Легенда
Калаççĕ: пурăннă тет ĕлĕк
Вĕри те харсăр çын — Чăваш.
Çӳл тĕпере шыранă имĕш
Çула тухма хăйне юлташ.
Шыранă шанчăк çухатмасăр.
Хур кайăксем виç кĕтесне
Вăрах пăхса вăрах сăнанă,
Вăрах тинкернĕ тӳпене.
Сенкер тӳпе — таса та ирĕк,
Сенкер тӳпе — сенкер инçет —
Пăлхавлă кăмăла йыхравлăн
Янравлă вĕçеве чĕнет.
Пулинччĕ ун тĕреклĕ, çирĕп
Çил касмăш çивĕч ик çунат —
Хур кайăк-тусĕпе хăюллăн
Вăл тухĕччĕ инçе çула.
Пулминччĕ ĕмĕчĕ ун кăлăх,
Хăв çăлтăрна тупни — телей...
Илет те чăрсăр йĕкĕт ухă
Хур кайăк картине тĕллет.
«Вĕç, вĕç, çĕмренĕм, вĕç, çĕмренĕм,
Хур кайăк ушкăнне вĕç, хăвала:
Хыпарçă пул, пул ырă евчĕ,
Туп савнине. Салам кала».
Хӳхлет, хӳхлет те салху ушкăн —
Кашни пĕрер тĕк пăрахать:
Вĕсен çунатлă тантăш-тусĕ
Этем ывăлĕпе юлать.
...Калаççĕ: пурăннă тет мăшăр
Çӳç-пуç шураличчен пĕрле:
Пĕрне-пĕри, мĕнле пулсан та,
Хаяр чĕнсе курман пĕрре.
Хăна юрри пĕрле юрланă,
Вăхăчĕпе — «Аки-сухи»...
Çаврасерен ку йышăн — шанчăк,
Çаврасерен — хуйхи-суйхи.
Вăхăчĕпе юрланă пулĕ
Хур кайăк-кин сăпка юрри:
Çак йăх хунавлă пулнă теççĕ,
Кӳрентермен ăна Турри.
Чарса чарми кун-çул чуппийĕ:
Этем каять, этем килет...
Ик ватă, вилĕмĕ çитсессĕн,
Йăхне çапла пил панă тет.
«Телейлĕ пулăр та пур пулăр,
Сакки кун-çулăн — сарлака:
Тăван йăх-кăкшăн хытă тăрăр,
Сӳнме ан парăр вучаха.
Тăшманпала тăшман пек пулăр,
Юлташпала — чăн-чăн юлташ.
Ĕмĕрлĕхех çакна астăвăр:
Ан ятăр хăй ятне чăваш.
Телейлĕ пулĕ хура халăх,
Çук, манмĕ тăвана тăван.
Ак вăхăт çитĕ, ăраскаллă
Вăл пуçлĕ пурăнма ялан».
Ăру тымарлăх илнĕ имĕш
Çак этемпе Хур кайăкран...
Ахалех мар алпа сулатпăр
Хур кайăк картине курсан.
...Ан тив, йăлтах халап ку пултăр,
Çав халапра пĕр чăнлăх пур:
Эс — туслă çемьере, ман халăх,
Хивре çунатлă эс, маттур!..