Тамара мăшăрăма
Ăнланмастăн мана... Ан ăнлан.
Эпĕ çак çĕр çинче пурăнман.
Килнĕ пуль вăхăтлăх хăнана,
Юрăсем шăратма пĕр кана?
Саншăн ют çĕр çинче — эп курни,
Ăнланманлăх кăна — эп туйни.
Маншăн ют — курайманлăх тени,
Ĕмĕрлĕх чĕрере — юратни.
Çĕр çинче эс мана çухатсан
Тӳпере шырамашкăн ан ман:
«Йĕкĕреш» çăлтăр ушкăн çинче
Курăн ман сăнăма пĕринче.