Иртенпех паян Ваçук
Пуçне уснă, кăмăл çук.
Сывмарланнă ун лаши —
Çывăх тусĕ Пинерпи.
Ак, йĕнерчĕк, урапи,
Пĕкĕ, вăрăм тилхепи…
Кирлĕ мар паян вĕсем
Пинерпин çук вăйĕсем.
— Тухтăр килĕ, ак, халех, —
Тет Ваçук, кăшт йĕререх, —
Сана пулĕ çăмăлрах
Вăл эмел парсассăнах.
Урхамах пуçне ухать,
Хăй ăнланнăн туйăнать.
Мăйĕнчен шăлать хуçи
Вăркăшса илет çилхи.
Тухтăр васкаса кĕрет,
Пинерпи патне çитет.
Питĕ тимлĕн сăнаса
Хушса калать Ваçука:
— Ак, эмел, пур ман кунта
Пит аван пулăшмалла,
Ан йĕрсем, — тет ачана, —
Вăл сывалě хăвăртах.
Эмелне Ваçук илет,
Тухтăра тимлĕн итлет.
Тăрăшса пăхать тусне
Халь текех усмасть пуçне.
Пинерпи тапăртатать.
(Тен, çапла вăл тав тăвать?)
Савăнса тăрать Ваçук,
Ут сывалнă хуйхă çук.