Пулă нумай пĕвере,
Чи илемли — ылтăнни.
Килсе курăр ӳлĕмрен, —
Эпĕ чупрăм ывăнми.
Ятăм хайхи вăлтана
Пулă тытас ĕмĕтпе,
Тарчĕ манран вĕлт! кăна,
Ларса юлтăм «ĕмкĕчпе»!
Пулли ылтăн, кĕмĕл мар,
Кĕмĕл унăн шăлĕсем.
Ăна çисе тем курар,
Пыра ларĕç шăммисем!