Тимĕр кăвак
Çилхеллĕ хумсем,
Хунсен утлă çарĕ пек шелсĕр
Килеççĕ,
Хăйсен умĕнчи
Пур-çук чăрмава
Çĕмĕрсе…
Афалек Энтепе
Пĕррехинче Сарă кун çĕр-шывне çичĕ ют тапăнса кĕнĕ тет. Тăнăç пурнăçпа ырми-канми ĕçлесе пурăннăран ку çĕр-шыв çултан çул хитреленсе, аслăланса пынă. Тăшмана вара ку кăмăла кайман. Епле те пулсан Сарă кун çĕр-шывне çапса салатас шухăшпа Сехмет патша хăйĕн вĕçĕ-хĕррисĕр утлă çарне тапратса илсе кĕрет. Сарă кун патши кӳрши çаплаллах хăтланасса аса та илмен. «Пирĕн мăн-мăн асаттесем тахçан авал пĕр варти тăвансем пек пурăннă. Чинхун йăхĕсен сĕмсĕрлĕхне те пирĕн несĕлсем пĕр пекех чăтса ирттернĕ...» — тесе сăмах картни темле ылтăн сăмахсемпе çырнă çыруран хаклăрах пек туйăнса тăратчĕ Атăл патшана. Пурăна киле Сехмет патша хăй сăмаххине ячĕшĕн, кӳршĕ патшан кăмăлне çавăрас тĕллевпе кăна калани паллă пулчĕ. Кун-çул кукăр-макăр çаврăмсемпе йĕркеленнипе пĕрлех çĕр çинче тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăх пуррипе пуян. Пуянлăха хапсăнасси çут тĕнчере çав-çавах пуç пулса тăрать. Ыррине усалли такăнтарасшăн хыпкаланать.
Атăл патша чун сисĕмĕпе хăй патшалăхĕнче пурне те çителĕклĕхпе те тăнăçлăхпа пурăнтарасшăн, тепĕр чухне ун шухăшĕсем пурнăçа килнине курсан хĕпĕртет те вăл. Патшана ларнăранпа сăваç йăхĕсене «çыхман шăпăр — шăпăр мар» тесе пуçтарса çыхрĕ, ют тĕн серепине кĕрсе ӳкессинчен те сирчĕ. Чĕлхе пулмасан халăхĕ те çĕр пичĕ çинчен çухалĕ, çавна май тăван чĕлхе çухаласран та хытă тăма вĕрентрĕ. Сар кун çынни тăван чĕлхене манас тенине Тăван çĕр-шыва сутнипех танлаштарчĕ. Аваллăхран сăрхăнса килекен несĕлсен ăс-пурлăхне уяма, кулленхи пурнăçра вăл сывлăш пекех кирлине Сар кунта пурăнакансене астутарсах тăчĕ. Сăваплă Тăван çĕр-шыва атте-аннене савнă пек юратса пурăнма, çĕр çинче ĕçлесе, ака-суха туса, тыр-пул çитĕнтерсе, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, турă панă çут тĕнче тивлечĕпе çураçуллăн пурăнма вĕрентрĕ.
Çиçтӳпе айлăмĕнче ут кĕтĕвĕ кĕтекен Ахун çумăр пĕлĕчĕ пек хупăрласа килекен тăшмана аякранах асăрхарĕ. Тĕрĕсрех, ир еннелле, вăл кăтăш пулас шутпа чечек — курăк ăшне пĕр авăк çывăрма выртас-ха тенĕччĕ. Анчах та мĕн ку? Е тĕлĕк кăна-ши? Анăç енче пин-пин лаша çĕр çĕмĕрсе тăпăртаттарса пынă сасă илтĕнсе кайрĕ. Ахун хăвăрттăн çеç сиксе тăчĕ, лашисем курăка тӳлеккĕн çисе çӳренине курсан чĕри лăпланчĕ. Чим, паçăр çĕр çумĕнче выртнă чухне хăлхана пин-пин сасă пырса кĕмерĕ-и-ха? Аслашшĕ ăна инçетрине илтес тесен çĕре тăнламалла тесе вĕрентетчĕ. Малтан уяман кăна Ахун, ватă çыннăн хăлхи кăштах мăкарахран çапла калать пуль тенĕ. Çак вĕрентĕве аса илчĕ йĕкĕт, темшĕн, халĕ чи тĕрĕсси пек туйăнчĕ ăна ку. Пĕшкĕнсе ларчĕ те пуçне çĕр çумне тытрĕ, итлеме пуçларĕ… Кунта ирхи кайăксен сассисем чĕвĕлтетни, нӳрĕ уçă сывлăш хĕвел шевлипе пĕрлешсе каять те — пурте пĕрле, сим пыл шăрши пулса, çăтмах тĕнчине çаврăнать… Çакă ĕнтĕ вăл Тăван çĕр-шыв ырри, сапăрлăхĕ. Сăмахсемпе çырса кăтартма пулать-ши вара пурнăçăн тапса тăракан пархатарне чĕррĕн, çуттăн? Ун илемне сăваç йăхĕнчисем темрен те мала хурса пурăнма пĕлеççĕ çав. Çут çанталăк та, çӳлти турă та вĕсемшĕн пĕр. Чĕлхи-калаçавĕ те, турă панăскер, илемлĕ вĕсен, калаçнă тата юрланă чух çакă тата аван сисĕнсе тăрать. Ан тив, Ахун пек пĕчĕк çыншăн, çак пурнăçăн ырлăхне, çут тĕнчере унăн нумай енлĕ илемне курма пĕлни кăна пултăр. Тата улăх тăрăх çăмăллăн чĕвĕнекен лашасем. Çĕр ĕçĕпе пурăнакан çынсене çав чĕлхесĕр янаварсем ай! епле пит кирлĕ. Çурхи ака-суха вĕçленсен сăваçсем лашисене çеçен хирелле ирĕке яраççĕ. Ахунпа аслашшĕ ут кĕтĕвĕ кĕтме килĕшеççĕ те... Ытти çулсенче Чемен аслашшĕпе çӳретчĕç вĕсем ку лара-тăра пĕлмелле мар канăçсăр ĕçре. Кăçал майпенленчĕ. Ватăскерĕн урисем итлеми пулчĕç. Эх, епле çăмăлччĕ унпа пĕрле! Пурнăç мешехи-майĕсене ашшĕнчен те ытларах пĕлетчĕ — çке аслашшĕ.
Лере вара… Каварлă сăх тăшманăн татти-сипписĕр ирсĕр эшкерĕ. Эй, çӳлти турă! Амăшĕсем камсем-ши вĕсен? Епле çĕр чăтать-ши тата кун пек килпетсĕрлĕхе? Каллех Сар кун çĕр-шывне çĕмĕрсе ватасшăн, вăрттăн йăпшăнса кĕчĕç путсĕрсем. Хăйсен çулĕ çинчи мĕн ыррине тустарса ватса пыраççĕ. Ахун тăруках тăна кĕчĕ. Сехмет патша çарĕн ут такан сассисем мар-и вара вĕсем? Тăпăр та тăпăр! Çĕр кисренет тейĕн. Сарă кун çĕр-шывне илсе каякан аслă çул çинче тĕнче пĕтес пек тусан çаврăнать.
Ши! шăхăрчĕ Ахун. Вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлакан çеçен хир тăрăх ахрăмĕ саланса темччен илтĕнсе тăчĕ. «Тăван çĕр-шыв хăрушлăхра. Тăшмана ирсĕррĕн таптама парас марччĕ. Учĕсем çӳреччĕр-ха хăйсем тĕллĕнех…», — шухăшларĕ вăл. Тепĕр самантранах Ахун умне Хушка çитсе те тăчĕ. Хăй кăмăлĕпе çамрăк çичĕ юта хирĕç тăр пĕччен те тăма хатĕрччĕ, анчах та унăн хутаççинче çăкăр чĕллипе хупхӳсĕр пуçне мĕнех-ха пултăр? Часрах Атăл патша патне çитсе евитлемелле. Çĕр çухрăмлă çула тӳрĕрен кайсан Хушка виç-тăват сехет хушшинче çитекенччĕ.
Виçĕм çул Чемен аслашшĕн хурăнташĕ Халим бабай панăччĕ ку ута. Тăлăха хĕрхенчĕ-ши? Ашшĕ пуçне çичĕ ют çирĕ. Амăшĕ те хĕн-хура кайса, йывăр чирлесе вилчĕ пĕрехмай. Ахунăн хресна ашшĕ пулнă май пысăк парне кӳме те хĕрхенмерĕ.
— Чемен кум, лаши лашах ĕнтĕ. Эпĕ ырă сунса паратăп, — терĕ Халим абай. Ахун ятне, манран пултăр, пирĕн тăванлăха тата та çирĕплеттĕр. Тахçан авал эпир тăвансем те пулнă вĕт. Çичĕ сыпăкри Тĕмен папая ас илсен мăнаçланмаллисем те пайтах. «Маттур ӳс, çирĕп те вăй-халлă пул, Ахун». Унтан тата тем çăмăлпа «тăшман айне ан пул» тесе сăмахласа хучĕ. Çамрăка йĕслĕ йĕвенлĕ хушка лашана тыттарчĕ. Паянтан эсĕ унăн чăн-чăн хуçи пулăн, — терĕ хаклă хăна Ахуна хыттăн ыталаса…
Сар кун тĕп хулине Ахун каçалапа, тӳпене пин-пин çăлтăр сырса илсен çитрĕ. Ара, пĕр чарăнми хăваланипе юлан ут самаях ĕшенчĕ. Саркилте паян, пысăк пасар хыççăн, сăра-сымпыл ĕçнĕ хула çыннисем шавлакаласа унта та кунта кумаççĕ. Патша керменĕнче кун вĕçленмен-ха. Суту-илӳ тăвас тĕлĕшпе Сехмет элчисемпе калаçу ирттерет Атăл патша. Таçта, Çиçтӳпе енче Сехмет патша çарĕ пĕчĕк-пĕчĕк ялсене çунтарса та ватса, çыннисене чуралăха тыткăна илнине туймаççĕ те. Ытла та чее-çке тăшман. Унăн чунне тавăрса çавăрса та пăхаймастăн… Ара, « кӳршĕ çур пурнăç» тенине сăваçсен йăхĕнчи ватăсем час-часах калама юратаççĕ. Сехмет патша пит чее те икĕ питлине Атăл патша та таçти шалти туйăмĕпе сисет-ха, пĕрре мар улталанă вăл ăна. Вунă çул каяллахине те манман сăваç йăхĕн патши. Сăваçсене чутах шăн пăр çине лартса ямарĕ ырă тенĕ кӳршĕ. Темле çĕнĕ турă ырлăхпа пурлăх парать тесе, сăваçсемпе çумăн пурăнакан Хасăр ялĕнче пурăнакансене илĕртсе чылайăшне хăй майлă çавăрчĕ. Хăшĕсем çакăнпа килĕшме пултараймарĕç, ялĕсене пăраха-пăраха Атăл патша çĕрне куçа-куçа ларчĕç. Çапла майпа çăлăнăç тупрĕç те вĕсем.
Ахуна патша керменне тăруках кĕртсе ямарĕç. Пĕр-пĕр усал шухăшлă çын пуль тесе ӳппĕн те тӳппĕн тĕрĕслерĕç. Сăваç чĕлхин вырăнти калаçăвĕпе сăмахлаканскере, хуралçăсем хисепе те хумарĕç пулĕ çав.
— Çеçтӳпе айлăмĕнче кĕтӳ кĕтсе çӳреттĕмччĕ. Анăç енче пин-пин ут сассине илтрĕм те сехметсем каллех пирĕн çĕр-шыва тапăнса кĕчĕç пулĕ терĕм, пĕлтерме килтĕм эпĕ, — терĕ Ахун.
— Кам пулатăн эсĕ? — терĕ çутăрах сăн-питлĕ хуралçă.
— Ахун. Кĕтӳçĕ эп… Тата темĕн каласшăнччĕ вăл, анчах та ытлашши сăмах ĕçе пăсса кăна хурĕ терĕ пулмалла. Малалла хуралçă калаçма пуçларĕ те кĕтӳçĕ пуçне чикрĕ.
— Суятăн пуль эсĕ. Чикке хураллакансенчен мĕншĕн хыпар çук вара? — хăвăрттăн каласа хучĕ хуралçăсенчен пĕри, ахăртнех асли пулас.
— Эпĕ куçпа курнине мар, хăлхапа илтнине калатăп, — терĕ Ахун.
— Ытла та тĕлĕнтеретĕн эс мана. Таçта аякрине çын мĕнле илтме пултараять вара?
— Кунта пысăках ăс кирлех те мар. Эпĕ ку ăсталăха Чемен асаттерен вĕренсеччĕ, — юриех хăйне нумай пĕлекен пек калаçрĕ яш-каччă. Сăмахĕ вара тӳрре те килчĕ пулас.
— Чемен тетĕн-и? Темле илтнĕ ят пек. Хăш ялта пурăнать вăл?
— Çиçтӳпе тенине илтнĕ-и?
— Мĕнле пĕлместĕп вара?
— Эп хам çав тăрăхра çуралса ӳснĕ. Ачалăхăм ман унта иртнĕ…
— Эсĕ, Ахун, кайма ан васка-ха. Эпĕ эс каланине çӳлтисене çитернĕ вăхăтра лашуна курăк çине яр. Хăв та инçе çулта выçмаллипех выçнă –тăр…
Сарă кун çĕр-шывне каллех çĕнĕ кун килнĕ. Атăл патша Сехмет патша çарне тĕппипех çапса аркатнă ятпа чаплă ĕçкĕ-çикĕ ирттернĕ. Вăрçăра палăрнисене хисеп туса сим пылне те пички-пичкипех уçнă. Çав савăнăçлă уявра Ахун кĕтӳçе те пулма тӳр килнĕ. Чемен ватăн та, Ахуна пула, сумлă кĕрекене ларма тивнĕ. Патша аллинчен парне те илме тивĕçнĕ пирĕн халапри сăнар. Сарă кун çĕр-шывĕнче каллех савăнăçлă сар хĕвел выляса тухнă.
Çиçтӳпе айлăмне малашне яланлăхах, ылтăн шывĕпе çырнă çырупа çирĕплетсех, Ахуна панă тет.