Андреева Римма Фёдоровнăна халаллатăп
Аял каспа иртнĕ майăн —
Явăнать пĕр шухăш манăн:
Пуш-и чӳрече, тен, пуш мар —
Эппин ун хуçи чирлĕ мар!
Ирхине те, каçхине те
Эп сăнатăп вăл шур пӳрте:
Сирнĕ чӳрече каррине —
Ларать шалта пĕр асанне.
Сăнĕпе ватă мар сĕре,
Çулĕпе – çитмĕл пиллĕкре.
Урисем утайманнипе,
Вăл туслашнă чӳречепе.
Асаннен куçĕ урамра,
Ури ун — иртен-каянра.
Ăçта-ши «шухăш киммипе»,
Ăçта çитет хавалĕпе?
Тен, вăл ачалăх сăпкинче —
Ларать пуль амăш аркинче.
Тен, аса килчĕ пуль ăна —
Çара уран чупни кăна.
Тен, аса илчĕ мăшăрне,
Унпа ирттернĕ çулсене,
Сак тулли ачи-пăчине,
Йĕс шăнкăрав куллисене…