Çулла. Ĕççи вăхăтĕнчи янкăрлă уяр тӳпе. Хĕвел çур кăнтăрлана сулăннă. Вăл тӳпере тăхлан пек ирĕлнĕ, вут пек çунтарать.
Вăл тин ыйхăран тăрса пӳртрен тула тухнă. Ăна ашшĕ-амăшĕ ĕçе кайнă чух пĕчченех пăрахса хăварнă иккен... Вăл ыйхăран вăранса каять те хăй килте тăр пĕччен иккенне курать. Пӳртре хĕвел пăхмасть ĕнтĕ, ун пайăркисем вăл ыйхăран тăриччен çеç пӳртрен тухса кайнă... Пӳртри сывлăша типĕтсе, тăкăскăлантарса, пăчăхлантарса хăварнă... Пӳрт ăшчикне хĕвел ури пек çутă ярăм çеç... пускилĕн хирĕçле сарай çивитти çӳти, хĕвел пайăрки каялла ӳкнĕ çути, сайралнăскер, чăн çутăн мĕлки пек шупкаскер, анчах пӳртри çутăран икĕ хут вăйлăрахскер, хăрах кантăкран кĕрет.
Пӳртре никам та çук... Ашшĕ-амăшĕ тахçанах çук пек унăн... Чăнах та весем кашни кун çапла вăл тăричченех ĕçе тухса каяççĕ... Кашни кунах вăл çак вăхăтра вăранать, кашни кунах çак хĕвел пăхать, кашни кунах çак сарай çути пӳрте çутă ӳкерет...
Ашшĕ-амăшĕ унан çĕр çинче пачах çук пек... Ахăртнех, вăл вĕсене сайра курнипе-ши çапла... Чăнах та, вĕсене вăл темиçе çул, темиçе ĕмĕр курман пек... Вăл вĕсенчен çывăрса юлать те хăш чухне вĕсем ĕçрен тăврăничченех çывăрса каять, тепĕр кун ирхине вара ыйхăран тăнă çĕре вĕсем каллех ĕçе тухса кайнă... Çапла вăл ашшĕ-амăшне темиçе çул курман пек, темиçе çул ĕнтĕ вăл çак пӳртре пĕчченех пурăнать пек...
Вăл вăранса каять те малтанах куçне уçма хăраса выртать: «Халĕ эпĕ çĕрле вăранса кайсан, килте никам та çук пулсан — мĕн тери хăрушă пулать мана» — шутлать вăл. Анчах çук — вăл çĕрле мар, кăнтăрла тĕлнелле вăранать. Вăранать те — килте никам та çук... Ăшра çавах та кăшт шиклĕх туйăмĕ пур... Анчах ку çĕрлехи шик мар ĕнтĕ, пачах чуна йывăрскер, шăм-шака чĕтретекенскер мар, пӳртре пĕччен ларма шиклентерекенскер çеç...
Вăл ыйăхран тăрать те сĕтел çине пăхать, пĕрре пăхсах вăл сĕтел çине ашшĕ-амăшĕ ăна валли сухан-тăвар, уйран, çăкăр хатĕрлесе хурса хăварнине курать — ĕнерхи пекех, виçĕмкунхи пекех.. Çулталăкри пекех... (Ăна çулталакран та ытла пек туйăнать)... Çакна курсан тин чун çинчен тата сирĕлсе каять: ашшĕ-амăшĕ унăн кĕçĕр килех килнĕ иккен, апла вăл кĕçĕр килте пĕччен çывăрман иккен, тĕттĕм çĕре пĕччен ирттермен... Вăл тĕттĕм çĕрте пĕчченех çĕр каçнă пулсан, паллах, чунран шик çапла тӳрех илĕнес çукчĕ... Пачах урăхла, хай тĕттĕм çĕрте пĕчченех иккенне пĕлнĕ пулсан, вăл çĕр çурринчех вăранса кайнă пулĕччĕ. Шикĕ хăй вăл тĕттĕмрен хăранине пĕлсе тата шиклентерме юри ыйхăран çĕр çурринче вăратнă пулĕччĕ... Çакăнтан хăрушраххи нимĕн те çук уншăн çĕр çинче. Хăш чух вăл ашшĕ-амăшĕ ăна çĕр çурринчех пĕччен пӳрте хăварса таçта тухса кайнине кайран кăнтăрла тин пĕлсен те — хăраса ӳкет, «тавах-ха эпĕ вăранман... Мĕнле-ха эпĕ вăранман?» тесе савăнать, анчах кун пекки малашне те пуласран шикленсе ӳкет.
Çакăн пек шухăш-туйăмсем унăн пуçĕнчен çĕнетнĕ шикпе пĕрлех сирĕлсе кайрĕç те — вăл хăйне каллех çинче акă ĕнтĕ темиçе çул çак уяр шăрăх тăрать пек, темиçе çул каç та пулман пек туйрĕ... Чăнах та, акă миçе ĕмĕр ĕнтĕ вăл хĕвел тухнине те, аннине те курман... Пĕртен-пĕр ире астăвать вăл... Хĕвел тухнă ире... Вăл тула тухнăччĕ... Çывăхри ĕшнере шăпчăксем юрлаччĕç... Хĕвел хĕрелсе çĕкленнĕччĕ... Çак ир ун ăсне тахçан-тахçан пулса иртнĕ, тек нихçан та таврăнас çук телейлĕ ир пек çеç, питĕ илемлĕ тĕлĕк пек çеç аса килет... Вăл пĕлет: кун пек ир ĕмĕрне те урăх нихçан та пулмасть... Юрă пек ир...
Çапла акă вăл пĕр-пĕччен çĕр çинче... Анчах çак пĕчченлĕх ăна пусмăрламасть, пачах урăхла темĕнле вăрттăн илемпе килентернĕ те пек, çук ку пĕчченлĕхе пĕлес килни мар, пачах урăхла, паллах, пĕччен мар пулнă пулсан тата аванччĕ ĕнтĕ... Ку вăл темĕнле çак пĕчченлĕхе ним турткаланмасăр парăнни, тен çапла кирлĕ тесе йышăнни (урăхла пулма та пултараймасть ун шучĕпе)... Чĕрене тек-текех ачалăх тăн-пуçĕн тĕнче умĕнчи вăрттăнлăхĕсем ытлашши çак пĕчченлĕхе те, юлташсăрлăха та пĕтĕмпех сирет... Çак сĕтел çинчи апат-çимĕçе те ашшĕ-амăшĕ мар, темĕнле асамлă вăй хăй çывăрма выртсан хатĕрлесе хурса хăварнă пек туйăнать.
Вăл апат çиет те килкартине тухать. Вĕсен çурчĕ ял вĕçĕнче, ялĕ, хĕвелтухăç енче — çак кӳршĕ сарайсем — йăмрасем хыçĕнче... Хĕвел еннелле — кăнтăр енче — вĕсен авăн картинчен пуçласа тӳрех хир каять, ку енче йывăçсем те çук... Вĕсен çурчĕ ял тулашĕнче укăлча хыçĕнче... Ват йăмрасем çăкасем айĕнче... Ялта никам та çук пулас — пĕр чун та çук тĕнчере те никам та çук... Ыттисем пурте таçта урăх тĕнчере... Тем тăваççĕ... Тырă выраççĕ, ĕçлеççĕ... Ку тĕнчере вăл çеç... Вăл çак тĕнчере тахçантанпах пĕччен. Ку тĕнчере — çурт, йывăçсем, хĕвел, çерçисем, кашт çил, тата вĕлтĕренсем, карта çумĕнчи курак çырлисем... Тахçантанпах çапла... Кунта пачах улшăну çук... Вăл ĕнтĕ пурне те пăхса хунă. Акă тахçанхи хĕвел, тахçанхи тусан пĕрчи, типĕ тăкăскă вĕри сывлăш. Çурт çумĕнче çеç кăшт нӳрĕ те, тусан пит вĕриех мар кунтан ахăртнех тин çеç çурт мĕлки куçса кайнă, çавăнпа чĕре шăршă та сирĕлсех пĕтмен, сывлăмсем тахçанах типне...
Анчах çав сывлашра темĕнле вăрттăн япала пур пек, анчах вăл мĕскер иккенне ăнланса илме ăс çитеймест пек туйăнса тăрать... Ак çак кураксем хушшинче, хĕвел енчи, вăл тахçанах тухса курман пӳрт хыçĕнчи вĕлтĕренпе типĕ тусан хушшинче курăксем ăшĕнче ак-ак темĕнле питĕ кирлĕ япала тупăнас пек туйăнса тарать... Вăл пӳрт çумĕнчи тусан ăшне ларать те — пикенсех кантак ванчăкĕсене, тăм чӳлмĕк ванчăкĕсене суйлать. Чăнах та, тем питĕ лайăх япала тупăнас пек чун пăлханса савăнса кĕтет... Таврара та темĕнле вăрттăн япала, кĕтмен улшăну, хаваслăскер, савăнăçлăскер, пулса иртессĕн туйăнса каять... Анчах ним те пулса иртмест...