Ял-йыш шутне суса çӳренĕ май
вĕрлĕк карта умне çитсе тăратăп.
Вĕлтрен аниллĕ кил карти, ай-яй, –
ӳпне пӳрте кĕрсе тухма хăратăп.
«Пурнаççĕ-ши, сывлаççĕ-ши кунта,
тен, мăрьерен тухма пăрахнă тĕтĕм?
Илтменччĕ-ха хыпар ку яхăнта» –
çапла шухăшласа шала эп кĕтĕм.
– Кĕме юрать-ши, пур-и кил хуçи?
– Вилмен-ха, ывăлăм, илсе кайма леш манчĕ, –
хуллен сас пачĕ те кăмакаçи,
кăштăртатса унтан пĕр карчăк анчĕ.
Эй, ватăлăх, мана та хуçăн-ши,
çаплах пĕкĕрĕнсе ларап-ши эп те?
Ваттийĕ, яшĕ – шутланатпăр çын,
тепле пулсан та, пурнасахчĕ тетпĕр.
– Пĕр пӳрт, пĕр çын тесе çырар эппин.
Сахал, сахал пуянлăхĕ ку килĕн…
Сисеп, шывланчĕ куçĕ кинемин,
– Йывăçсене, тен, ывлăм, шута илĕн?
Чӳречерен пăхтарчĕ урама,
пӳртĕнченех вăл пулчĕ кăтартасшăн.
– Куратăн-и кашлать ват хурама,
пĕрлешнĕ çул лартса хăварчĕ ашшĕ.
Йăмрисене те лартнăччĕ вăлах,
ик çул кил йышĕ хушăннăччĕ харăс.
яш каччă турăм та ик ывăла,
вĕсем те, ашшĕ те яланлăх кайрĕç.
– Атя-ха, – чĕнчĕ кинеми тула,
утатăп, – вăл мĕн каласса пĕлесшĕн –
Ак çак пилеш. Çырлийĕ те пулать
вăл ашшĕн мар, ывăлăмсен пилешĕ.
Куратăп, кăпкалатнă тавралла,
туратсене такам иртсе сайратнă,
паян ирпе шăварнă пулмалла…
Илтетĕп чĕтренӳллĕ сас, – Çыратни?
Шан, кинемей, чухлатăп ват чуна,
йывăçусен хакне те пĕлтĕм лайăх,
эппин, пĕле-тăркач çакна,
çырма хушман тесе епле калайăп!
– Халех çыратăп, астуман кăна,
«Пилеш пулаканни» тесех çыратăп.
Сыв пуллашса тухсассăн пĕр кана
те аташатăп, те чăнах куратăп,
йăнк-йăнк юртать пек хурама пĕкки.
Кĕçĕн çынпа килет çăка арчийĕ.
Пилеш йӳнчĕкĕнчен сикет сăпки.
Кĕрекере ик кинĕ, виç арçынĕ.
Самант!
Вăл ку та пĕтрĕ тек.
Асамлă сĕртĕнӳн иртмен-ши çулĕ?
Йывăçĕсен мехелĕ пур та пек,
шухăшласан, вĕсен те иртнĕ пулĕ.