Паян кунĕпех урамра чупса ĕшентĕм. Кун мĕнле иртнине те сисмерĕм. Хырăм выçни анчах кун каç енне сулăннине асаилтерчĕ. Кĕтмен туман çĕртенех тата урамра та вăйлă çил тухрĕ. Юлташсемпе сыв пуллашса килелле уттартăм, утнă çĕрте утатăп, чупнă çĕрте чупатăп. Киле çитсессĕнех анне электричество пĕтни çинчен каларĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ тĕттĕмре? Юратнă кĕнекене те алла тытса вуласа ларма çук, çитменнине тата килти ĕçсене те туман. Ыран шкула çаплипех кайма тивет-ши? Тĕттĕмре ларас мар тесе çурта та пулин çутма шутларăм. Юрать тата çуртисене саппасласа хунă анне. Иккĕн лавккана кайсан хамах аннене çурта илмелли çинчен аса илтернĕччĕ. Вара анне пĕрре кăна мар, виçĕ çурта таран илме пулчĕ. Çак вăхăтра çурта килти хуçалăхра чи кирлĕ япала пекех туйăнчĕ. Пӳрт ăш-чиккинче аванрах çутă пултăр тесе эпĕ виççĕшне тӳрех çутма шутларăм, Тен, уроксене те ку çутăра тума пулĕ. Çуртасене çутрăм та сĕтел хушшине аванрах вырнаçса лартăм. Çунакан çуртасем епле илемлĕ! Куç илмесĕр вĕсем çине пăхса ларатăп. Ыйхă та пуса-пуса килет хама, пуçа икĕ алпа тĕревлесе ларатăп. Манăн çывăрмалла мар! Хама хам алла илсе куçа хупмасăр çуртасем çуннине сăнаса ларатăп. Ак тамаша! Çурта çулăмĕ çинче темĕнле сăнар курах кайрăм! Пит хăранипе часрах çуртасем çине вĕртĕм те сӳнтерсех лартрăм. Хам чĕтретĕп.
Пулмасть-ха тĕттĕмре ларса, çĕнĕрен çуртасене тивертрĕм, виççĕшне те юнашар лартса хутăм. Алла кĕнеке тытса сĕтел çывăхнерех вырнаçрăм. Халĕ ман вулас шухăш та, урок тăвас шухăш та çуккине аван туятăп, пур пĕр кĕнекене алăран ямарăм. Куçсем кĕнеке çине те пăхаççĕ, çурта çулăмĕ çине те тинкереççĕ. Çапла ларнă хушăра юнашар лартнă çурта çулăмĕсем таçта маччаналла хăпарчĕç те пĕрлешрĕç. Çулăм çуртасенчен татăлчĕ. Çак çулăм лаша пулса тăчĕ! Лаши вара пит çилхемес. Урисене те таканланă курăнать, пӳрт тăрăх кал-кал чупать. Йĕнерчĕке те хăй çинчех, ятарласа ман пата килме хатĕрленнĕ пулас. Çак селĕм лаша çине утлантăм, çилхинчен алăсемпе çирĕппĕн ярса тытрăм. Çĕнĕ туса эпĕ Çиçĕм тесе ят патăм. Çак ят ăна пит килĕшрĕ курăнать, чĕвен тăчĕ.
Пуçланчĕ вара туспа иксĕмĕрĕн çулçӳрев. Ăçта кăна илсе çитермерĕ мана Çиçĕм. Çăлтăрсем патне çитме мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен пулĕ эпĕ! Ак тинех ман ĕмĕт пурнăçланчĕ. Хăрах алăпа Çиçĕме ыталанă, тепринпе вара çăлтăрсене тыта-тыта пăхатăп. Чăн та, çăлтăрсем пит çутă иккен. Çак çутăра хамăн лаша сакăл пулнине те пĕлтĕм. Çăлтăрсем те пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Эпĕ те аптрасах тăмарăм, çăлтăрсен пурнăçĕпе кăсăклантăм. Пĕр пĕчĕкки мана:
— Çиçĕме ятарласа сан пата ятăмăр.
— Тавах сире, çăлтăрсем. Ман тахçанах сирĕн пата çитес килетчĕ.
Чылай хушăран эпир Çиçĕмпе киле таврăнтăмăр. Ман урхамахăм та ĕшенчĕ пулĕ. Эпĕ ăна сĕлĕ ярса патăм, кӳлмелли таврашĕсене лупас айне хутăм. Хам юлташа ырă каç сунса çывăрма кĕрсе выртрăм. Темĕнле çывăрса каяс тесен те ман пуçран Çиçĕм тухма пĕлмерĕ. Эпĕ иксĕмĕрĕн малаллахи çулçӳревсем çинчен ĕмĕтленме пуçларăм. Сисмесĕрех çывăрса кайнă.
Тепĕр кунхине ирех лупас айне хам урхамах патне тесе тухрăм. Анчах ман тусран йĕрри те юлман. Çав тери кулянтăм. Кашни кун тенĕ пек кĕтме пуçларăм çулăм лашана, анчах усси пулмарĕ. Тунсăх мана çулăм лашасăр, тунсăх.
Çакăнтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те Çиçĕмпе тĕл пулас ĕмĕте пăрахăçламарăм. Атте те мана йăпатас тесе тиха туянчĕ. Çак тихара та эпĕ çулăм лашана шырарăм. Тихапа эпир туслашрăмăр, Çулăм ят та кăмăлне кайрĕ. Çак ятпа чĕнсенех ман пата çиçĕм пекех чупса пырать.
Пĕр каçхине ниепле те ыйхă килмерĕ. Витене тухса тихапа калаçсан çывăрма пулĕ тесе тухрăм. Вите чӳречинченех çутă курăнса кайрĕ. Пушар мар-и тесе хăраса ӳкрĕм. Алăка яри уçса ятăм та ман умра çулăм лаша Çиçĕм тăра парать. Çав тери хĕпĕртерĕм хам урхамаха курнăшăн. Ав епле иккен! Ман Çулăм кашни каç Çиçĕм пулса ман пата килет. Ку вăрттăнлăх хамăр хушăра анчах юлчĕ. Халĕ эпĕ кашни каçах çулăм лашапа тĕрлĕ-тĕрлĕ çул çӳревсене тухатăп. Ку вăрттăнлăх çинчен ман никама та калас килмест, мĕншĕн тесен шанчăклă тус хама пăрахасран хăратăп.