Пурăнать чăваш пин çул
Мăн Çавал тăрăхĕнче.
Кăмрăк, шăмă, кĕл те чул
Тухĕ тĕрлĕ сăрт çинче.
Чăн хыпар калать пире
Темĕн чухлĕ çын шăмми.
Кур чӳлмек çинчи тĕрре —
Вăл пĕлтерĕ йăнăшми.
Çын вилсен те пичĕпе
Выртнă-мĕн хĕвел енне.
Пӳрт лаша янахĕпе
Çирĕп тытнă никĕсне...
Хамăр тенĕ япала
Пуринчен те пахарах.
Кăлармастпăр çĕн йăла,
Пурăнатпăр унсăрах...
Çак сăмах çав тапхăрта
Çирĕпленнĕ ахăртне
Мăсăльманлăх Пăлхарта
Çĕклесессĕн хĕç-хăртне.
Сĕм вăрманлă Вирьяла
Тарнă-мĕн хăш-пĕр пăлхар.
Шухăшланă-тăр аллах
Çитес çук тесе вăр-вар.
Çитнĕ-шим çапах кайран
Хай патша нӳкерĕсем,
Тухăçран е анăçран
Килнĕ-шим вăр-хурахсем —
Çĕтнĕ, пĕтнĕ Пăлаху,
Ним çурт-йĕрĕ те юлман.
Çавăнпа та вăл салху,
Кашламасть кунта юман.
Хăй пĕтсен те — хурăнташ
Ларнă тухнă çывăха:
Пуçĕпех çĕтмен чăваш,
Çухалман яланлăха.
Ун ятне-чысне çĕклет
Тĕрлĕрен Упи, Супар —
Пурăнать, ĕрчет, ĕçлет
Авалхи пăлхар-сăвар.