Бухгалтер Петров çĕнĕ хваттере куçнă чухне хăйне çиччĕмĕш пĕлĕтри пек туйнă. Чăннипе хваттерĕ çĕнĕ мар, кивĕ пулнă-ха. Анчах та çакăнта пĕтĕм сăсăкĕ пытарăнса тăнă.
Чăматăнĕсене тата простыньпе чĕркенĕ ăпăр-тапăрсене чи çӳлти виççĕмĕш хута сĕтĕрсе улăхнă чухне вăл хăйне Шупашкарăн кивĕ çурчĕн ытамне кĕрсе ӳкнине ӳчĕпе туйса илнĕ. Ăна подъездра çурта шăрши сарăлнă пек, крахмалланă кĕпе чăштăртатнă тата лаша йĕвенĕ чăнкăртатнă сасăсем илтĕннĕ пек туйăннă.
Каçхине çак вăхăтсенче хулари çуртсенче яланах çынсем йышлă пулаканччĕ, ку çуртра пĕр çын та курăнманни кăштах тĕлĕнтĕрнĕ. Кунта картлаçсем тăрăх ача-пăчасем чупман, почтальон та хаçат салатса почта ешчĕкĕсенене шанкăртаттарса уçса хупман. Кунта юрлакан та, кăшкăрашакан та, макăракан та пулман. Кунта лифт та, уçăлса хупăннă чух чĕритлекенскер, шавламан. Мĕншĕн тесессĕн ку çуртра лифт пулман.
Паллах, кашни алăк хыçĕнче хăйне евĕрлĕ пурнăç пынă. Анчах ăна Петров туйман. Вăл хăйне вăтам ĕмĕрти пысăк замокăн хуçи пек туйнă. Унăн фантазийĕ пӳлĕмсене пурнăçран тахçанах уйрăлса кайнă çынсемпе тултарса лартнă. Фантазипе Петров кĕрешме пĕлмен. Пурăна киле унăн çавăн пек шухăш çирĕпленсе ларнă: фантазипе тата таракансемпе кĕрешни усăсăр. Мĕншĕн тесен вĕсем иккĕшĕ те вилĕмсĕр.
Тĕлĕнмелле, темшĕн Петровран ĕçре шикленнĕ. Пересторйкăчченех пысăк ĕç стажне пуçтарнă аслă бухгалтер Скрипкин Петров пирки çапла каланă: «Пурнăçра пулма пултарайман япаласем çинчен шухăшлакан бухгалтер çутçанталăкра питĕ сайра тĕл пулать. Вĕсенче карьерăшăн çунакан пысăк класлă артист пытанса пурăнать»
Çемьере çын ал тупанĕ çинчи пек. Пĕр вунă çул каялла арăмĕ Петровран уйрăлса хуп-хура çӳçлĕ хитре тинĕс капитанĕпе тухса кайнă чухне:
— Петров! Эсĕ пушă вырăн та мар. Эсĕ унтан та вĕтĕ япала. Çумăр ăманĕ те арăмĕшĕн тăрăшать… — терĕ.
Петров арăмĕн сăмаххисемпе килĕшменни çинчен калама çăварне те уçнăччĕ, тата ăмансем хĕрарăмсемпе арçынсем çине пайланманни пирки иккĕленнине пĕлтерес тенĕ вăхăтра Нина алăкне тепĕр енчен хупрĕ те унăн пурнăçĕнчен ĕмĕрлĕхех çухалчĕ. Çулсем иртнĕ май нумайăшĕ манăçа тухрĕ. Бухгалтера хăй нихăçан та авланман пек туйăнма пуçларĕ. Арăмĕн йĕрĕнчĕклĕ сăмахĕсем çеç манăçмарĕç. Петровăн пурнăç хăватлăхне вĕсем темиçе хут чакарчĕç. Тепре авланас пирки вăл шухăшламарĕ.
Çуртăн виççĕмĕш хутне юлашки ытам кĕнекисене йăтса хăпарнă чухне Петров шĕвĕр сăмсаллă типмĕш карчăка çамкипе чутах çапăнатчĕ. Карчăк Петров çине шанăçсăррăн пăхса илчĕ, темшĕн пальто çаннине тытса пăхрĕ, унтан сасартăк кăмăлне çемçетрĕ, куçĕсене çамрăк хĕр пек вылятса:
— Ватлăх пулмасан йĕри-тавра пĕтĕм ухмах пулатчĕ…
— Мĕн? — ăнланмарĕ Петров.
— Ĕлĕк куçа урăхлараххисем курăнатчĕç… рыцарьсем, вĕсен хитре еркĕнĕсем…
Петровăн кĕнекисем аллинчен шуса тухса ура айне лаплатрĕç.
— Эсир хăш хваттере ? — кăсăкланчĕ карчăк.
— Улттăмĕшне! — кăшкăрас пек хуравларĕ Петров.
— Улттăмĕш вăл пиллĕкмĕшĕпе çуммăн, — тарăн шухăшлăн пĕлтерчĕ карчăк.
— Мĕн? — тепĕр хут ыйтрĕ Петров.
Хуравлас вырăнне карчăк Петров умне чĕвен тăчĕ те ăна çамкинчен чуп туса илчĕ, унтан хĕрес хучĕ, пит çăмарти тăрăх юхса аннă куççульне шăлса илчĕ те урама чупса тухрĕ.
Пĕр-ик минут анкă-минкĕленсе тăнă хыççăн Петров ура айĕнчи кĕнекисене пуçтарчĕ те çуртăн виççĕмĕш хутне хăпарса кайрĕ. Малтанах вăл кăмăлсăрланасшăнччĕ, каярах шухăшне ылмаштарчĕ. «Мăнле ытарлă, катăкрах карчăк», — тесе шухăшласа çăмăллăн сывласа ячĕ.
Виççĕмĕш хутри площадкăна икĕ алăк тухать. Пĕр алăкĕ çине шурă эмаль сăрăпа «6» паллă çырса хунă, тепĕр алăкĕ çине темле çаврашкасем хушшинче «5» тата хваттер хуçин хушаматне — Органов, тесе çырса хунă. Петров кӳршин хушаматне хăш вырăнта ударении лартмалла-ши тесе шухăшласа тăнă вăхăтра таçтан аялтан питĕ хурлăхлă сасă илтĕнсе кайнă:
— Манăн наука тĕпчевне тăшмансем вăрланă… Сейфа çĕмĕрнĕ… Вăл пушă…
Петров хăйне йĕппе чикнĕ пек ялт сиксе илчĕ, каялла тăруках икĕ утăм турĕ. Чикмек çинче маччана хăпармалли люк тĕлĕнче шак тĕлĕнмелле арçын ларнă. Вăл пуçĕнчен пуçласа урисем таранах кĕлпе сапăннă евĕр кĕл тĕслĕ пулнă. Вăрăм çӳçĕсем çамкинчен чылай çӳлĕрех пуçланса ĕнсине хупăрласа тăнă. Хулăн оправăллă йывăр куçлăхĕ хуçин сăмсине касса кĕрес пек туйăннă. Темшĕн вăл галстукне виçĕ хут çавăрса çыхса янă. Пушмак кантрисемпе каптăрмисене татса пăрахнă.
— Пысăкран та пысăк тĕпчев ĕçĕ пархатарсăр çынсен аллинче! — кăшкăрса янă тĕлĕнмелле çын хăйĕн фантастикăллă çӳçĕнчен пĕр пайăркине çăлса илсе. Унтан кĕсйинчен хутпа чĕркенĕ валидолăн пĕр таблеткине кăларса хăйăлтатакан сасăпа: «Шыв!» — тесе ыйтрĕ. Петров тĕлĕннипе шанк хытса кайса пăхса тăраканскер, тăна кĕрсе хăйĕн пӳлĕмне чупса кĕчĕ. Стакан шыранă май вĕçĕмсĕр асаилме тăрăшрĕ: «Курнă эпĕ ăна. Анчах ăçта курнă-ха? Ăçта?»
Стакан тупса вăл каялла картлаçсен площадкине таврăннă. Анчах «гениллĕ» тĕпчев ĕçне вăрлаттарнă арçыннăн шăрши те юлман. Подъезд шăплăх ăшне путнă.
— Да-а-а… Хаваслă иртет манăн çĕнĕ çурт уявĕ, — ăшĕнче шухăшласа илчĕ Петров. Унтан стаканри шывне ĕçсе ячĕ те хăйĕн хваттерĕн алăкĕ патне утса кайрĕ.
Хваттерне кĕрсессĕнех алăкне питĕрсе илчĕ. Унăн кăмăлĕ тӳрленмелле мар хуçăлчĕ. Çурта шăрши вырăнне йĕпеннĕ стена тата тахçанах çуман урай шăрши сарăлчĕ.
Вырсарникун хуçалăх ĕçĕсемпе иртсе кайрĕ. Петров тарларĕ, çапах кăмăлĕ палăрмаллах хăпарчĕ. Каç пуличчен вăл вунă çӳлĕк кĕнеке, çырмалли сĕтелпе тата тепĕр сĕтелпе раскладушкине хăйсен вырăнĕсене вырнаçтарчĕ. Тумтир шкапĕ вырăнне стена çине виçĕ пăта çапса хучĕ, костюмсем тăхăнтартнă тумтир çаккине пăтаран çакса ячĕ. Чӳрече янаххи çине ылтăн пулăсем янă аквариум лартса хучĕ. Кивĕ çуртăн пĕр метр хулăнăшлă стенисем урамри хула шăв-шавне нимĕн чухлĕ те кĕртмен. Темшĕн вара вĕсем çулçăсем чăштăртатнине, çумăр тумламĕсем патлатса ӳкнине, йĕпе тротуарпа çӳлĕ кĕлеллĕ пушмак сассисене тытса чарайман.
Петров хăй сисмесĕрех ĕмĕтсен картине кĕрсе ӳкрĕ. Акă унăн куçĕ умне вĕр-çĕнĕ çутă сăрăпа сăрланă çурт тухса тăчĕ. Унăн хуçи мундир тăхăннă типшĕм чиновник. Унăн мăйĕ çинче орден çакăнса тăрать. Вăл сарлака картлаçпа урама тухать. Ăна виçĕ лаша кӳлнĕ тăрантас кĕтсе тăрать. Варрине кӳлĕнекен лаши çулăм пек хĕрлĕ урхамах. Хӳри те, çилхи те хĕвел пайăркисем пек йăлтăртатса тăраççĕ. Таканланă çинçе те тӳп-тӳрĕ урисемпе халь-халь чупса кайма хатĕррĕн пĕр вырăнта ташласа тăрать. Сулахай енче тин çеç ӳкнĕ шурă юр тĕслĕ шап-шурă лаша пуçне пĕксе хунă. Кăвак куçĕсемпе тилхиписене икĕ алăпа тытнă ямшăк çине пăха-пăха илет: «Ирĕк парсамччĕ пире хамăрăн пултаруллăха кăтартмашкăн», — тесе тилмĕрнĕ пек туйăнать. Сылтăм айккинче кăн-кăвак тĕслĕ ăйăр чиновнике васкарах ларма сĕннĕ евĕр кĕçенкелесе илет.
Çăкасем сулхăнĕнче çамрăк хĕрарăмсем уçăлса çӳренĕ. Вĕсен çинче йăлтăртатса тăракан чăлхасем, сарлака шлепкесем, ылтăн хăлха çаккисемпе çĕрĕсем пулнă…
«Эх, кун çинчен кĕнеке те çырма пулать. Мĕншĕн эпĕ бухгалтер, çыравçă мар-ши?» — пăшăрханса шухăшланă Петров.
Темиçе кун иртсе кайрĕ. Петров ĕçе çӳрерĕ, кинона кайса килчĕ, нумай уçăлса çурерĕ. Пĕрремĕш кунхине пулса иртнĕ мыскарасене манма та пуçланăччĕ ĕнтĕ, анчах юнкун Петров пурнăçне тата темĕн тĕрлĕ улшăнусем кĕртрĕ.
Петров апат çимелли пӳлĕмре çамки тăрăх юхакан тарĕсене пит шăллипе шăлкаласа вĕри чей ĕçсе ларатчĕ. Унăн чĕркуçийĕ çинче çулланса пĕтнĕ кĕнеке выртнă, сĕтел çинче сарă абажур урлă лампочка пӳлĕме тĕксĕммĕн çутатнă.
Сасартăк шăп хваттер шăнкăрав сассипе тулса ларнă. Петров шарт сиксе илсе халат кантрине салтса хытăрах çыхса алăк патнелле васкаса утрĕ. Вăл хăнасене кĕтмен, тепĕр енчен ун патне çак вăхăтра никам та килме пултарайман:
— Кам унта? — ыйтнă вăл алăк питрĕкĕçне тытса.
Алăк хыçĕнче уйăрса илмелле мар чăштăртатни илтĕнсе кайнă.
— Кам унта? — тепĕр хут ыйтнă Петров.
Чăштăртатни илтĕнме пăрахнă, ун вырăнне сăмсаран тухакан сасăпа:
— Хамăрăннисем, — тени илтěннě.
Сасси хăйăлтаклă та хăрушă пулнă. Петров çӳçенсе илнĕ. Кун пек «хамăрăннисем» унăн пулман, пулма та пултарайман. Петров хуллен аллине питĕркĕçĕ çинчен илсе каялла апат çимелли пӳлĕме чакса кĕнĕ. Вăл тенкел çине ларнă, хăйне алла илес тесе тăрăшнă. Анчах чĕркуççисем намăслăн чĕтреннĕ, чĕри йăрлатса кăкăр шăмми çине çапăннă. Çав вăхăтра хваттере кĕмелли алăк патĕнче йывăррăн утни илтĕнсе кайнă. Пукан çинче ларакан витре шанкăртатса кусса кайнă. Петров пăчăртанса илнĕ май пуçĕ çинчи çуçĕсем вирелле тăрса кайнине туйса илнĕ. Вăл ура çине тăрасшăнччĕ, анчах та урисем итлемеççĕ, кăшкăрас тет — сасси тухмасть. Тепĕр самантран апат çимелли пӳлĕм алăкне тем пысăкăш кĕлетке хупăрласа хучĕ те пӳлĕме тискер кайăк сăнлă арçын кĕрсе тăче. Сĕтел патне çывхарчĕ те:
— Ĕнер ананассем пиçсе çитнĕ, — терĕ.
Петров какăрса илчĕ. Арçын кĕсйинчен пирус тĕпне кăларчĕ те меллĕн кăна аялти тути çине çыпăçтарса хучĕ.
Хăна пур енчен те кăсăклă, хăйне евĕрлĕ пулнă. Ун çинче мамăкран çĕленĕ фуфайкă, галифе тата пылчăкпа вараланнă кирзă атă пулнă. Питĕ сарлака хулпуççисем çинче пĕчĕк çеç мăйсăр пуç ларнă. Пит çăмарти кăна мар, хăлхисем те сухалпа мăкланса ларнă:
— Шеф сана калама хушрĕ. Юлашки ĕç сан айăпна пула пурнăçланман, — терĕ арçын кĕсйинчен финка-çĕçĕ кăларса, — тепре çакăн пек мыскара кăтартсассăн пурнăçран уйрăлатăн.
Бухгалтер пуçне каялла сĕлтрĕ те ĕнсипе стенана шанклаттарчĕ. Ку ăна кăштах тăна кĕртрĕ. Вăл сăмахсене татсах:
— Итлĕр-ха, эсир хваттерпе йăнăшнă пулас…
Арçын илтмĕш пулчĕ.
— Халь хăвăн пайна ил, — терĕ вăл сӳрĕккĕн, фуфайкăн шалти кĕсйинчен укçа тĕркине сĕтел çине кăларса хунă май.
Хурах-миллионер укçасене шутласа пĕтерчĕ, пирус тĕпне аквариума сурса пăрахрĕ, алăк еннелле утрĕ. Тухса кайиччен:
— Чалăшши патне ан кай. Вăл сутăнчăк, — тесе хăварчĕ.
Бухгалтер Чалăшши патне кайманни çинчен шантарса каласшăнччĕ. Анчах ĕлкĕреймерĕ, арçын хваттертен çухалчĕ.
Петров пĕр вăхăт апат пӳлĕмěнчен тухмасăр алăк шатлатса питĕренессе кĕтсе ларчĕ, анчах кĕтсе илеймерĕ. Тепĕр пилĕк миутран пĕтĕм хăюллăхне пухса вăл тепĕр пӳлĕме тухрĕ, çутă çутса ячĕ. Алăк умĕ пушă, вăл питĕркĕç çинче. Бухгалтер тайкаланса каялла сĕтел патне таврăнчĕ. Сĕтел çинчи укçасем çĕтнĕ. Аквариума пăрахса хăварнă пирус тĕпĕ те темле асамлă меслетпе ирĕлсе çухалнă. Аквариумри ылтăн пулă хăранипе куçĕсене чарса пăрахса кĕтеселле тĕршĕннĕ.
«Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен! Пĕр йĕр те хăварман. Эпĕ танатана лекрĕм пулас, — çывăраймасăр çĕрĕпе шухăшланă бухгалтер. Вăл тул çутăлас умĕн тин çывăрса кайнă.
Вăраннă çĕре ĕçрен çывăрса юлни паллă пулнă. Вăл хăй ĕçлекен кантура телефонпа шăнкăравласа Скрипкина çемьере пăтăрмахсем сиксе тухнă пирки пĕр кунлăха ĕçрен хăтарма ыйтрĕ. Скрипкин шанмасăр хăмлатса илчĕ. Мĕншĕн тесессĕн Петровăн çемьере пăтăрмахсем пулма пултарайман. Петровăн çемйи пулманнине пурте питĕ лайăх пĕлнĕ.
Ирхи апат çимесĕрех Петров хулана тухса утрĕ. Сывлăш çатăртатса тăнă, вăл ӳпкене пĕçертсе илнĕ. Ура айĕнче сарă, хĕрлĕ, симĕс, шупка тĕссенчен çĕленĕ çулçă-кавир выртнă. Петров Шупашкар урамĕсемпе, скверĕсемпе утнă чухне хăйне гусар формипе е комиссарсем тăхăннă сăран курткăпа курнă, хăйне вăйлă, ăнăçлă тата патвар туйнă.
Каç еннелле сулăнсан Петров шăнса кайнине туйса илчĕ те килнелле васкарĕ. Çурт кĕтессинче ăна татах кӳршĕ карчăкĕ тĕл пулчĕ. Вăл унпа сывлăх сунса иртсе каясшăнччĕ, анчах вăл ăна хальхинче те тытса чарчĕ, Петровăн аллине тытса унăн куçĕнчен пăхăнуллăн пăхса илчĕ.
Килĕнче Петров чей ĕçрĕ те çывăрма выртрĕ.
Çĕрле пĕр сехетре ăна кăшкăрашни вăратрĕ:
— Çăлăр! Вĕлереççĕ!
Бухгалтер çутă çутрĕ те тăнлама пуçларĕ. Кăшкăрашнисем кӳршĕ хваттертен илтĕннĕ. Финкă-çĕçĕллĕ хураха асаилсен Петров çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ.
— Органова вĕлереççĕ, — çиçĕм пек вĕлтлетсе илчĕç сехĕрлĕ шухăшсем Петров пуçĕнче. Вăл телефонпа милицие шăнкăравласшăнччĕ, хваттерĕнче телефон пулманнине асаилсе аллине сулчĕ.
Стена хыçĕнче кăшкăрашни карланкапа хăйăлтатса сывлани çине куçрĕ. Бухгалтер картлаç площадкине сиксе тухрĕ, пĕтĕм хăюллăхне пухса алăка пĕтĕм вăйĕпе тĕртсе ячĕ. Кĕтмен çĕртен алăкĕ çăмăллăн уçăлса кайрĕ. Петров чарăнса ĕлкĕреймерĕ, хваттере чупса кĕрсе пуçĕпе урайне персе анчĕ. Пуçне хытах ыраттарчĕ пулин те Петров чăтрĕ. Ура çине сиксе тăрсан вăл хăрушă сценă курчĕ. Темиçе кун каялла Петров хваттерне кĕнĕ хырăнман хурах наукăра çĕннине уçнă, анчах документсене çухатнă арçынна чукмар пек чăмăрĕпе пуçĕнчен çапнине курчĕ.
— Ак сана, сутăнчăк! Ак сана! Вĕлеретĕп те ĕçĕ пĕтнĕ.
Петров çапăçăва чарас тесе хураха ярса тытасшăн пулчĕ, анчах аллисем çапăçакан арçынсен ӳчĕсем витĕр пĕр чăрмавсăр тухса кайрĕç. Çав вăхăтра çапăçакансем çинçелсе-çинçелсе пычĕç те, юлашкинчен сывлăшра сапаланса кайса курăнми пулчĕç. Пӳлĕмре шăп пулса тăчĕ. Петров йĕри-тавра пăхса илчĕ. Стена çинчи кавирсем, пӳлĕмсенче пуян шкапсем, капăр çемçе дивансем ларнă. Чӳречене хулăн çитĕ хупăрласа тăнă. Пĕр айккинчи стена пĕтĕмпех коллекци хĕççисемпе тулса ларнă. Сěтел умĕнчи кресло çинче çывăрнă пек шурă çӳçлĕ типшĕм арçын ларнă. Унăн пуçĕнчен çинçе пралуксем тăсăлса сĕтел çинче ларакан компьютер евĕрлĕ приборпа çыхăнса тăнă. Прибортан ӳпренни пек çинçе сасă тухнă.
Арçын йывăррăн сывласа илсе пуçĕ çинчи пралуксене сирсе прахрĕ та куçĕсене уçса ячĕ.
— Каçарăр, — терĕ Петров лайăхмарланса.
— Эсир кам? — ывăннă сасăпа ыйтрĕ арçын.
— Сирĕн кӳршĕ. Эпĕ улттăмĕш пӳлĕмрен.
— А-а-а. Эпĕ Органов. Çыравçă.
Пĕр вăхăт иккĕшĕ те чĕнмерĕç.
— Эсир куртăр-и …вĕсене? — ыйтрĕ Органов.
Петров диван хĕррине ларчĕ те кĕскен çĕрле хăйĕнпе пулса иртнĕ мыскарасем çинчен каласа пачĕ. Унтан Органовран ыйтса пĕлме шут тытрĕ:
— Кам пулчĕ вăл куçлăхли? Тата хырăнманни? Галлюцинаци?
— Сăнарсем, — хуравларĕ Органов. Манăн пулас хайлавăн тĕп геройĕсем. Куçлăхли — ырă сăнар, хырăнманни — сивлек сăнар.
Петров темле ăнланасшăн пулин те Органов мĕн каласшăн иккенне ăнкараймарĕ. Органов ура çине тăрса çемçе кавир тăрăх утма пуçларĕ. Пӳлĕме утса çаврăннă хыççăн татах кресло çине кайса ларчĕ, Петров енне çаврăнса ăнлантарма пикенчĕ:
— Эсир манăн творчествăна куртăр, çавăнпа манăн сиртен пытарма нимăнле сăлтав та çук. Пирĕн çуртра ман çинчен тĕрлĕ сăмах çӳрет, çапах та эпĕ сире кунта калаçнине хамăр хушăра хăварма ыйтасшăн.
Бухгалтер килĕшӳллĕн пуçне сĕлтрĕ. Органов сăмахĕсене малалла тăсрĕ:
— Эпĕ пулас хайлаври сăнарсен модельне тăвакан прибор шухăшласа кăлартăм. Пăхăр-ха, мĕнле ансат.
Органов пралуксем çыхăнтарнă пуç кăшăлне тăхăнчĕ те тепĕр çеккунтранах пӳлĕмре кольчуга тăхăннă рыцарь тухса тăчĕ. Вăл ырă мар кулкаласа аллинчи хĕçĕпе выляма пуçларĕ. Рыцарь кĕске те кукăр ураллă пулнă, янаххи вăрăм та шĕвĕр. Вăл пĕртте чĕрĕ çынна асаилтермен .
— Кун пек рыцарь тăшмансене çĕнтереймĕ, ку çын мĕлки кăна, — терĕ Петров. Çак сăмахсемпе килĕшнĕ евĕр рыцарь тайкаланса илчĕ те сывлăшра ирĕлсе курăнми пулчĕ.
— Çапла, ку экземпляра лайăх теме çук, — килĕшрĕ Органов, — Анчах ман прибор (эпĕ ăна фантомат тесе ят патăм) шухăшласа кăларнă сăнарсем япăх пулсан вĕсене урăххисемпе ылмаштарма пултарать. Мĕнле ансат!
— Мĕншĕн-ха вĕсем саланса каяççĕ?
— Фантомсен пурнăç тапхăрĕ вĕсене тĕрĕс сăнласа кăтартнинчен килет. Манăн чи лайăх фантом 40 çеккунт пурăннăччĕ.
— Калăр-ха, вĕсем çынсемшĕн хăрушă мар-и?
— Нимĕн чухлĕ те! — йăл кулса илчĕ Органов, — фантомсем ӳтсĕр. Урăхла каласан вĕсем сывлăшран нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ.
«Вăт мĕншĕн иккен кӳршĕ карчăкĕ кашни тĕл пулмассерен мана хыпашласа пăхать», — асаилчĕ Петров.
— Çыравçă пулма эпĕ ачаранах ĕмĕтленнĕ. Эпĕ çирĕп кăмăллă. Каланă — тунă, — сăмаххине тăсрĕ Органов.
— Пурăнма укçа ăçтан тупатăр вара? — ыйтрĕ Петров хăйĕн ыйтăвĕ Органов кăмăлне каймасса пултарнине шута илмесĕр.
— Эпĕ телевизорсене юсакан маçтăр.
— Мĕншĕн-ха вара эсир çав ĕçпех ĕçлеместĕр? Çыравçă ĕçĕ кăткăс ĕç. Ман шутпа, вăл сире валли мар. Чăн-чăн литература сăнарĕсем ĕмĕрлехе асра юлмаллисем пулмалла. Сирĕн машинăпа тунă сăнарсем вара питĕ кичем пулса тухаççĕ. Вĕсем пĕртте çынсем пек мар, хăйсем те машина евĕрлĕ. Талантăр çук пулсан мĕн сĕкĕнетĕр эсир литература лаççине? Пăрахăр çак ĕçе!
— Мĕн ăнланатăр эсир! Малтан хăвăн çине пăхмалла, кайран урăххисене вĕрент. Хăв туса пăх-ха… «ĕмĕрлĕхе юлакан сăнарсене». Эпĕ пăхса ларăп.
«Тен, аппаланса пăхас?» — шухăшласа илчĕ Петров.
Вăл çемçе кресло çине куçса ларчĕ те пралуксене карнă пуç кăшăлне тăхăнса ячĕ. Шухăшĕсене пăчăртаса пĕр япала çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Анчах шухăшĕсем пухăнас вырăнне саланса кайрĕç. Петров хăйĕн пултаруллăхĕ çитменнине çирĕплетсе сĕтел хушшинчен тухса каясшăнччĕ çеç, унăн пуçне хула урамĕсенче уçăлса çӳренĕ чухне курнă илемлĕ сăнарсем ӳкерчĕк çинчи пек тухса тăчĕç. Унăн куçĕсем стена çинче çакăнса тăракан тигр сăн ӳкĕрчĕкĕ çинче чарăнчĕç,унăн çав тери тигр сăнарне шăрçалас килсе кайрĕ. Вăл куçне хупрĕ те асăнче тигр сăнарне тĕрлеме тытăнчĕ…
Куçĕсене уçсан Петров кавир çинче шурă çине тĕттĕм йĕрсемпе сăрланнă тигра курчĕ. Вăл пуçне малти урисем çине хунă, вăрăм хӳрине тăсса янă.
— Тур çырлахтăр! Чĕрĕ пекех! — илтĕнчĕ Органов сасси.
Петровăн чĕринче мăн кăмăллăх туйăмĕ çуралчĕ. Çав вăхăтра тигр вăранчĕ, ура çине тăрса тăсăлса илчĕ, шап-шурă шĕвĕр шăлĕсене кăтартса анасларĕ. Бухгалтер хăйне хăй лайăх мар туйма пуçларĕ. Пуçĕ çинчен пралукĕсене илсе хучĕ те пӳрне хуçсах шутлама пуçларĕ. Хĕрĕх таран, унтан çĕр таран шутласа çитернĕ хыççăн вăл ăнланчĕ — вăл тунă фантом вăрăм ĕмĕрлĕ.
Тигр тепĕр хут карăнса илчĕ, çап-çутă шĕвĕр чĕрнисене кăларчě, унтан пĕчĕкçеç çемçе минтер пек ура лапине каялла кĕртсе хучĕ те сĕтел патне утса кайрĕ.
— Шуйттан илесшĕ! Сехмет! — кăшкăрса ячĕ Органов. Сехĕрленсе кайнăскер, кĕтесре тăракан пăхăр авăрлă туйипе тигра ывăтса печĕ. Туя тигр хырăмĕ тăрăх шуса айккинелле сирпĕнсе кайрĕ. Тигр çăварне карса хăрăлтатса илчĕ.
— Чĕрĕ… Ах… Пулăшсам, Пихампар, — сывлăшĕ пӳлěннипе аран-аран калама пултарчĕ Петров.
Органов хăйне алла илсе стена çинче çакăнса тăракан хĕçсене хăйпăтса илме пуçларĕ.
— Читлĕх! Халех читлĕх сăнарне сăнла! — кăшкăрчĕ вăл чул пек хытса кайнă Петрова.
Çав вăхăтра: «Тигра мĕнле сăнарланăччĕ-ши эпĕ, тутăлла е выçăлла? — асаилме тăрăшрĕ Петров.
— Читлĕх! Серепе! — кăшкăрнă Органов тигр уланине хупăрласа.
Петров куçне хупса асěнче тимĕртен тунă çирĕп серепе сăнарне ӳкерме пуçларĕ…