Автобус Çирĕклĕхе çитнĕ çĕре тĕттĕм пулса та ларчĕ. Кĕрхи каç. Йĕп чиксен те куç курмасть. Кунтан пирĕн яла çитме тата сакăр-тăхăр çухрăм-ха. Виçĕ çул ялта пулманскер, чун кил еннех туртăнать. Чăматана йăтса эпĕ ялăм еннелле васкаса утрăм.
Часах авалхи вăрмана пырса кĕтĕм. Пирĕн ял патне çитиех тăсăлса выртать вăл. Кунта пушшех ним те курăнмасть. Акă çывăхрах тăмана чуна çӳçентермелле сасăпа вăрăммăн: «У-у-ух! У-у-ух!» — тесе ӳхĕрсе ячĕ.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, мана хыçалтан такам яп ыталаса илчĕ, нăйкăшса ячĕ. Хăранипе алăри чăматан шап! кăна тухса ӳкрĕ. Çав вăхăтра темле çăмламасскер ачашшăн нăйкăшса умран та хыçран сиккелеме тапратрĕ. Пĕр-ик хутчен алла та çуласа илчĕ.
«Йытă мар-ши ку? — шухăш вĕлтлетрĕ пуçра. — Кам йытти çак териех йăпăлтатать манпа? Лесникăн мар-ши? Чăматанри кăлпасси шăршине сисрĕ пулĕ ĕнтĕ...»
Эпĕ кĕсьерен хунар кăларса çутатса пăхрăм.
— Кампур, эсех-и ку?! — кăшкăрса ятăм эпĕ хамăр йытта палласа илсе.
Йытă, эпех тенĕ пек, вăрăммăн йынăшса ячĕ, ман çине хăйĕн ăслă куçĕсемпе ачашшăн пăхрĕ.
— Кунта мĕнле килме пĕлтĕн вара эсĕ? — çав тери хĕпĕртенĕскер, çаплах калаçатăп унпа.
Кампур нимĕн те шарламасть, алла çеç çулать. Хăйне пăхса ӳстернĕ çынна çул çине тухсах кĕтсе илме ăс çитернĕшĕн вăл та хĕпĕртерĕ пулмалла.
Яла çитсен çул çинче пулни-иртнине килтисене каласа кăтартрăм.
— Вăл паян кăнтăрла çитсенех нăйкăшма, урамалла туртăнма тытăнчĕ, — терĕ атте. — Картишĕнчен кăларсан тӳрех Çирĕклĕх еннелле вĕçтерчĕ.
— Витали килессине мĕнле сисрĕ-ши ку Кампур? — шалт тĕлĕнчĕ анне.
— Йытă вăл шăрша лайăх туять, — тавăрчĕ ăна хирĕç атте. — Урăх йышши туйăмĕ те, ахăртнех, çук мар пуль... Интуици-чунтуици текенни йыттăн, тен, ытларах та пур пуль çав...