Мĕн-ма-ха вилĕмрен эпир хăратпăр?
Сехре хăпать-çке тамăк куриччен...
Кама мĕн пӳрнĕ, çавăнта пулатпăр,
Пурнасчĕ шикленмесĕрех унччен.
Мĕн-ма-ха тăшманран пĕрмай таратпăр?
Тен, пирĕнтен вăл теветкеллĕрех
Кăштах хăмсарчĕ — чĕтреме пуçлатпăр,
Пуçа пĕксе çӳретпĕр ĕмĕрех.
Мĕн-ма-ха чăнлăхран та пăрăнатпар?
Вăлах сиплет, тен, юнлă сурана.
Эпир çапах та пĕр-пĕрне суятпăр,
Шап-шурă тетпĕр... хурана.
Мĕн-ма-ха
Ыйтăва хуравлаймастпăр...
Тен, аттесем пилленĕ хăрама?
Сехре хăпартнăн урăх пурăнмастпăр, —
Ан кайтăрччĕ яш ĕмĕр харама!