Эсĕ килĕн те кайăн
Асăма йĕрлесе,
Тунсăх витĕр пăхайăн,
Тĕмсĕлсе, тем кĕтсе.
Ĕмĕтленнĕ те çуннă,
Çамрăк пулнă ун чух…
Иртнисем хыçа юлнă,
Ун патне сукмак çук.
Айăпа шырарамастăп:
Турри çырнă çапла.
Шăпана ылханмастăп
Çăмăлрах-çке капла.
Çăлтăрсем йăлтăртатĕç
Çав-çавах куç хĕссе,
Савнисем çăлтăр татĕç
Каçсене кĕскетсе.
Вĕсене телей сунăп, —
Иксĕлми юрату.
Хĕвелпе пултăр кунăр,
Пултăр пурнăç тату!