Çĕнĕ хваттер туянса
Куçрăмăр Шупашкара.
Куççулĕпе макăрса
Юлчĕ ялăм аякра.
Хитре çуртсем, урамсем
Илĕртеççĕ куçăма.
Йăлтăр-ялтăр çутăсем
Хăпартаççĕ кăмăла.
Анчах йывăр халь мана —
Каяс килет ялалла.
Ыталаса хурăна
Таврăнасчĕ каялла.
Тус-юлташпа калаçса
Ас илесчĕ иртнине.
Йĕлтĕр сырса ярăнса
Хĕретесчĕ питсене.
Тăван ялăм — асăмра,
Уçă сывлăшĕ — чунра,
Сиплĕ шывĕ — юнăмра,
Уйĕ-хирĕ — вăй-халра.