Пулăсем шывра ишеççĕ,
Кунĕпе темскер çиеççĕ.
Вĕлтĕр-вĕлтĕр хӳрисем,
Мĕншĕн çук-ши урисем?
Кунне виççĕ çимелле,
Ăшă сĕт те ĕçмелле.
Пулăсем çакна пĕлмеççĕ,
Сивĕ шыв ялан ĕçеççĕ.
Нимĕскер те тиркемеççĕ,
Никампа та хирĕçмеççĕ.
Кап! караççĕ çăварне,
Калаймаççĕ сăмахне.