Хуларан яла эп çитрĕм
Шăп кăнтăрлала.
Хуняма мана сăйларĕ
Ăшă сăрапа.
Ах, хуняма, хуняма —
Иккĕмĕш анне,
Сăра тума çитейменшĕн
Ан хăрт кĕрĕвне.
Хунямаçăм янтăланă
Тахçанах мунча.
Арăмпала килентĕмĕр
Сиплĕн çапăнса.
Ах, хуняма, хуняма —
Иккĕмĕш анне,
Мунча хутма çитейменшĕн
Ан хăрт кĕрĕвне.
Така пуç шӳрпи çитерчĕ
Хуняма савса.
Аншарлине те сыптарчĕ
Кăшт сивлек пăхса.
Ах, хуняма, хуняма —
Иккĕмĕш анне,
Такине пусма çитменшĕн
Ан хăрт кĕрĕвне.
Тутине хăш чух тăсать пек
Хуняма темччен.
Пăртак пурпĕр укçа пачĕ
Пур-çук пенсинчен.
Ах, хуняма, хуняма —
Иккĕмĕш анне,
Укçа çапакан пулманшăн
Ан хăрт кĕрĕвне.