енче юпахсем вăйсăррăн тĕксĕм тӳпе çине тинкерсе пăхаççĕ. Сылтăм енче йӳрĕк тихасем ыйха путнă. Каçĕ паян лăпкă. Тӳпери çăлтăрсем пĕр-пĕринпе выляса пĕр сӳнсе, пĕр çуталса илеççĕ. Хăйсен çутă пайăркисене вĕсем лаша ампарĕн кăшт уçă юлнă алăкĕнчен малалла салатаççĕ. Лаша ампарĕ кăшт çуталать. Вăхăтран вăхăта лашасем кĕçĕнни илтĕнет. Вĕсем вăйсăррăн хăйсен айĕнчи пусарăннă курăка çиеççĕ. Кунĕпе пĕр чарăнми ĕçлеççĕ çак мĕскĕн ланчăксем. Ĕç хыççăн хăйсене тутлă çитерессе кĕтеççĕ утсем, анчах ампара кĕрсен пусарăнчăк, чыссăр курăка çăвара хыпма лекет. Пăхасса та япăх пăхаççĕ утсене хуçасем: пĕр канми ака тутараççĕ, курăкне вара çителĕклĕн çитермеççĕ. Пĕр пĕчĕк улă купи, çичĕ юпахам. Мĕнле тăранччĕр-ха кунĕн çĕрĕн утсем çак пĕчĕк купапа. Анчах нимĕн те тăваймăн, хирĕç калас çук.
Пурĕ лаша ампарĕнче çичĕ юпах. Яланах нумай çиекен, хăйне пысăка хуракан кĕсмен лаша — Пайăрка. Мĕншĕн-ха ăна çапла ят панă? Мĕншĕн тесен ку ут ампара хĕвел пайăрки çутатсан тӳрех вăранса каять. Ахаль çутăпа çутатса ăна улталаймăн. Хĕвел пайăрки çутатсан кăна вăранать вăл. Хăйĕн хыççăн вара Пайăрка ыттисене те ыйхăран вăратать. Хуçа киличчен вара вĕсем пурте акана тухасса кĕтеççĕ.
Тепĕр урхамахĕ вара Çилçунат ятлă. Ку ланчăк питĕ йӳрĕк, айăпсăр, ăна тиркеме сăлтав çук. Хуçи хăйне ятласан яланах касать. Ĕçсем пĕтсен вара уя тухать те кал-кал чупкалать. Ăна ытти лашасен ертӳçи теме те юрать пулĕ: Çилçунат ĕçе пикенсен ытти урхамахсем те ĕçе пикенеççĕ, кансан ыттисем те канаççĕ. Ăна чăн çивĕч ут теме те пулать.
Виççĕмĕш юпахне — Юмах ят панă. Ку питĕ тĕреклĕ, станлă, сарă ут. Вăл нихăçан та хăйне кӳрентерме памасть. Пĕтĕм юпахсенчен Юмах чи пиççи. Ĕçре те вăл яланах малта.
Тăваттăмĕш юпахĕ — Шăнкăрав. Ку ытла та çилхемес, çӳрен лашана аякран паллама пулать, ăмăрлă, тӳлек, анчах кăмăлĕпе питĕ селĕм. Юлташĕсемшĕн тем тума та хатĕр Шăнкăрав. Утсем ăна куншĕн хисеплеççĕ те. Ку юпах ытла та хăмăт тăхăнма юратмасть иккен, хуçа ун патне çывхарсан — айккинелле тарать. Анчах ырă, хура куçĕсем хăйне каçарма ыйтаççĕ.
Пăлханчăк — пиллĕкмĕш ут. Ку теветкел, усăк кутлă лаша. Хăй ула, пухă. Пуринчен те уйрăлса тăма тăрăшать ку юпах. Пăхсан та вăл ыттисем пек мар, пуринчен те уйрăлса тăрать. Анчах ку ен ăна ытти утсемпе мирлĕ пурăнма ним чул та кансĕрлемест.
Улттăмĕш ланчăкĕ Хушка ятлă. Ку ята ăна ахальтен паман. Çамки çинче унăн çăлтăр палли пулнă, хуçасем çакна асăрханă та, Хушка ят пама шут тытнă. Ку çăлтăр хушкана илемлетет кăна. Хушка — кăмăрлă, кĕрен-çӳрен лаша. Хăй вăл кăштах лутака. Ăна хăйне майлă ытла та типтерлĕ, чыслă ут теме пулать. Унăн хӳри яланах таса, яка, уя тухсан çилпе шăнкăр-шăнкăр шыв пек хумханать.
Çиçĕм — юлашки лаша. Вăл питĕ мĕскĕн, хыткан, хапасăр ут. Çиçĕм утсемпе туслă пурăнасшăн, анчах вĕсем ăна юратмаççĕ: унран кулаççĕ, йĕкĕлтеççĕ. Хăш чух вăл уйран вăхăтра таврăнаймасан улăма кăштах та пулин хăвармаççĕ, веçех çисе яраççĕ. Çиçĕм вара вăйсăррăн лаша витин кĕтессине кĕрсе выртать те хăйĕн ăнăçусăр, телейсĕр пурнăçĕ çинчен тарăннăн шухăшлать.
Хуçи — Михал тете, алă çул тултарчĕ авăн уйăхĕнче. Хытă, чĕрчунсене шеллеме пĕлмен çын. Утсене хăш чух ытла та вăйлă ятлать вăл. Лешсем вара мĕн-мĕн тусан та хуçаран лăпкă, ырă сăмах илтсе кураймаççĕ.
Ак çапла пĕр лăпкă çуллахи каç, Михал тете яланхи пекех утсене улăм илсе кĕрсе пачĕ. Лашасем чĕвен тăчĕç, пĕр-пĕрне тĕрте-тĕрте улăм купи патне туртăнчĕç. Сасартăк урамра кăшкăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Михал тете малтан утсем çине, кайран алăк енне тинкерчĕ. Улăмлă çи-пуçне кăштах шаккарĕ те васкаса тула чупса тухрĕ.
Урамра калаçнă сасăсем илтĕнчĕç. Михал тете нумай вăхăт хушши таврăнмарĕ. Хаяр çилпе вите алăкĕ уçăлса кайрĕ, сивĕ сывлăш витере сарăлчĕ. Ланчăксем улăм купине тĕп турĕç. Кăштах канма сивĕ çĕр çине выртрĕç. Шăплăхра Пайăрка сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Тантăшсем, тархасшăн калăр, сире çак пурнăç килĕшет-и? — терĕ ут кăштах урипе вылятса.
— Эпĕ, манăн кун пек пурнăç пуласса шутламан та, — хуравларĕ хирĕç Çилçунат.
— Тантăшсем, тантăшсем, айтăр кунтан тухса таратпăр! — терĕ савăнăçлăн сасăпа Хушка.
— Вăрман витĕр кайăпăр та унтан пĕр-пĕр яла кĕрĕпĕр.
— Ман шутпа, Хушка тĕрĕс шухăшлать, — терĕ Пăлханчăк.
— Мана та ку шухăш питĕ килĕшет, — хуравларĕ Çиçĕм чĕвен тăрса.
Пурте Çиçĕм çине сивĕ куçпа пинкерчĕç. Ут çакна аçархарĕ те, вите кĕтессине кайса тăчĕ.
— Хуçа çук чух айтăр майĕпен тарар, алăкĕ те уçах, — сас пачĕ Пайăрка.
Ланчăксем пĕрин хыççă тепри витерен тухрĕç. Вирхĕнсе хăвăртрах çывăхри çырмана çул тытрĕç. Çиçĕм те вĕсенчен юлмарĕ. Акă вăрмана кĕчĕç. Вăхăтран-вăхăта кӳлĕре шыв шăнкăртатса юхни, тăмана сасси илтĕнет. Лашасем чăтлăх кĕрсе кайрĕç. Унталла-кунталла сăнаса пăхрĕç: йĕри-тавра йывăçсем, симĕç курăк. Утсем сулахай еннелле çул тытрĕç.
Сасартăк хирĕç çын асăрхарĕç ланчăксем. Патнерех пырсан Михал тетене палласа илчĕç. Арçын хаяр сасăпа тем кăшкăрчĕ, алăри чăпăрккипе хăлаçланчĕ. Утсем хăранипе хăшĕ ăçталла тарса пытанчĕç, хаяр хуçаран хăтăлса юлчĕç. Çиçĕм унталла-кунталла чупкаларĕ, анчах юлташĕсене тупаймарĕ. Хăранипе ланчăк пĕр чарăнми, куç курми чупрĕ.
Хăй ăçта çитсе тăнине те чухлаймарĕ ут: умра — кӳлĕ, йĕри-тавра йывăçсем, пĕр сас-чӳ те çук. Аякрах мар пĕр ял курăнса ларать. Çиçĕм унталла вĕçтерчĕ.
Тул çутăлчĕ. Хĕвел пĕлĕтсем витĕр ташла-ташла тухма пикенчĕ. Ялти автансем ирхине çитнине систерсе сас пама тытăнчĕç. Ял-йыш вăранчĕ. Урхамах яла çитсе тăчĕ.
Çул çинче вăл ватă, шур сухаллă çынна тĕл пулчĕ. Старик ун çине тинкерчĕ. Унтан асăрхануллă Çиçĕм патне çывхарма пусларĕ. Ут каялла чакрĕ, анчах та кайран темшĕн ку ватă çын уншăн çăлăну пекех туйăнчĕ. Ватă арçын лашана йĕвенрен тытрĕ те хăй хыççăн ертсе кайрĕ. Часах вĕсем пĕчĕк пӳрт умне çитсе тăчĕç. Арçын Çиçĕме пысăк, çутă витене илсе кĕчĕ те пĕр ытам утă илсе кĕрсе пачĕ. Унтан хăй витерен тухрĕ.
Çапла ут ватă çын патĕнче нумай çул пурăнчĕ. Хуйăх мĕнне пĕлмерĕ Çиçĕм, хуçапа иккĕшĕ савăнса çеç пурăнчĕç.
Çапла çул хыçăн çул иртрĕ. Акă пĕррехинче ватă старик Çиçĕме яланхи пекех уя илсе тухрĕ, анчах ялан çӳрекен çĕре мар, пачах урăххине. Ку уй вăрманпа юнашар вырнаçнă. Çиçĕм ку вырăнсенче мĕн пулса иртнине аса илчĕ: ытти урхамахсемпе вĕсем хуçаран тарса çак вăрман витĕр çӳренĕ-çке. Çиçĕм вăрман леш енне тинкерчĕ те хытса тăчĕ. Пĕр пилĕк-ултă урхамах уйра пĕр-пĕринпе выляса, тавлашса кал-кал чупаççĕ. Çиçĕм Çилçуната палласа илчĕ. Лешĕ малтанхинчен те кĕрĕрех, йӳрĕкрех курăнать. Хуçа Çиçĕме те çак уя илсе килет иккен. Урхамахсем патне Çиçĕм патнерех те патнерех çывхарса пычĕ, лешĕсем ăна асăрхарĕç. Çиçĕм Çилçунат умне пырса тăрсан утсем савăнăçлă сасă кăларчĕç, пĕр- пĕрин çине ырă куçсемпе тинкерчĕç.
— Епле-ха эсĕ, Çиçĕм, ун чух пирĕнтен тартăн? Эпир сансăр питĕ тунсăхларăмăр, — терĕ Çилçунат Çиçĕм патне çывхарса.
— Эпĕ вара хуçаран тарнă хыççăн йĕри-тавра пăхрăм, анчах сире шыраса тупаймарăм. Халĕ вара манăн урăх хуçа. Вăл питĕ ырă, мана лайăх пăхать, — терĕ Çиçĕм мухтанса.
— Эпир вара тарнă хыççăн Михал тете патнех таврăнтăмăр, урăх ăçта каяс? Вăл халĕ малтанхи пек мар, ырăрах, — хуравларĕ Пайăрка чĕвен тăрса.
Часах уя тăрăх такам утни курăнса кайрĕ. Çын урхамахсем патне çывхарнăçемĕн çывхарса пычĕ. Çитсенех вăл Çилçунат çине утланса ларчĕ. Çиçĕм Михал тетене палласа илчĕ. Леше ун çине куç хĕссе пăхрĕ, кайран савăнăçлăн кулса ячĕ. Çиçĕм хуçи, ватă старик, Михал тете патне патне пычĕ те алă тытрĕ. Урхамахсем Михал тетепе ватă çын тăвансем пулнине тавçăрса илчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те Çилçунатпа Çиçĕм çине хăпарса ларчĕç. Лашасем вăрманалла чуптарĕç. Ытти ланчăксем те вĕсенчен юлмарĕç. Савăнăçлă, уçă сасă кăларса вĕсем вăрман ытамĕнче çухалчĕç…