Эй, Кушлавăш, ешĕл уй, —
Çут ачалăхăм сăпки!
Пĕл, ăнланччĕ мана, туй:
Эс ман пурнăç кăвапи.
Туй — эп хушăн çуннине,
Пĕл — сана манмассине.
Йышăн мана ытамна —
Вăрçă хуçнă ывăлна!
Йышăн... Сывлăх пирчиччен
Пар канма чĕрçӳ çинче...
Ик-виç çул эп аякра
Саншăн тĕмсĕлтĕм ăшра:
Малтан — вăрçă хирĕнче,
Тыткăнра, ют çĕрсенче,
Унтан — хамăр çĕр-шывра,
Тĕрлĕ шавлă хулара.
Эс таçта та яланах
Аса килтĕн час-часах...
Эй, Кушлавăшăм, нихçан
Тĕрĕс ачуна ан ман!
Ирĕк пар,— атте-аннем
Йăва хывнă кĕтесре,
Вĕсен ашшĕ-амăшсем
Ĕмĕр пурăннă çĕртре
Киленме — вăрмансенче,
Çак вут-çиллĕ кунсенче.
Таврари сĕм вăрману,
Уй çинчи шенкер сăну —
Илĕртетчĕç ют çĕртен,
Сăрт-ту урлă, инçетрен...
Сан чĕрçӳ çинчи мăн ял —
Сăртламри Упакасси
Мана панăччĕ ăс-хал,
Пачĕ — сăвăçă сасси.
Уншăн — тав сана, рехмет!
Халь çав сас санпа пуплет...
Санăн тăрăх çӳресен —
Курăнать ман яш кун-çул,
Аслă вăрмана кĕрсен —
Эх, илемлĕхĕ мĕн чул!
Уй тӳписенчен пăхсан
Курăнать вун икĕ ял;
Вак шывсем юхаç туран:
Йĕкĕс, Кушлавăш, Çавал...
Çак йăмраллă тĕп ялсем,
Йăлтăркка юхан шывсем,
Хырлă, чăрăшлă вăрман —
Ĕмĕр тухмĕç асăмран;
Хуть таçта пулам, ĕçлем —
Пуçăмрах ман çак илем.
Вĕсенчен инçе кайсан —
Чĕреме касать суран;
Хуçăк турат типнĕ пек
Саншăн типшĕретĕп тек...
Ак халь çак уйра утса
Мĕн-мĕн пулнă — йăлт сăнап;
Иртнĕ пурнăçа курса
Йăл кулап е хурланап...
Эй, Кушлавăш, ешĕл уй,
Пĕл ман чунăма эс, туй:
Ĕмĕр манмăп эп сана;
Ан ман эс те ывăлна!
1918, июнь