Аслă вăрçă вăхăтĕнчине асаилсе
Килте кулленех пĕччен тăра-тăра юлакан пĕчĕк Вихтĕр туять: «Çутă кăларакан, сапалакан кĕленче таçта пӳртрех пулма тивĕç. Тĕлĕнмелле кĕленче вăл, амăшĕпе Пăраски аппăшĕ «тĕкĕр» текенскер: пĕр енĕ — çулăмлă кăвар та, тепĕр енĕ — хуп-хура. Ăнланмасть Вихтĕр: ма икĕ енне те çутатмалла, икĕ енне те сăн-пите кăтартмалла туман-ши ăна? Тата амăшĕпе аппăшĕ мĕншĕн пытара-пытара хăвараççĕ-ха ăна? Вихтĕрĕн вара çав кĕленчене алла илсе, хĕвеле хирĕç тытса пӳрт ăш-чиккинче çутă куяна чуптарас та вăйă выляттарас килет. Вихтĕрĕн çеç-и?! Авă мулаххая аса илтерекен кушакăн та унта-кунта сиккелесе вылянакан çутă куянпа аташас кăмăлĕ пур пулас, вăл, «ма йăлтăртаттармастăн кĕленчӳне» тенĕн, куç сиктермесĕр Вихтĕр çине пăхса ларать сак çинче. Унччен мал енчи пĕрене çурăкĕнче тăнă тĕкĕр паян унта çук. Ĕнер амăшĕ, ĕçрен кĕтмен чух килсе кĕнĕскер, Вихтĕр урайĕнче тĕкĕрпе ним шиксĕр выляса ларнине курнăскер, ачине çапла каланăччĕ:
— Хă, шĕпĕн, унта кармашса çитмелле ӳсрĕн те пулать-и-ха? — тенĕччĕ ачине хăйпе юнашар тăратса. — Ӳсен çав, ӳсен.
Амăшĕ хыççăнах аппăшĕ те килсе кĕрет.
— Пăраски, — тет амăшĕ Вихтĕртен илнĕ пĕчĕкçеççĕ тĕкĕре çитĕнсе çитнĕ хĕрне парса, — çĕмĕрсе пăрахиччен пуçтарса хур-ха.
Вихтĕр, тăван килĕнчех ют çурта пырса лекнĕн, пӳрт ăш-чиккине чĕрĕ куçĕпе хыпаласа çӳрет. Пуçĕнче тĕрлĕ ыйту: «Ăçта пытарса хунă-ши? Ма пытармалла-ши? Мĕнле кĕленче ку? Çунать çулăм пек — çав хушăрах пĕçертмест...» Ун çине кăмăллăн кулса пăхсан, кĕленчере курăнакан ача та кăмăллăн кулать. Чĕлхе кăларса витле çеç — лешĕ те парăмра юлмасть. Калаçма пăхсан кăна тутине мăкăльтеттерет те сасси илтĕнмест.
Пуçлать Вихтĕр шырама-а... Пукан лартса кăмака çине улăхать, алли тăсăлса çитнĕ вырăнсене питĕ тимлĕн хыпаласа тухать. Ирĕксĕрех анма, пӳртри ытти вырăнсене пăлхатма тивет, анчах... Эх-ха-ха-ах, темелле мар-и кун пек чух? Тен, Вихтĕр çĕмĕрсе пăрахасран шикленсе Пăраски аппăшĕ ăна çенĕкех илсе тухса хунă? Тухать ача çенĕке. Хĕллехи уяр сивĕпе хытăркаса кайнă ăпăр-тапăр хушшинче нумай шыраймасть вăл: алли кӳтнипе, ун чухлĕ йышлă япала хушшинче пĕчĕкçеççĕ кантăка шыраса тупас çуккине ăнланнипе, тин кăна вĕçме вĕреннĕ чĕкеç йăвине пач чăмнă, каялла, ăшă пӳртелле, вĕльт кĕрсе тарать. Ăнланать, туять пĕчĕк Вихтĕр: чуна хаваслăх кӳме пултаракан çавнашкал çутă кĕленчене ни амăшĕ, ни аппăшĕ сивĕ çенĕке кăларса хурас çук-ха.
Мулаххай евĕр çăмламас кушак çумне пырса ларать ача. Кушакки хӳрине чăнк тăратса хуйха лекнĕ Вихтĕр çумне ачашшăн йăпшăнать, ăна мăр-мăр юрри юрласа лăплантарма пăхать. Шăнсах çитмен чӳречен çӳлти куçĕнчен хĕвел çути тапса кĕрет. Урайĕнчи тăваткал çутă, чӳречерен тапса кĕрекенскер, куç кĕскине аса илтерекенскер, пушшех вĕ-чĕрхентерсе ярать ача чунне. Эх, чăн та, ăçта-ши асамлă кĕленче? Чим, чим, мĕн ку? Мĕскерле çутă мулкач унта, мачча хăми çинче? Епле улăхса кайма пултарнă вăл унта çитиех?
«Ăхă, кăмака умне тĕрĕслемелле», — шут тытать ача.
Вихтĕр йăпăлти кушака айккинелле сирсе кăмакан ум енчи шăтăккине аллине чикме пăхать. Ӳссех çитеймен иккен вăл аллине унта чикмеллех. Мĕн тумалла капла? Сиксе анать те урайĕнчи пушă чугуна илсе ăна пукан çине ӳпĕнтерсе хурать. Аппаланкаласа чугун тĕпĕ çине улăхса тăрать те... Акă вăл. Тăрăст сиксе анать Вихтĕр, кушакки те лар-масть тек-тек сак çинче — чалт сикет урайне. Куç кĕскине хĕвел çути тĕлне тытсан тĕттĕмрех сак айĕнче, хăмăр пĕрене çинче, пĕчĕкçеççĕ çутă куян сиккелеме тытăнать. Эх, тытасшăн аппаланать кушак мулаххай, вăл ытла путишле сиккеленине кура Вихтĕр куçне шăлсах ахăлтатать.
— Тыт, тыт... А-ха-ха... Ăхă, тытаймастăн-и? А эп тытап. Хоп! — хăрах аллипе кĕленчене хуплать ача — куян пăч çухалать таçта, кушак ним ăнланмасăр ун-кун пăхкалать, вара ăна кӳрентерес мар тесе Вихтĕр аллине илет тĕкĕр çинчен, каллех чăлтти-чалтти сиккелеме тытăнать лешĕ.
Çапла аппаланса ларнă хушăра, пач кĕтмен чух, кĕленче алăран шап тухса ӳкет те... Ай-юй, мĕн ку? Урайĕнче шăп та лăл виçĕ катăк вырта парать. Кашниех çутатать тата, кашнин çине пăхсанах е тĕлĕннĕ ачана курать Вихтĕр, е тарăхнипе чĕлхине кăтартакана. Кушак мулаххай та тĕлĕнет пулас, Вихтĕр умне пырать, çĕрте выртакан çутă кĕленче кантăк-не малти тяппипе тĕрткелесе илет...
Ĕçрен килсен кăмака шăтăкĕнчи куç кĕски мĕншĕн, кама пула çĕмĕрĕлнине пысăккисем тӳрех ăнкарса илеççĕ. Вихтĕр амăшĕ тĕлĕнет:
— Хă, шĕпĕн, пĕр кун хушшинчех унта çитмеллех епле ӳснĕ вара эс? — тет.
Пăраски аппăшĕ кӳренсе çапла калать:
— Ме, — тет çутă кĕленче катăкĕсене Вихтĕре парса. — Кирлĕ мар мана кунашкал тĕкĕр. Вăт пăх-ха, кама куратăн эс унта?
— Пĕлмес, — сăмсине нăш туртать шăллĕ.
— Хă, пĕлмес тет тата... Сан тăшману вăл. Чăрсăрланать-чăрсăрланать те санне хăвăннех хăлхуна пăртарттарать.
— Пхэ-эй, — куланçи тăвать Вихтĕр пиччĕшĕ Петя, — ытлашши ан кулян эс, аппа. Сана хам туянса парап лайăхраххине. А эсĕ, Вихтĕр шăллăм, лайăхрах пăх вăл кантăксем çине... Кама куратăн-ха вĕсенче?
— Пĕлмес...
— Хă-хă, — кулать те пуçран шăлса пиччĕшĕ шăллĕне калать. — Сан тусусем вĕсем...
Виçĕ катăк... Вĕсемпе пĕр вăхăтра темиçе çутă куян та сиктерме пулать пӳртре. Телей-и ку? Анчах ăнланмасть Вихтĕр: пăхма пĕр пекех курăнакан ача Вихтĕршĕн епле майпа тус та, тăшман та пулма пултарать-ши? Хăш катăкĕнчен курăнаканни тус-ши, хăшĕ — тăшман? Эх, тăшманĕ хăшне пĕлес пулсанах çав катăка Вихтĕр хăма çурăкĕнчен тĕпсакайнелле чăмтарĕччĕ. Мĕн тума кирлĕ Вихтĕре çумри тăшман?
Амăшĕ те шӳтлесе, те чăнласа ачине хăратма пăхать:
— Эсĕ, ачамккă, итлеми пулсах пыратăн, — тет анчахрах хутса янă кăмакари пуленкесене турчăкапа тĕрткеленĕ май. — Эпир çук чух айăн-çийĕн çавăратăн. Каплах итлемесен... Ха, эсремет пуленки, урлă хирĕнсе ларчĕ те яхăнне те мĕн тумасть... Аннӳне каплах итлемесен, Вихтĕр ачам, аçу вăрçăран килсен веç каласа парап, — кăмакари пуленке тинех «мĕн турĕ» пулас та, амăшĕ турчăкине пăтана çакать. — Вăт теп аçуна, килте шутсăр чарусăр арçын çитĕнет, чар ăна теп. Сана чарать вăл вара... У-у, аçу килсен-и?.. Тӳрех калап: «Акă сан улмуçиçин çимĕçĕ, хăвах шантарса пурăн шăлна», — теп. Тăхта, аçу килсен-и эп сана!.. Ну, ăрсурник, халь лайăхрах тумлан.
Мĕншĕн тумланмаллине Вихтĕр пĕлет-ха, пурпĕр ыйтать:
— Ма? Мĕншĕн пит хыпаланса тумланмалла, анне?
— Мĕнле ма? Асаннӳне кăвар кӳрсе паратăн...
* * *
Витре тулли кăвар телей çĕклесе пыракан мăнукне асламăшĕ: «Халь, — текелетчĕ ялан, — хам патра çĕр каçăн. Эсĕ çумра чух, вут кайăкăм, кăмака хĕрсе çитеймесен те, пӳрчĕ лайăх ăшăнать. Эсĕ çумра чух, пĕрлĕхенĕм, вăрçă саманин сивĕ пăрĕ чунран тухса ӳкнĕн туйăнать. Çăпа-та калăпĕ мăнăш кăна-ха эс, пурпĕр, кăвар витрине каллĕ-маллĕ йăтса, пысăк ĕç тăватăн. Ĕçшĕн çынна мĕн авалтанпах тӳленĕ. Тӳлев вырăнне эп, ылтăнăм, юмах каласа парăп сана, юрă юрлăп, халап сукмакĕпе юрттарăп...»
Асламăшĕ çапла çурăмран лăпкаса, пуçран шăлса ырлани ачана савăнтарать, анчах та пĕррехинче, ир тăрсан, пит кулянма тивет ун. Тăла пиншакĕн кĕсйине чиксе пăхать те, куç кĕскин виçĕ катăкĕнчен пĕри çук. Ĕнер, асламăшĕ патне кăвар илсе киличчен, чиперлесех çак кĕсьене чикнĕччĕ вĕт-ха. Асламăшĕ ача пăлханса кайнине сисет те:
— Мĕн çухатрăн, шăхлич? — тет.
— Ак çакăн пек кантăксем ман темиçеччĕ, халъ ак кун чухлĕ çеç. Пĕри таçта кайса кĕнĕ.
— Кăтарт-ха, кăтарт, — асламăшĕ мăнукĕ панă куç кĕски кантăкĕсене тытса пăхать. — Ах, хитре!.. Вĕсене эс пĕр çĕрех чиксе ан çӳре, пĕтĕмпех çухатса пĕтерĕн. Ак кăна кунта хурăпăр хальлĕхе, тепри хăвна пултăр, — кăмака карчĕ çине хурать пĕр катăкне асламăшĕ. — Эсĕ лешне, çухалнине, ахăртнех, таçта акса-тăкса хăварнă пулас.
Вихтĕр «таçта акса-тăкса хăварнă пулас» тенине илтсен хăпăл-хапăл тумланать те урамалла тухса вĕçтерет. Тинех аса илет ĕнер каç пулттипе пулни-иртнине... Енер вăл тарăн кĕрте аша-аша çиле хирĕç вăй çитнĕ таран танкăшнăччĕ асламăшĕсем патнелле. Пач кĕтмен чух лаплатса ӳкет те витрери кăвар чашлатса та кĕл вĕçтерсе юр çине сапăнать. Мĕн тумалла капла? Çил вĕрнипе ялкăшаканни ялкăшать, сӳнекенни куç умĕнчех мăкăрланса сӳнет. Кăвар, амăшĕпе асламăшĕ каланă тăрăх, шăрпăк вырăнне. Шăрпăкне вара çăкăрпа кăна тупма пулать иккен усламçăсенчен. Мĕн чухлĕ çăкăрлăх кăвар пĕтет куç умĕнчех! Вихтĕр хăрах аллипе витрене тайăлтарса тытать, тепринпе, пĕçерттере-пĕçерттере, кăвара хăвăрттăн иле-иле витрене пăрахать. Юрать алă айĕнче юр нумай, чăтма çук пĕçерттернĕ вăхăтра алли хăех пашт чикĕнет кĕрт ăшнелле. Юлашкинчен, пĕр вăхăтрах кăвар хĕрӳлĕхĕпе те, юр сиввипе те кӳтсе çитнĕ аллисене алсиш тăхăнас тесе ăна сылтăм кĕсйинчен туртса кăларать. Шăп та лăп çавăн чух тухса ӳкнĕ те ĕнтĕ Вихтĕрĕн асамлă çутă кантăкĕсенчен пĕри. Шыраса тупмаллах ăна!
Тупмаллах... Тупса пăх-ха çĕрĕпе юр çунă та хӳтернĕ урамра. Унта, тин çеç аланă кункăрари çăнăх пек, тип-тикĕс те яп-яка. Хĕл Мучин çил çулăкĕ тикĕслетнĕ çапла. Вихтĕр, ним тăвайман енне, ассăн сывласа илет: «Эх, пĕлесчĕ, кама çухатрăм-ши: тусăма е тăшмана? Асанне патĕнче юлнă катăкран курăнаканни кам-ши: тус е тăшман? Хам кĕсьери тата кам?..»
Вăхăт вăл Вихтĕрĕн вăрçа тухса кайнă ашшĕ чавса лартнă хапха юпи мар: шăвать малаллах, юртать, вĕçет, вирхĕнет...
Пач кĕтмен чух кĕрсе тăрать пĕррехинче, тин çеç каç пулса тĕттĕмленсен, пӳрте çĕлĕклĕ çын. Апла-капла ыйткаланçи тусан: «Эпĕ сан аçу вĕт!» — тет те хайхи пуçлать Вихтĕре утьăкка çĕклеме те ыта-лама. Часах амăшĕ те вирхĕнсе кĕрет... Ашшĕ ытамĕнчен ирĕке тухнă ача шутлать: «Анне эпĕ чăрсăрланнине веç каласа парать ĕнтĕ халь... Вара атте мĕн тăвать-ши?..»
Салтак курма çынсем пырса тулаççĕ. Вихтĕр сасартăк çывăрса каять. Ир те пулать, амăшĕ темшĕн: «Вăт, килте шутсăр чарусăр арçын çитĕнет. Вăт, сан улмуççин çимĕçĕ, хăвах шантарса пурăн шăлна...» — темест.
«Хăçан калама шутлать-ши? — шуйханать ача. — Тен, эпĕ татах айăпа кĕрессе кĕтет?..»
Темлерен темле ашшĕ, хĕл кунне пăхмасăрах, çуна çине вырнаçтарнă çатан тулли кăвак катăк чул кӳрсе таврăнать таçтан: «Пĕрре этем ретлĕ мунча хутса кĕрер-ха, — текелет хăй. — Мунча чулĕнчен хăйăр купи çеç тăрса юлнă иккен, çĕнĕрен купалама те çитет ĕнтĕ ку? Юрĕ, карчăк, хальлĕхе, çăва тухиччен, çырлахкалăпăр. Паянах купаласа парап, а эсĕ, амăшĕ, ыран ирех хутса яр, кун çутипе кĕрсе тухмалла пултăр...»
Мунча... Пиçнĕ паланран та ытларах хĕрелсе кайнă пиччĕшĕ вашкăнса çитет унтан. Амăшĕ Вихтĕре: «Атя, халь сан черет», — тесе çавăтсах каять те хывăнтарса мунча алăкне кăштах уçса калать: «Ашшĕ, ак çакна та мĕн ту-ха...»
— Тумтирĕсене кунта пар, — тет ашшĕ. — Пăтана çакса ярам.
«Ăхă, — шухăшлать ача, — лекрĕм курăнать. Анне каласа панă пулас. Мĕн ту-ха терĕ. Мĕн тумаллине çеç каламарĕ. Манпа мĕн тумалли пирки унчченех килĕшсе татăлнă-шим?..»
Çекĕлти хуранра сăпса сĕрлет тейĕн; нăй-нăй, сăр-сăр... Сывлама çук пăчă.
— Ну, мĕнле? — ыйтать ашшĕ ачинчен.
— Уф-ф, — хуравлать лешĕ. — Ăфӳ-ӳ...
Кăшт ларкаласан ашшĕ лапка çине сивĕ шыв сапса ывăлне унта çĕклесе вырттарать. «Чулне сивĕ шыв сапса сивĕтес-ха», — çапла каласа милĕк ярса тытать те майĕпен, васкамасăр çатлаттарма тытăнать ывăлне. Кăштахран Вихтĕр тӳсеймесĕр çухăрса яраты «Ай, пĕçерет!»
— Пĕçерет? — пач кĕтмен чух чаш тутарать ашшĕ унчченех ывăлне чăпăл тума хатĕрленĕ уçă шывпа.
— Ыш-ш-ш!
— Халь сивĕ-им? Тус эппин пăчă пуличчен. Тăкăскă шăршăллă та сулмаклă милĕк çат-çат! çат-çат! тутарнă хушăра ача пуçĕнче мĕлтлетсе илет: «Ну-у, ку аннене... Ма элеклесе панă-ши? Кур халь, пĕртте хĕрхенмест...»
Хĕрхенме каларĕ-ха, ашшĕ часах ăна, вĕри çатма çинчи икерче çавăрнăн, илсе ӳпне хурать, вара каллех пуçланать чĕрĕллех хĕнесси: «Ай-яй, вĕлересшĕн-им?» Ашшĕ кайăк сăмсиллĕ авăрлă алтăрпа чаш сапса çĕнĕрен ĕçе пикенет.
Кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек кӳтсе çитнĕ ача пурпĕрех чăтать, шăлне çыртса лартнă та — çапмассерен эхлетет. Чылайран тин вĕçленет милĕкпе «хĕнесси».
Лайăх кăна çуса шыва кĕртсен, тумлантарнă чух Вихтĕр шăлаварĕн кĕсйинчен тĕкĕр катăкĕ тухса ӳкет. Ашшĕ ăна илсе шывпа чӳхет, унтан хăйне тĕсет, вара ывăлне пĕчĕк чӳрече умне илсе пырса:
— Вăт, — тет, — халь кур: епле тасалса, хитреленсе кайнă тĕкĕртен пăхакан ача. Хăмла çырли тесе калас, хăмла çырли мар, пĕрлĕхен те ăна çитеес çук.
Лăпланкаланă Вихтĕр ыйтать:
— Кам вăл?
— Хăшĕ?
— Тĕкĕрте курăнаканни.
— Эсĕ.
Ачи тĕлĕннине кура ашшĕ ыйтать:
— Ĕненместĕн-им? — тет кăмăллăн. — Ак аллупа хăлхуна тыт-ха... Ну, тĕкĕрти ача тытрĕ-и хăлхине?
— Ăхă.
— Халь ил-ха... Илчĕ-и?
— Ăхă... Тĕлĕнмелле. Пĕркун мана Пăраски аппа: «Сан тăшману вăл», — терĕ тĕкĕрте курăнакан ача пирки. Петя пичче вара: «Сан тусу вăл», — терĕ. Эсĕ вара, атте: «Эсĕ вăл», — тетĕн. Хăшне ĕненмелле капла?
— Пурне те.
— Мĕнле апла?
— Çаплах. Хăш та хăш кун ырă ĕç тăватăн — тĕкĕр умне пырсанах сан çине тус-юлташу пăхать, хăçан та хăçан пăсăк, пăрнăç ĕç тăватăн — çавăн чух тĕкĕртен шăп та лăп сан пек тăшману пăхса тăрать. Кăна эс ӳссе çитсен хăвах лайăх ăнланăн-ха. Вăт çапла, ачам...
Ашшĕ тата тем каласшăнччĕ пулас, мунча умĕнче амăшĕн сасси илтĕнсе каять:
— Эй, арçын каманти, ĕнсе каймарăр-и унта? Кĕркури, кулачă пиçсе çитмест-и-ха?
— Çитрĕ. Пит лайăх пиçрĕ. Ме, ĕненмесен хăв çыртса пăх... — Вихтĕре амăшне тыттарать ашшĕ.
* * *
Ни юнĕ çук вăхăтăн, ни чунĕ, ни çунат-ти çук, ни алли-ури — пурпĕр самантлăха та чарăнма пĕлмесĕр вĕçет малалла. Кам хăвалать-ши ăна? Анчахрах мунча хутса ывăлне милĕкпе «хĕненĕччĕ» Çтаппан Кĕркурийĕ, сакăр-тăхăр кун иртет-и, иртмест-и — каллех мунча...
Лапка çинче шăлне çыртса выртакан, милĕк вĕтеленипе нушаланакан Вихтĕр шутлать: «Пĕрре айăпа кĕнĕшĕн мĕн-ма темиçе те хĕнемелле-ши?» Ачине çапса ярсан чул çине шыв сапа-сапа милĕксене ашшĕ лайăхрах ярса тытать те лапка çине хăпарса ларса пуçлать хăйне çатлаттарма. Урайĕнче ĕфлетсе ларакан ача ăнланмасть: «Ха, хăйне хăй ма хĕнет ку атте? Мĕн, вăл та айăпа кĕнĕ-шим?..» Ашшĕ çапăнса урайне анса ларсан Вихтĕр хăю çитерсе майĕпен ыйтать:
— Атте, — тет, — эсĕ те айăпа кĕнĕ-им?
— Айăпа? — сивĕ шывпа питне çума хатĕрленнĕ ашшĕ алтăра сак çине лартать. — Ма апла шутлатăн, ачам?
— Эпĕ айăпа кĕнĕччĕ тахçан... Анне: «Аçу килсенех каласа паратăп, вăт вара сана вăл тăна кĕртет», — тенĕччĕ. Мана эсĕ икĕ хут та милĕкпе тăна кĕртрĕн ĕнтĕ. Халĕ вара хăвна та вĕтелерĕн. Кала, эс мĕн айăпа кĕнĕ атте?
Ашшĕ тем ăнкарса вăлтса хуравлать:
— Айăплă çав эп, — питне сивĕ шывпа çунă май калать вăл. — Асаннӳне ĕнерех çăпата хуçса пама пулнăччĕ, такки алă çитерейместĕп. Вăт çавăнпа тăна кĕртсе илтĕм-ха эп хама. Сăмаха тытайманшăн.
Ашшĕнчен Вихтĕр кăшт шикленерех парать пулин те, темшĕн-çке, самантлăха та уйрăлас килмест унран, мĕншĕн тесен унпа чух ялан мĕн те пулин кăсăкки тупăнать.
Çу вăхăчĕ. Ашшĕ пахчара хурлăхан пухать.
— Крак! — тет хурăн тăрринче ларакан ула курак. — Крак!
— Ăнланмалла, — ула куракпа пупленçи тăвать Çтаппан Кĕркурийĕ. — Халĕ нӳрĕк тем пекех кирлĕ. Çумăр çусан тыр тĕшши сулмаклă та пирчев пулать.
— Вăл çăвассине ăçтан пĕлетĕн, атте? — ыйтать Вихтĕр ăна-кăна тĕшмĕртеймесĕр.
— Ула курак евит панинчен. Вăл краклатса çӳреме тытăнсан, ачам, çумăр пулатех. Кайăк чĕлхине ăна тăнлама пĕлмелле. Кашнин хăйĕн сасси, хăйĕн хыпарĕ-евичĕ. Ав кур, чĕкеçсем çĕр çийĕн чĕвĕлтетсе вĕçеççĕ. Вĕсем те, ывăлăм, çумăр пуласса систереççĕ. Çумăр умĕн тĕрлĕ ӳпре-вăрăм туна таврашĕ аяла анать. Вĕсемпе тăранса пурăнакан чĕкеçĕн те вара ирĕксĕрех аяла анма тивет.
Чăн та, каç енне тĕксĕм пĕлĕтсем тупене карса илеççĕ те талăк ытла чарăнмасăр лăпăстатать çумăр.
«Ăхă, — тет Вихтĕр хăйне хăй, — манăн та кайăк чĕлхине вĕренме, çут çанталăка сăнама тытăнмалла...»
Тепĕр ирхине, уçă чӳрече умĕнче çывăраканскер, тăр-р! тăри-и! тенине илтсе куçне уçать ача. Вĕсен пӳрчĕ уй хĕрринче. Çавăнпа та хир кайăкĕсен сасси — тăри тăрлатни, путене пĕтпĕлтетни — ялан уçăмлăн илтĕнет.
— Тăр! Тăр!.. Тăтăр-и, тăтăр-и? — юрра шăрантарать ырма пĕлмен тăри.
«Тăтăм-ха, тăтăм», — Вихтĕр хăйпе хăй ăшра пуплет вырăн çинче карăнкаласа ларнă май. Амăшĕ тултан кĕрет те:
— Эсĕ хăвах вăраннă-çке, — тет тĕлĕнсе. — Аван-ха ку. Лаçра çĕр улми пиçет. Сывлăмпа çулма лайăх тесе аçу Йӳçкăшкар çырмине шуçăмлах кайрĕ. Тăр, тумлан, апат леçетĕн ун патне. Кала аçуна: паян, кăнтăрла иртсен, хуларан Кирук кукку килет. Çынран каласа янă хăй килесси пирки.
Вихтĕр амăшĕпе пĕрле лаççа тухать, лешĕ ачин хăрах аллине уйран чĕресĕ, теприне тутăрпа çыхнă чашăк тыттарать.
— Пӳртрен кашăк илсе тух, — асăрхаттарать амăшĕ.
Вихтĕр чашăкпа чĕресе çенĕке лартать те кашăк илсе тухать, вара чашăка çĕклесе урамалла çул тытать. Урама тухнă-тухман такам шăхăрнă пек туйăнать ăна. Анаталла пăхать, тăвалла — никам та çук. Пӳрт пуçĕнче, йăви умĕнче, ларакан шăнкăрч шăхăрнă иккен.
— Мĕн ĕçсĕр аптăраса ларатăн эс унта? — мăкăртатать ача. — Улăха çитмелле ман часрах, эсĕ пур...
— Чим-чим, — сас парать карта çинчи çерçи. — Чим-чим.
«Мĕн чимлетет тата ку?.. Э-э, чим, кашăк илме кĕрсен, эп уйран чĕресне çенĕкех лартса хăвартăм-иç», — тинех аса илет хайхи. Чашăка курăк çине лартса каялла чупса кĕрсе каять, уйран чĕресне çĕклесе тухать. Çак мыскарана курса савăннă шăнкăрч çунат çапса ахăрать...
Вăрман хĕрринчи çырмара, йывăç тĕмисем çывăхĕнче, ашшĕ çавапа хăлаçланать. Чашт! чашт! тăвать çивĕч çава. Çăра курăк паккусĕ хулăн, Вихтĕре кăвапа таранах. Ешĕл курăк чĕслĕ шăрчăксем, çĕр çумĕнчен темпе таптарса янăн, çын утнă май чĕлтĕр-чĕлтĕр сирпĕнеççĕ. Акă пĕри, пӳрне пекех тачкаскер, сулăмлăн вĕçсе иртсе каять. Хĕрсе ĕçлекен ашшĕне ывăлĕ: «Чарăн, атте, апат илсе килтĕм», — теме шутлать çеç, темле кайăк хыттăн та васкавлăн: «Чăк-чăк, чарăн-чарăн-чарăн тăк!» —теме ĕлкĕрет. Ашшĕ çавине хурса çулса пăрахнă курăк çине ларать, кайăкĕ çаплипех чарăнма ӳкĕтлет: «Чăк-чăк, чарăн-чарăн-чарăн тăк!»
— Чарăнтăм-çке, чарăнтăм, — тет ăна хирĕç Вихтĕр ашшĕ, меллĕнрех вырнаçса тутăра салтать. — Эсĕ те лар, ачам. Апат пĕрле лайăхрах анать, — хăй çумне лартать вăл ывăлне.
Алла çăкăр чĕлли тытнăччĕ кăна, тĕм хушшинчен урăх кайăк сасси, илтĕнет:
— Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи-и-и, — тет хăй вăрăммăн. Темле аван мар пулса каять: паян нимĕнле ĕç те туман Вихтĕр, çиме вара ашшĕпе юнашар шăтăр-шăтăр кĕрсе ларнă.
— Ма çиместĕн?
— Итле, атте. Ав мĕн тет çав кайăк: «Еçле, ĕçле, ĕçле çи-и-и...» Эп вара паян ним те туман.
— Епле туман? Хире апат илсе килнине эс ĕç вырăнне хумастăн-им? Кунта килме аннӳн вăхăчĕ çукрах. Апла тăк, тăванăм, эсĕ аннӳ тумалли ĕçе тунă. Лар, çи.
Иккĕн тан апатланма пуçлаççĕ. Апат хыççăн савăт-сапана пуçтарса киле кайма тăрать Вихтĕр.
— Пĕл, пĕл, пĕтпĕлтĕк, — сас парать улăх çумĕнчи ыраш пуссинчен путене. — Пĕл, пĕл...
— Мĕн пĕлмелле ман?
Унччен те пулмасть, вăрмантан куккук сасси янă-
раса çитет:
— Ку-ку! Ку-ку! Ку-ку! — тет вăл пĕр вĕçĕмсĕр. «Э-э, — тин тавçăрса илет Вихтĕр, — паян кукка килмелле-иç... Мĕнле манса кайнă эп ăна? Юрать куккук систерчĕ...»
— Атте, хуларан Кирук кукка килмелле паян. Кăнтăрла иртсен çитет имĕш.
Ача çапла каласан «ку-ку!» тесе асăрхаттарма чарăнать куккук.
— Тăхта кăшт, тепĕр кана чашлаттаратăп та — паянлăха çитет, — ашшĕ апат çисе тăрансан паккус çине хăяккăн выртать. — Халь кăштах сывлăш çавăрса илме те юрать пуль. Фу-у, лачкам тара ӳкерчĕ.
Ашшĕ нумай выртмасть, тăрса ĕçе пикенет. Çавана сулса янă хушăра ун кĕпи пĕрре хăмпăланать, тепре çурăмĕ çумне çыпçăнсах ларать. Хăйне бригадир уйăрса панă лаптăка çулса пĕтерсен:
— Атя, кайрăмăр, — тет вăл ывăлне кĕскен. Вихтĕр ашшĕнчен юлас мар тесе вăрăммăн яра-яра пусма тăрăшать. Утать-утать те йăпăр-йăпăр чупать, утать-утать те чупать. Киле çитсе хапхана уçаççĕ кăна, кăвар пек тĕлкĕшекен автан хӳме çине сиксе хăпарать, икĕ çунатне хире-хирĕç шарт-шарт тутарса çапла пĕлтерет:
— Ки-рук-кук-ку-у-у-у!
— Кирук кукку килнине автан та асăрханă, — ачине тем вăлтса калать ашшĕ. — Кур, мĕнлерех хĕпĕртесе пĕлтерет вăл сана: «Кирук кукку!» — тет.
Вихтер тĕлĕннипе хытса кайсах шухăшлать: «Эй, чăн та, лайăх иккен кайăк чĕлхине пĕлни!..»
Каярахпа, ӳсерехпе, Вихтĕр ăнланать: килти автан, паллах, ун чух «Кирук, кукку-у! тесе пĕлтерме пултарайман. Кик-кирук-ку тенĕ-ха вăл авалтан килекен йăлипе, ачана вара Кирук кукку тенĕ пек илтĕнет. Ара, куккăшне питĕ курасси килнĕ мар-и... Курас килнинчен те ытларах — айванлăх ку. Ашшĕ ачин айванлăхне нихăçан та татăклăн сивлесе тăкмасть-ха, ахăртнех, лаша пулас тихана пĕчĕклех тимлĕ пăхса ӳстермеллине тĕпе хурать пулас. Вихтĕр астăвакан айванлăхсем вара сахал мар.
Малтанхи айван ĕç
Вихтĕр ашшĕ пĕрре ĕçрен выçса, касăхса таврăннă. Вăл сĕтел çинче пăсланса ларакан яшкана, тин кăна чашăкпа антарса панăскерне, вĕркеленçи тăвать те тулли кăмăлпа сыпса пăхать. Апатăн тути-масине ăнлансах çитереймест пулас та каллех лĕрплеттерет, вара йывăç кашăка сĕтел çине шак хурса:
— Амăшĕ! — тет хыттăн.
— Мĕн? — тĕпел кукринчен сĕтел патне йăпăртатса пырать кил хуçи арăмĕ.
— Хырăм выçсан, çĕрĕк çăпата та тутлă тенĕ. Пĕлетне, ман хырăмра халь выçă кашкăрсем çиччĕн тан улаççĕ, анчах...
— Мĕн анчахĕ тата?
— Çĕрĕк çăпатана çеç мар, тин çеç пĕçернĕ апата та йышăнасшăн мар-çке вăл темшĕн. Хăв сыпса пăх-ха, мĕн ку?
Çине-çинех тутаннă хыççăн Вихтĕр амăшĕ ним калама пĕлмест, чĕлхи вĕçне çаннипе шăлса питне-куçне пĕркелет.
— Ай-юй, мĕн ку? Унчченхиллех пĕçереп терĕм-çке...
— Çĕр улми шăнман-и тĕпсакайĕнче? Тем пылакки тапса тухнă.
— Кĕркури, чипер калаç. Кăçалхи хĕл ăшă тăчĕ-иç. Çĕр улмийĕ шăнма мар, калчаланма пăхать.
Вихтĕрпе унăн шăллĕ Кавĕрки кăлин-калин пăх-каласа ларнине асăрхасан: «Эсир, — тет ачисене амăшĕ, — темскер яман-и-ха хурана?»
Ашшĕпе амăшĕ шăтарасла тинкерсен Вихтĕр пуçне усать, пĕчĕк Кавĕрки тин кăна калаçма сĕмленекенскер, пиччĕшĕ енне тĕллесе кăтартать:
— Ăл, ăл, — тет, — ачĕ...
— Мĕн ячĕ?
— Ках-хат ачĕ...
— Канфет? — ик пĕççе шарт çапса ачисем çумне ларать амăшĕ.
Вăл яшка пĕçернĕ чух: «Кĕçех аçу ĕçрен килмелле. Пĕрре тутлă апат пĕçерсе çитерер-ха ăна, чĕппĕмсем», — текеленине илтсе Вихтĕр амăшĕ сисиччен хутаçран канфет ывăçла-ывăçла ярать хурана. Ара, канфетран тутли мĕн пултăр çĕр çинче?
— Аçăра тутлă апат пĕçерсе парас терĕр апла? — ыйтать ашшĕ.
— Ăхă.
— Хм... Ырă шухăш ку, анчах малашне аннӳрен ыйтмасăр ним те ан ярăр хурана, аттуш...
— Мĕн аттуш?
— Аттуш чипер апатранах сысна пăтратмăшĕ пулса тухать... Кирек епле ĕçе те пĕлмесĕр тума юрамасть.
Иккĕмĕш айван ĕç
— Эпир вăхăтран самаях юлнă-иç, — тет ашшĕ пĕрене çинче çакăнса тăракан календарь енне пуçĕпе сĕлтсе. — Паян çирĕммĕш пулма тивĕç, календарьте вун çиччемĕш кăна-ха, — çапла каласа Çтаппан Кĕркурийĕ календарĕн икĕ-виçĕ страницине çатăрт-çатăрт татса илет. — Уяв çитесси тата вунă кун. Уяв кунне, ах, хитре ӳкерсе хунă кунта.
Çитĕнсе çитнисем пӳртрен тухсан, Кавĕрки Вихтĕр пиччĕшне калать:
— Уяв çитсен мана анне çĕнĕ шăлавар тăхăнтартать. Ăнт!
— Мана çĕнĕ кĕпе çĕлесе параççĕ. Вăт! — парăнмасть Вихтĕр.
— Пичче...
— Мĕн?
— Атя уява хăвăртрах çитерер.
— Мĕнле?
— Атте пек тытас та татас.
Пукан çине йăпăр-япăр хăпарса тăрать те Вихтĕр шатăрт, шатăрт татать страницăсене хĕп-хĕрлĕ тĕспе ӳкернĕ тĕле çити.
Ашшĕ пӳрте кĕнĕ çĕре иккĕн тан чăлтти-чалтти сикеççĕ:
— Уяв çитрĕ! — теççĕ календарь çине кăтартса. — Уяв çитрĕ!
Ашшĕ кĕçĕтмен ĕнсинех кăтăртаттарать.
— Чисти упăтесем пуль эсир, — тет.
— Ма? — сикме чарăнаççĕ лешсем.
— Ара, пысăккисем мĕн тăваççĕ, вĕсене кура, çавна тума хăтланатăр. Капла, чăн та, уяв ыранах пулать-иç.
— Атте, ыранĕ вара хăçан çитет?
— Тата вунă кунтан...
Виççĕмĕш айван ĕç
Канаша пасара кайсан ашшĕ ачисем валли тăм шăхличĕ илсе килет.
— Мейĕр, — тет, — ылмашăнса выльăр. Кашнинех пĕрер шăхлич туянса памаллаччĕ пуль те, нухрачĕ çичĕ чул айĕнче выртни, вăл хĕсĕкки пĕтерет.
Ик-виçĕ кун хушши Вихтĕрпе Кавĕрки килĕштерсе выляççĕ теттепе: пĕрре пĕри шăхăртать, тепре — тепри.
Пач кĕтмен чух сиксе тухать пиччĕшĕпе шăллĕ хушшинчи хирĕçу пĕр кунхине.
— Ку — ман шăхличĕ! — тет Кавĕрки тутине тăсса. — Канашран илсе килсен атте ăна чи малтан мана пачĕ. Сана тек шăхăрттармастăп!
— Çук, вăл — ман! Пар мана!
— Памас. Кай кунтан.
Хирĕçеççĕ те каяççĕ пĕртăвансем. Тепре пăхнă çĕре шăхличĕ катăк — çĕре ӳксе ванса кайнă. Çавăнтанпа шăхлич Вихтĕрĕн те мар, Кавĕркин те мар.
Ашшĕпе амăшĕ иккĕн тан ăс параççĕ ачисене.
— Пурнăç кăйттă чух, эппин, çук чух, çурмалла пурăнмалла, — теççĕ. — Мĕн туса хутăр-ха капла?
Катăк шăхличе сурса çыпăçтарма пăхать Вихтĕр — çыпçăнмасть.
— Лайăхрах сур та хăвăрăн пăсăк ĕçӳ çине витрене кайса пăрах, — сĕнӳ парать ашшĕ.
Тăваттăмĕш айван ĕç
Ĕнер кăна туяннă вĕр çĕнĕ кĕнеке сак айĕнче йăваланса выртнине асăрхасан Вихтĕртен ашшĕ ыйтать:
— Вихтĕр, — тет, — ку кĕнекене эсĕ вуламарăн пулĕ-çке? — «Вуламарăн» сăмаха ашшĕ тăсарах, йĕкĕлтешсе калать.
— Ийя, эпĕ те вуласа пăхрăм, — хуравлать пĕр сас палли те палламан Вихтĕр, хĕпĕртет хăй: кĕнекене уçкаласа мăкăл-мăкăл тукаласа ларнине ашшĕ те сиснĕ-çке-ха.
— Атте!
— Мĕн?
— Ку кĕнекене эпĕ вуланине ăçтан пĕлтĕн? — ыйтать ачи тĕлĕнсе.
— Кĕнекере виçĕ-тăватă страница çуккинчен. Ытла лайăх вулама вĕреннĕ иккен эс. Пурте кун пек вулас пулсан, ывăлăм, тĕнчере пĕр кĕнеке те тĕрĕс-текел тăрса юлас çук. Ăçта-ха эсĕ вуланă страницăсем?
— Акă, — Вихтĕр хитре сăнӳкерчĕксемлĕ страницăсене кĕсйинчен кăларса ашшĕне тыттарать.
Ашшĕ пуçне енчен енне пăркаласа ывăлне ӳкерчĕксенчен пĕрне кăтартать:
— Вуласа пар-ха, эппин, мĕн çырнă çакăнта?
— Кунта-и? — Вихтĕр çамкине картлантарать, пĕр сас палли çук çĕртех «вулама» пикенет. — Кушак пӳртрен тухнă та пахчара курăк хушшинче ларать. Унăн хăйма çисе сĕт ĕçесси килет.
— Ну, суеçтеретĕн те иккен. Ку вăл кушак мар. Тигр çури. Амăшĕсĕр тăрса юлнăскер. Ун пирки ак тепĕр енче çырнă.
— Тигр? А вăл, атте, мĕн-ма кушак пекех?
— Кушакне кушаках ĕнтĕ, шутсăр пысăк кушак. Пăру мăнăшскер.
— Ак ун вара, амăшĕсĕр тăрса юлнăскерĕн, атте, хăйма çиес, сĕт ĕçес килмест-им?
— Хă, — кулма чарăнать ашшĕ текех, — ку вырăна тĕрĕсех вуларăн пулас. Кĕнекере çырманнине «вуласа» тĕшмĕртетĕн те, санран та çын пулать-шим вара? Тулĕк, — пӳрнипе юнать ашшĕ, — малашне апла ан вăтăр кĕнеке таврашне. Ух, эс, шĕшлĕ фантазер!.. Хăçан çын пулăн-ши, ӳссе çитĕн-ши?
Çын пуласси — атă кунчи тавăрасси мар. Ачаран çын пуличчен урăх çынсене паллама, вĕсемпе туслашма пĕлмелле иккен, мĕншĕн тесен тăшман тени, куршанак евĕр, хăех тупăнать те çыпçăнать. Чăн-чăн тус-юлташа шырасан та йăпăр-япăр тупма çук. Тус пеккисем те, куршанак хăраххисем, хăйсемех çулăхаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕр ăслă поэт çапла çырнă:
Тăшман пĕрре?..
Тăшман нумай сан!
Туссем çĕршер?..
Туссем сахал сан!..
Пиллĕкмĕш айван ĕç
Çуллахи вăхăт. Вихтĕр, шип-шип «атти» тăхăннă шĕвĕркке, пӳрте вирхĕнсе кĕрет.
— Атте-е, мана Сахар Кули хĕнерĕ, — ĕсĕклет вăл пир кĕпе çаннипе куççульне шăлса. Ун шучĕпе, ашшĕн халех урама сиксе тухмалла та Сахар Кулине вирлĕ кăна пĕçерккĕ памалла.
— Ах, ачана, — хĕрхененçи тăвать ашшĕ. Сисет Вихтĕр, «ах, ачана» тесе каласан йĕкĕлтешет кăна ашшĕ. — Хытах хĕнерĕ-и Куля?
— Ак çакăнтан, хырăмран, чышрĕ те мăкăль кăларчĕ, — кĕпине çĕклесе хырăмне кăтартрĕ ывăлĕ.
— Мăкăлĕ ăçта? Кунта ним те çук-çке.
— Мăкăлĕ вăл мĕн... Малтан тухнăччĕ, хытă чышнипе каялла кĕчĕ пулас.
— Мĕнле апла?.. Ăнланмастăп, мăкăлĕ, мĕн, чышичченех тухнăччĕ-и, чышнă хыççăн тин каялла кĕрсе кайрĕ-и?.. Ах, ачана, — тет ашшĕ ывăлĕнчен тăрăхласа. — Амăшĕ! Эй, амăшĕ, ăçта çак эсĕ? Саккăралла çывхарса пыракан пепкӳне килсе чĕчĕ пар-ха, унсăрăн мăкăлĕ каялла мăкăрăлса тухма пултарать ун, — пĕр кана тăрăхласан, Вихтĕр лăплан-нине кура, ашшĕ шăпах пулать.
— Акă мĕн, — тет сăмаха майĕпен, асăрхануллă тапратса. — Эс, ачи-пăчи, пули-пулми чухнех урам-и куççуле киле илсе ан кĕр. Килти куççуле те çын хушшине илсе тухма хушман. Кăштах хăвна хăв хӳтĕлеме пĕл... тепĕр тесен... чăн-чăн этем нихăçан та хăйне хăй çеç хӳтĕлемест. Çын, чăн малтан хăйне хӳтĕлесе ыттисене сыхлать, вĕсен ырă ятне упрать. Ачи-пăчи, тĕслĕхрен, ашшĕ-амăшĕн ячĕ ларакан вăхăт тусанне пархатарлă ĕçĕсемпе шăлса тасатать. Тӳсĕмлĕ пулмалла.
— Атте, эпĕ тӳсĕмлĕ пулнă пулсан хамсăр пуçне эпĕ тата кама хӳтĕленĕ пулăттăм?
— Эсĕ-и? — куçран пăхать ашшĕ. — Пире — аçупа аннӳне, тăван киле — хӳтĕленĕ пулăттăн. «Кам ачи вăл, парăнманскер? Çтаппан Кĕркурийĕн!» — тенĕ пулĕччĕç çынсем. Халĕ вара: «Кам ачи тĕкĕннĕ-тĕкĕнмен çĕрĕк кăмпа евĕр саланса каяканскер? Çтаппан Кĕркурийĕн!..» Тьфу!.. Эсĕ начар тăк ашшĕ-амăшĕ те начар: улми йывăççинчен аякка ӳкмест. Эх, эсĕ те çав... ӳ-ӳ, атте-е!.. ӳ-ӳ, анне-е!.. Мемме!
* * *
Этемĕн хӳтĕлемелли çĕр çинче нумай-мĕн. Каярахпа, шип-шип «аттине» хывса пуçламăш шкулта вĕренме тытăнсан, ашшĕпе каллех кăсăк калаçу пулса иртет. Вĕренме Вихтĕр кӳршĕ яла, Вăрманкаса, çӳрет.
— Шкулта унта сирĕн шахматла выляссипе ăмăрту ирттернĕ терĕç-и, — ыйтать ашшĕ шкулти турнир пирки такамран пĕлнĕскер. — Эсĕ те вылярăн-и?
— Вылярăм.
— Миçемĕш вырăна тухрăн?
— Иккĕмĕшне.
— Пĕрремĕшне кам йышăнчĕ?
— Эреперекке Генки. Асăрхамасăр икĕ пешкине парса ятăм та...
— Ах, ачана, — тет ашшĕ. — Пешкисене иккĕ тан парса янă та вăл, Генки унтан тата иккĕшне çисе янă та... Куçа чăл-чалрах уçса лармаллаччĕ. Этемĕн ун вăйхалпа кăна мар, ăс-пуçпа та халăхран юлмалла мар. Халь мамонт тапхăрĕ мар. Вăй пуррипе усă курса чукмарпа шарт тутарнă та ĕлĕк — ĕçĕ те пĕтнĕ. Халь, ачам, ăс-хакăл тапхăрĕ.
Кăшт тăрсан, меллĕ самантпа усă курса, Вихтĕр ашшĕнчен ыйтать:
— Атте, — тет, — эпĕ шахматла выляса мала тухнă пулсан кама, хамăр кил чысне хӳтĕленĕ пулăттăм-и?
— Тĕрĕс, — хуравлать ашшĕ ывăлĕн тетрачĕсене уçкаласа. — Унсăр пуçне хамăр яла та... Çапла, хамăр яла та хӳтĕленĕ пулăттăн. Мĕн теççĕ халь Вăрманкас ачисем пирĕн пирки? «Эй, — теççĕ, — çавсемпе мĕн çыхланмалли пур...» Эсĕ мала тухнă пулсан: «Эх, Пратьякас ачисем маттур, пĕрремĕш вырăна тухрĕç», — тейĕччĕç. Вăт мĕнле!.. Ну, ачам, иккĕмĕш вырăн та начар мар. Эпир пурпĕрех тĕнче чемпионĕсем пулаймăпăр: вăй çитмен япалашăн мекĕрленмĕпĕр.
— Этемĕн ун, атте, тăван кил чысне хӳтĕленисĕр пуçне хăйĕн ялне те хӳтĕлемелле-им? Пĕтĕм яла хӳтĕлемелĕх вăй тупăнать-и этемĕн?
— Чăн-чăн этем хăй килне çеç мар, тăван ялне те хӳтĕлет, — çапла калать те ашшĕ ывăлне сĕтел хушшине ларма хушать. Сĕтел çинче кăмакаран тин кăларса лартнă сап-сарă шаркку тутлă шăршă сарать. Чăшăлтатать вăл, пăшăлтатать.
— Лайăх çи, — тет ашшĕ çунса хытнă çĕр улми турамĕсене йывăç кашăкпа пусса. — Тăван ялна хӳтĕлемелĕх вăй пухăнтăр...
Çара кайма ят тухсан ашшĕ ăна, ӳссе çитнĕ çынна, сĕтел хушшине лартсах ăс парать:
— Эсĕ халь инçете каятăн ĕнтĕ, — тет вăл. Чĕтрекен сасси, аран илтĕнмелле тухаканскер, чуна пырса кĕрет те унти мĕнпур хĕлĕхсене туртса карăнтарать.
— Кай, маттур салтак пул! — малалла калать ашшĕ. — Пире — аçупа аннӳне — ан ман. Халĕ эс — вăйлă çын, çавăнпа чăваш ятне ан яр. Урăх халăх ывăл-хĕрĕсем, санпа пĕлĕшленекеннисем, чăваш халăхнесен урлă та хак пама тытăнĕç. Начар ĕç турăн тăк: «Эй, — теççĕ тӳрех, — курăр, чăвашсем епле...»
Сăмах шарламасăр тăрать Вихтĕр. Йывăр иккен тăван кил-çурт кĕрекинчен тапранма, çĕкленсе кил-çурт алăкне уçса тухса кайма. Ахальтен мар ĕнтĕ кăнтăралла вĕçекен хур кайăксем кĕркунне ялан ытларах çуйхашаççĕ, кунталла килнĕ чух, çуркунне, сас-чӳсĕр ана-ана лараççĕ. Ку енче — вĕсен çуралнă кĕтесĕ, ку енче çунат вăй илнĕ. Мĕн кĕтет малта, инçетри вăрăм çулта, пĕлмест вĕçеве тухакан чун. Хумханать вăл çавăнпа, çуйхашать.
Ки-как, ки-как хур кайăк, Кайри мала ан тейĕр. Эпир кунтан кайнă чух Кайччăр-пĕтччĕр ан тейĕр, — аса илет Вихтĕр халĕ тахçан хурланса юрланă юрра.
— Ан йĕр, — тет ашшĕ ачине инçе çула ăсатнă май. — Килти куççуле халăх хупппине илсе ан тух...
Эх, вăхăчĕ! Çăварлăхламан шухă лашапа та, тӳпенелле вирхĕнекен ракетăпа та хăваласа çитме çук ăна. Вихтĕр, салтак шинельне темиçе çул каяллах хывнăскер, тăван килне çаврăнса çитет.
— Салам! — сывлăх сунса йывăр чăматана алăк патне лартать вăл. — Йăпăртлăха çула май кĕрсе тухас терĕм.
— Чим-ха, ăçта васкатăн? — тĕпчеççĕ килтисем.
— Инçете, Раççей тулашне.
— Раççей тулашнех? Ай-юй!.. Каласа пар-ха, каласа пар хăв мĕнле шухăш-тĕллевпе хыпкаланса çӳренине.
Каласа парать ывăлĕ.
— Баку хулине, Низами поэтăн юбилейне, çитмелле-ха.
— Ачам, чипер çӳре. Çулу унталла та, кунталла та такăр пултăр. Раççей тулашĕнче унта... — сăмахне вĕçлеймест ашшĕ, ывăлĕ пӳлет:
— Чăн-чăн этем нихăçан та пĕр хăйне çеç хӳтĕлемест. Çапла-и, атте? — тет вăл кучченеçсене сĕтел çине хурса. — Раççее эпĕ хам тăван киле хӳтĕленĕ пекех хӳтĕлĕп. Мĕншĕн тесен Раççейре — Чăваш çĕршывĕнче — тăван ялăм, ялăмра — çуралнă кил, атте-анне...
— Манман иккен-ха, — хĕпĕртет ашшĕ. — Алла пăшал тытса эпĕ Раççее ултă-çичĕ çул хушши хӳтĕлерĕм. Хăваласа ятăмăр çичĕ юта. Анчах, мĕнле калас, ютра йăх-ях пĕтмен. Тĕрĕссине каласан, пирĕн çине чалăш куçпа пăхакансем халĕ те пур. Эпĕ темиçе çул вăрçса çакна ăнлантăм: тăшмана ăна вăйпа кăна мар, тăшмана çивĕч ăспа та, культурăпа та каялла чакармалла. Лайăх калаç Раççей тулашĕнче, хăвна тивĕçлипе тыткала. Асту «пешкусене» ан пар такамсене. Вĕсем Эреперекке Генкисем мар, çавна та шута ил.
Аякри çула тухас умĕн Вихтĕр ялан куç кĕски çине пăхса илет, умĕнче тăракан Вихтĕре, эппин хăйнех, çапла асăрхаттарать: «Асту, — тет, — хăвшăн хăв тăшман ан пул!»
Вихтĕр халĕ пĕчĕк ача мар ĕнтĕ. Ӳссе çитнĕ вăл. Çын пулнă темелле. Хулара тĕпленсе тымар янă. Чунĕ пурпĕр ялаллах туртăнать куллен. Тăван килĕнче, ватă ашшĕ-амăшĕ çумĕнче, чун-чĕрине юмлакан юмартлăхпа тараватлăха туять вăл ялан.
Акă Вихтĕр ялта... Çтаппан Кĕркурийĕ ĕнине шăлса тасатать. Павăл ятлă мăнукĕ те ун тавра вĕткеленет: те чăрмантарать вăл аслашшĕне, те пулăшать — пĕлме çук.
— Ă-ă, ĕне вăл питĕ пысăк хисепе тивĕç выльăх, — ашшĕ мĕн каланине айккинелле пăхса итлесе ларатъ Вихтĕр. — Ĕне пире сĕт-çупа тăрантарать. Сĕт-çу çисе ӳсекен çыннăн ăш-чикĕ тĕрĕс-тĕкел те сывă пулать. Ă-ă, ĕне вăл...
Çуллахи шăрăха пăхмасăр Çтаппан Кĕркурийĕ кăçатă тăхăнса янă. Кăçатти тавра кушак мăрлатса, ачашланса сĕртĕне-сĕртĕне çаврăнать. Ĕнене тасатса пĕтерсен кил хуçи кĕлет сулхăнне кайса ларать. Мăнукĕпе кушакĕ те унран юлмаççĕ: мăнукĕ юмах каласа пама ыйтать, кушакĕ, ахăртнех, сĕтшĕн пулас. Кушака ачашла-ачашла, аслашшĕ мăнукне тем каласа пама тытăнать. Мĕн пирки пуплеççĕ вĕсем — ватăпа вĕтĕ — Вихтĕре илтĕнмест. Шăкăлтатса ларакан аслашшĕпе мăнукне курсан ачалăхĕ куç умне килет. Чим, Вихтĕр пĕчĕк чухне те килте çакăн евĕрлĕ кушаках пурччĕ-çке. Унăн ашшĕ кăна çамрăкрахчĕ, имшерленсе, хытканланса курпунланайманччĕ. Анчах та ун чухне те, хальхи пек, кушакпа ларнă чухне тем вăлтса ăс пама юрататчĕ вăл Вихтĕре...
Пахчара сухан лартатчĕç ун чух. Вихтĕр, карçинккаран кăшт çеç пысăкскер, ашшĕне сухан парса тăрать. Пĕрерĕн-пĕрерĕн...
— Кай, ан çĕкле, суханне ăна хамах илме пултаратăп. Эсĕ çĕре кăна таптаса хытаратăн, — ятланçи тăвать ăна ашшĕ.
— Эпĕ çĕре хытармастăп, — парăнмасть ачи те. — Эп сана пулăшатăп.
— Пулăшатăн тăк пулăш ĕнтĕ, ним тума та çук санпа. Çум çакки эс.
— Атте...
— Мĕскер?
— Çум çакки мĕн вăл?
— Пĕр-пĕр хаклă япалана ан çухалтăр тесе çын хăй çумне çыхса ярать. Çавă пулать ĕнтĕ çум çакки. Ĕлĕк тата хĕрарăмсем валли ятарласа тунă çум çакки пурччĕ. Тĕрлĕрен тенкĕсемпе, шăрçасемпе илемлететчĕç ăна.
— Атте...
—Ну...
— Мана сан çумна нимпе те кăкарса яман, эс мана пурпĕр çум çакки тетĕн.
— Кăкарнă, ачам, кăкарнă... Пар-ха, ăçта санăн суханусем?
Ним шиксĕр ĕçлетчĕç — кушак мяуклатнă сасă хăлхана кĕрех каять.
— Хĕвел Тусĕ макăрать пулас, — кĕреçине пăрахсах тăнлать ашшĕ. — Ăçти мурта вăл?
Вихтĕр те тӳрех ăнкарса илеймест: çывăхра та пек макăракан кушак сасси, аякра та пек, пĕрре таçта аялтан илтĕнет, тепре...
— Э-э, авă унта иккен Хĕвел Тусĕ, — алăпа юпа тăрринелле тĕллесе кăтартать ача.
Ашшĕ сылтăм аллипе куçне хĕвел çутинчен хуплать, юпана çӳлтен пуçласа аяла çити, аялтан çӳле çити пăхать.
— Ха, юпа вĕçне çитиех чакаланса хăпарса кайнă, — мăкăртатать вăл анасшăн пулса чĕрнипе кăчăртаттаракан кушака тимлĕн сăнаса. — Вăйĕ
пĕтсе çитнĕ ун, шереметĕн.
Мяуклатсан, мяуклатсан Хĕвел Тусĕ çĕре персе анать. Хытах çапăнать пулас, ура çине тăрсан та тӳрех утма пуçлаймасть, апла-капла сулкаланать, вара тин пуçне силле-силле пӳрт еннелле йăпăртатса чупса каять.
— Çӳллĕ вырăна çитиччен малтан вăй çитессипе çитмессине тĕплĕн шута илни кирлĕ, — таçта кайса çухалнă кушак çурине ăс панăн, çав вăхăтрах темшĕн Вихтĕре куçран пăхса калать ашшĕ. — Вăйпа ăс иккĕшĕ те пĕр шайра пулмалла. Вăй пур, ăс пур — эс пуян, пысăк муллă çын паян, — çапла калать те ашшĕ каллех ĕçе пикенет.
— Атте...
— Мĕн çак?
— Пирĕн кушак çурине мĕншĕн Хĕвел Тусĕ тенĕ?
— Эсĕ асăрхаман-и, вăл хĕвел питтинче ăшăнса выртма, тутлă тĕлĕксем курса çывăрма юратать. Çавна кура аннӳ пачĕ ăна ун пек ят! Хĕвел Тусĕ! Начар мар-иç...
Тепрехинче ашшĕпе амăшĕ, шăллĕпе Вихтĕр тенкел çинче ларатчĕç, халь анчах лавккаран илсе килнĕ радио калаçнине итлетчĕç. Вĕçен кайăксен пурнăçĕпе паллаштаракан передача пуçланать. Хĕвел Тусĕ те Вихтĕр çумĕнче ларать. Малтан хир чăххисем çинчен каласа пачĕç радиопа, унтан — çерçисем çинчен. Çерçисем çывăхрах чĕвĕлтетнине илтсен Хĕвел Тусĕ тăрса тутлăн тăсăлса-карăнса илет, унтан меллĕн вырнаçса ларать. Куç сиктермесĕр пăхать радио енне. Вара кĕтмен чух чалт сикет те тач пырса çапăнать радиоприемник çумне. Хытах çапăнать вăл, пуçне малти урипе шăлкаласа тенкел айне кĕрсе каять. Лăх-лăх кулса ярать Вихтĕр ашшĕ. Вар тытсах кулаççĕ ыттисем те Хĕвел Тусĕнчен.
— Хе-хе, — тет ашшĕ кĕçĕн ывăлне тăк тĕксе. — Çапла çав вăл хальхи саманара — техникăна пĕлмесен мăкăль тухать çамкана...
Кăмпана кайсан чылай çӳрет вăрманта Вихтĕр ашшĕпе. Каялла каç енне тин таврăнаççĕ. Килте никам та çукчĕ-ха. Кĕреççĕ те пӳрте — шарт çапаççĕ ик пĕççе: хăлхинчен тытса пăрнă пекех çухăрать Хĕвел Тусĕ. Кăмака айне те пăхаççĕ, тĕпсакай алăкне те уçса йыхăраççĕ — ниçта та курăнмась хăй. Шырасан-шырасан ашшĕ тем тавçăрса илет, ухват аврипе люшкăна чари уçать. Кĕл-хăрăм вĕçтерсе мăрьене темле майпа лекнĕ кушак шап персе анать. «Чхи-и! Чхи-и!» — сунаслать Хĕвел Тусĕ çынсем çине пăхкаласа, вăл мăрьене кĕрсе ӳкнĕшĕн вĕсем айăплă пекех хăтланать.
— Кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пуçна чиксе ан çӳре, — тет ашшĕ Вихтĕр çумне пырса. — Алла хăвна варалама питех те ансат. Кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте хăв ятна кăна çĕртен...
Хĕвел Тусĕпе картишĕнче пулса иртнĕ путишле ĕç халĕ те куç умĕнче. Вутă купалатчĕç ун чухне. Канас шутпа каска çине ларнăччĕ. Хĕвел Тусĕ те вылясшăн пулса хӳме çывăхĕнчи хурсем патне пырать.
— С-с-с! — тесе асăрхаттараççĕ ăна хур аçипе ами иккĕшĕ те харăссăн. Хĕвел Тусĕ хур чĕлхине пĕлеймерĕ пулас, чĕпписенчен пĕрне малти тяппипе унтан та кунтан тĕрткелет. Чĕрни те çакланать пулĕ кăштах — хур чĕппи пулăшу ыйтнăн шиплетсе амăшĕ патнелле тарать. Унччен те пулмасть, хур аçи Хĕвел Тусне сăмсипе хăлхаран ярса илет, çунаттисемпе çапа-çапа çухăртма тытăнать.
— Мяу-у-ук! Мяу-у-ук! — тени кăна илтĕнсе тăрать пĕр хушă.
Аран-аран вĕçерĕнет Хĕвел Тусĕ, кĕлет айне çиçĕм пек хăвăрт кĕрсе çухалать. Хур аçи сап-сарă аттипе пĕр вырăнта тапăртатса вăрăммăн: «Ка-ка-ка-а-а!» — тет, унтан мăйне тăсса: «С-с!» — тесе хушса хурать, вара лăпланать.
— Вăй вылясси вăл — шӳт мар, чĕрнӳне эс ан кăлар, — ăс парать ашшĕ. Хĕвел Тусне вĕрентет-ши, Вихтĕре ăс парать-ши — калама йывăр. — Ан çапăçăр вăйăра — сиртен вăйлисем те пур ара...
Çтаппан Кĕркурийĕ — Вихтĕр ывăлĕ патĕнче хулара. Хăнара.
Вихтĕр, ĕçе кайма пуçтарăннăскер, тĕкĕр умĕнче çӳçне тураса майласа тăрать. Трюмо ăна тахçан хăй ватса пăрахнă виçĕ катăк тĕкĕре аса илтерет. Çтаппан Кĕркурийĕ тахçанхине аса илчĕ пулас:
— Сана трюморан пăхаканни, чиперленекенни, кам вăл? — шӳтлерех ыйтать ашшĕ. — Тусу-и е тăшману?
— Хăш чух, пăсăк ĕç тусан, маншăн çак этем — чи хаяр тăшман. Ырă ĕç тунă чух — чи çывăх тус. Паян вăл камне, атте, хальлĕхе, ĕç кунĕ иртмесĕр, калаймастăп. Ĕçрен килсен, кун вĕçленсен, калăп сана ун пирки хамăр çывăрма выртас умĕн.
— Кала çав, кала, — килĕшет ашшĕ. — Тулĕк мана çеç мар, хăвна та кала. Кулленех. Ĕмĕр иртиччен. Манашкал ватăлнă тĕлелле вăл саншăн чи-чи çывăх тусу та шанчăклă юлташу пулса тăрасса шанатăл эпĕ...