Янтăратрĕ тинкĕл-тинкĕл
Ман тăмра яла каçпа.
Чупса пычĕ Нина-Нинка,
Ларчĕ кăшт кăна манпа.
«Кирлĕ, — терĕ вăл, — гитара».
Тухрăм янтратса çавна.
Нина мар-çке, сар Тамара
Мана илчĕ тыткăна.
«Ташлатма, — тет хĕр, — тыт купăс».
Тухрăм кĕç нăрт-нарт туртса.
Тамар мар-çке, çитрĕ Муза
Куç-пуçне ялкăштарса.
«Купăс модăра мар халĕ», —
Муза кĕç тирке пуçлать.
Йăрă йĕкĕтĕн ăс-халĕ
Юрама меслет шырать.
Тухрăм çĕклесе хавассăн
Янкăс сасăллă баян.
Ларчĕ юрласа уç саслăн
Ман çумра хитре Татьян.